Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Прокуратура, Роспотребнадзор тата Инкеклӗ лару-тӑру министерстви Елчӗк районӗнчи шкул ҫумӗнчи уйлӑхсене тӗрӗсленӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ.

Аслӑ Елчӗкри Волков ячӗллӗ шкулта, Андреев ячӗллӗ Лаш Таяпа шкулӗнче, Кушкӑ шкулӗнче санитарипе эпидемиологи йӗркисене пӑснӑ. Вӗсенче ачасене апатлантарнӑ чухне те йӗркене пӑснӑ. Тӗслӗхрен, аш-какайӑн чи пӗчӗк виҫин нормине пӑхӑнман. Апат-ҫимӗҫе тӗрӗс мар упрани те пулнӑ. Ҫавӑн пекех чашӑк-тирӗке кирлӗ пек дезинфекцилемен.

Прокуратура ҫак шкулсен директорӗсем тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72927
 

Экономика

Чӑваш Енрен тухса каяс кӑмӑллисен шучӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче пирӗн тӑрӑхран 4 244 ҫын тухса кайнӑ, кунта 3 632 ҫын куҫса килнӗ. Ҫапла вара республикӑра миграцие пула халӑх шучӗ 612 ҫын чакнӑ, ку вӑл 2020 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен чӗрӗк пай чухлӗ ытларах (пӗлтӗр ҫын шучӗ чакни 458-па танлашнӑ).

Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енрен ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне 3 635 ҫын тухса кайнӑ, ытти ҫӗршыва — 609 (ҫав шутра СНГ ҫӗршывӗсене — 437). Ют регионсенчен 2 889 ҫын килсе ҫитнӗ, ытти ҫӗршывран — 743.

Хула ҫыннисен шучӗ мигрантсене пула 1 463 ҫын таран йышланнӑ (ҫав шутра Шупашкарта — 1 298 ҫын), ялта халӑх шучӗ 2 075 ҫын сахалланнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ӑнсӑртран киле ҫӗлен йӑтса килнӗ. Вырӑна ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Анчах вӗсем ҫӗлене тупайман.

Хулари «Октябрь: 50 ҫул» урамра пурӑнакан хӗрарӑм утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче киле ҫитсен хутаҫне уҫнӑ та унтан ҫӗлен шуса тухнӑ. Ӑна кӳрши те тытма хӑтланнӑ, анчах ҫӗлен урайпа стена хушшинчи ҫурӑка кӗрсе кайнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем те тупайман.

Ҫав кунах Нефтебаза урамӗнчи хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Вӑл та ҫӗлене асӑрханӑ, ӑна сӑн ӳкерме ӗлкӗрнӗ. Анчах ҫӗлене ҫӑлавҫӑсем тытайман.

 

Республикӑра
Шупашкарти Львовсем
Шупашкарти Львовсем

Паян Шупашкарта «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.

Конкурса кӑҫал 14 ҫемье хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Шупашкарта пурӑнакан Львовсем хӳтӗлерӗҫ.

Икӗ куна пынӑ тупӑшӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗмлетрӗҫ.

Конкурса пӗтӗмлетиччен РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полномочиллӗ представителӗн заместителӗ Олег Машковцев Николайпа Татьяна Тихоновсене тата Эдуардпа Наталия Степановсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсемпе (ӑна пама Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ) чысларӗ. Шупашкарти Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Немиловсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫрӗҫ.

Конкурса хутшӑннӑ ҫемьесенчен тӑваттӑшне 4 номинацире чысларӗҫ. «Манӑн ҫемье – манӑн пуянлӑхӑм» номинацире Пенза облаҫӗнчи Валякинсене палӑртӗҫ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» — Чулхула тӑрӑхӗнчи Шутливсене, «Ырӑ чӗре» — Самар облаҫӗнчи Филипповсем, «Куракансем килӗштернӗ ҫемье» – Мордва Республикинчи Мещеряковсем.

