Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
"Лиза Алерт" сӑнӳкерчӗкӗ
"Лиза Алерт" сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канашра 18 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Вӑл 11 кун каялла килтен тухса кайнӑ. Унӑн хӑйӗнпе пӗрле ҫула тухмалли сумка пулнӑ.

Семенов Владимир Вячеславович – 2003 ҫулта ҫуралнӑскер. Вӑл килтен ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Каччӑ 169 сантиметр ҫӳллӗш, ырхан кӗлеткеллӗ.

Хӑйӗнпе пӗрле вӑл сумка йӑтнӑ. Владимир хӗрлӗ футболка, тӗттӗм кӑвак шорты, хура сандали тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72966
 

Хулара
kto-chto-gde.ru сайтри сӑн
kto-chto-gde.ru сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта Совет урамӗнче машинӑран арҫын сиксе тухнӑ та пулӑшу ыйтнӑ. Арӑмӗ машинӑрах тин кӑна ҫуратнӑ-мӗн.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем тухтӑрсемпе ҫыхӑннӑ, машинӑна больница таран леҫнӗ. Унта амӑшӗпе ачана тухтӑрсем йышӑннӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти хӗрарӑм пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫуратма тытӑннӑ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу бригадине кӗтсе илеймен, хӑйсемех ҫула тухнӑ. Ҫапла хӗрарӑм машинӑрах ҫӑмӑлланнӑ.

Халӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем Олег Швардаковпа Сергей Арсентьев амӑшӗпе ачана киле ярасса кӗтеҫҫӗ – вӗсене саламлӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк
pogoda21.ru сайтри сӑн
pogoda21.ru сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗн шӑрӑх пулассине систереҫҫӗ синоптиксем. Ыран ҫумӑр, пӑр ҫума пултарӗ, 30 градусран шӑрӑхрах пулӗ.

Вырсарникун кӑшт уҫӑлтарӗ, ҫӗрле 12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Ытларикунпа юнкун аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Ун хыҫҫӑн сывлӑшри нӳрӗк ӳснӗ май тата пӑчӑланӗ.

Ытларикунран пуҫласа республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗрлесерен те 20 градус ытла пулӗ. 2010 ҫулта 38–40 градус таран шӑрӑх пулнӑччӗ. Хальхинче те иккӗмӗш декада вӗҫӗнче 35 градуса ҫитме пултарӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑра паракан Амӑшӗн капиталӗпе ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх 2022 ҫултан кӑна вӑя кӗрӗ.

Аса илтерер: ӑна виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ. Унӑн виҫи 150 пин тенкӗпе танлашать. Унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ.

Ку укҫапа ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалла мар пулсан ҫеҫ ҫемьесем машинӑллӑ пулайӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне хулинче – карантин. Ҫакна урнӑ чире пула йышӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.

Хушура палӑрнӑ тӑрӑх, Етӗрне хули тӑрӑхӗнче карантин ятарлӑ хушу тухиччен тӑсӑлӗ. Урнӑ чир ҫӑлкуҫне Тимирязев урамӗнчи 20-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап контейнерӗнче тупнӑ.

Карантин вӑхӑтӗнче хуларан чӗрчунсене илсе тухма, вӗсене илсе килме, тӑватӑ ураллӑ туссен куравне, ытти мероприятие йӗркелеме юрамасть. Ҫавӑн пекех тискер чӗрчунсене зоопарк валли тытма чарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72950
 

Пӑтӑрмахсем
Юрӑпа ташӑ ансамблӗ. kulturarb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Юрӑпа ташӑ ансамблӗ. kulturarb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынна укҫа ытлашши тӑкакланӑ тесе явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.

Учреждение ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫав ҫын хӑй пӗлекен уйрӑм усламҫӑпа тухья ҫӗлеттерме килӗшӳ тунӑ. Документа вӑл учреждени ячӗпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Сцена ҫине тухнӑ чухне тӑхӑнмалли хатӗре хатӗрлесе ҫитерейменнине пӗлсе тӑрсах учреждени укҫине куҫарса панӑ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ пурӗ 149,5 пин тенкӗ.

Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Раҫҫейре

Челябинскран Минска ҫуран кайма тухнӑ ҫамрӑксем Чӑваш Ене утса ҫитнӗ. Вӗсемпе ӑнсӑртран тӗл пулни ҫинчен Елен Нарпи чӑваш ҫыравҫи тата чӗлхеҫи Фейсбукра пӗлтернӗ.

«Паян, утӑн 7-мӗшӗ, ҫав тери тулли те тӗлӗнмелле кун пулчӗ. Каламалла, кунта куллен темле япала та пулса иртет, анчах паян Сӑрта шыва кӗрсе хӗвелпе хӗртӗннӗ, Виктор Чугаровпа, Владислав Московцевпа, Элтияр Сантӑрпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн тата Челябинскран Минска кайма тухнӑ ҫамрӑксемпе — Сашӑпа тата Никитӑпа тӗл пултӑмӑр. Тӗлпулӑвӗ ӑнсӑртран темелле. Вӗсем 47 кун каялла Челябинскран тухнӑ-мӗн те, шӑпах паян «Сурские зори» таран утса ҫитнӗ, апатланма кунти кафене кӗнӗ. Пач шутламан ҫӗртен прӗннисемпе тӗл пулнӑ. Маттур вырӑс каччисем пӗри 18, тепри 17 ҫулта иккен», — тесе пӗлтернӗ вӑл Фейсбукра.

 

Пӑтӑрмахсем
starsity.ru сайтри сӑн
starsity.ru сайтри сӑн

Шупашкарта общежити чӳречи айӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку пӑтӑрмах Октябрт: 50 ҫул урамӗнче пулнӑ. 22-мӗш ҫуртӑн чӳречи айӗнче хӗрарӑм вилли выртнӑ. 1974 ҫулта ҫуралнӑскер 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ.

Шупашкарта Калинин кӗперӗ айӗнче 60 ҫулти хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл унтан ӳкме пултарнӑ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72979
 

Ял хуҫалӑхӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ку инкек Шупашкар районӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра кӑҫалхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 10 сехет те 50 минутра пулса иртнӗ. Мӑн Мамӑш ялӗнчи тырӑ складӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра 54 ҫулти хӗрарӑм ҫине погрузчик пырса кӗнӗ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 57 ҫулти тракторист-машинист погрузчикпа каялла чакнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хӗрарӑм ҫине пырса кӗрсе унӑн сывлӑхне самай сиенленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, хӗрарӑм пульницӑра чылай вӑхӑт сипленнӗ, вӑл халӗ те ура ҫине тӑрса пӗтеймен-ха.

Ӗҫри пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, инкек ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманран пулса иртнӗ.

Халӗ тӗпчев малалла пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра медицинӑпа суд экспертизи ирттерӗҫ, ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ документсене тишкерӗҫ, инкек пулса иртнине курнисенчен ыйтса пӗлӗҫ.

 

Персона
"Сувар" хаҫат тунӑ сӑн
"Сувар" хаҫат тунӑ сӑн

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Николай Сорокин 80 ҫул тултармаллаччӗ. Анчах, шел те, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Николай Сорокин Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусан университетне пӗтерсен «Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ, ТАСС информаци агентствин Тутарстанри пайӗнче корреспондентра 36 ҫул тӑрӑшнӑ.

1992 ҫулта вӑл Хусанта чӑвашла радиокӑларӑмсем, чӑвашсен «Сувар» хаҫатне, «Шурӑмпуҫ» литература журналне йӗркелесе янӑ. Вӑл – «Вера древнего народа» документлӑ фильм, «Вечная Волга» роман-трилоги авторӗ, Тутар АССРӗн тата РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/6552.html
 

Страницӑсем: 1 ... 967, 968, 969, 970, 971, 972, 973, 974, 975, 976, [977], 978, 979, 980, 981, 982, 983, 984, 985, 986, 987, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.