Пӗрремӗш степеньлӗ диплома Пермь крайӗнчи 22 ачаллӑ Абакшинсем тивӗҫрӗҫ; иккӗмӗш степеньлине – Чӑваш Енри Львовсем, виҫҫӗмӗш степеньлине – Удмурт Республикинчи Корякинсем.

Малалла...

 

Республикӑра

Паян, Пӗтӗм Раҫҫейре уявлакан Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ хушӑва алӑ пуснӑ.

Документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен сакӑр е унран та ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене 150 лаша вӑйӗнчен пӗчӗкрех двигательлӗ автомбильшӗн транспорт налукӗ тӳлеттермӗҫ. Ку йышӑну кӑҫалтан вӑя кӗрӗ.

Республикӑра паракан амӑш капиталне ҫитес ҫултан нумай ачаллӑ ҫемьесем автотранспорт туянма усӑ курайӗҫ. Унсӑр пуҫне нумай ачаллисене шкулта апат тӳлевсӗр ҫитерессине те пӑхса хӑварнӑ.

Маларах асӑннӑ тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ.

 

Политика
ann-sch.lmn.su сӑнӳкерчӗкӗ
ann-sch.lmn.su сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.

Халӗ вара республика ертӳҫи Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарӑн сити-менеджерне палӑртмалли конкурс комиссийӗн йышне палӑртнӑ.

Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Николай Каргин, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ — Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑвашрессовпрофӑн председателӗ Василий Харитонов кӗнӗ.

 

Персона
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ Валентин Смирнов ҫыравҫӑ-публицист, общество ӗҫченӗ, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хушшинче паллӑ историк пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен пӗлтернӗ.

Валентин Андреевич чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ятне халӑхра анлӑ сарассишӗн тӑрӑшнӑ-мӗн. Паллӑ вӗрентекенӗмӗр ҫинчен вӑл ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗ нумай ҫырнӑ, ҫав шутра «Светильник разума. К 140-летию Симбирской чувашской школы», «Апостол милости Божией. Земной путь И.Я. Яковлева (1848-1930), великого просветителя России и чудотворца земли Чувашской» монографисене асӑнса хӑварма пулать.

2003 ҫултан тытӑнса Валентин Смирнов Иван Яковлевӑн халалне тӗрлӗ чӗлхе ҫине куҫарассипе самай ҫине тӑнӑ. Паянхи куна халала 46 чӗлхене куҫарнӑ.

 

Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче пиллӗкмӗш созыври Общество палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта палатӑн ертӳҫисене суйланӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов хутшӑннӑ. Вӑл Общество палатин ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ.

Общество палатин ертӳҫи пулма пӗр шухӑшлӑ пулса Ванифатий Шайкина шаннӑ. Вӑл Шупашкарти юханшыв портне чылай ҫул ертсе пырать. Унӑн ҫумӗ пулма Ирина Булыгинӑна, Владимир Тимофеева тата Марина Аниченковӑна суйланӑ.

Палата пайташӗсен йышӗ 33 ҫынран тӑрать. Вӗсем виҫӗ ҫул ӗҫлӗҫ.

 

Персона
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Арсений Тарасов — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, ӑслӑ та тарӑн шухӑшлавлӑ ҫын. Ӑсталӑхӗ тапса тӑрать пулин те каппайчӑк та, курнӑҫ та мар вӑл. Шурсухалсем ун пеккисем пирки калашле, ватӑпа ватӑ пек, ачапа ача пек пулма пӗлет.

Калем ӑстин литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ 1975 ҫулта пуҫланнӑ. Шӑпах 1975 ҫулта Арсений Тарасовӑн пирвайхи сӑввисем «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. Халӗ унӑн

«Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ», «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ», «Чӑваш кӗпи» кӗнекисене ҫынсем юратса вулаҫҫӗ.

Паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Арсений Тарасовпа портрет-каҫ ирттерӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Портрет-каҫа вулавӑшӑн «Ютуб» видео-хостингри каналӗнче тӳрӗ эфирта курма май килӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Правда ПФО» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Правда ПФО» сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян Шупашкарти Мускав прспектӗнче автобус хыпса илнӗ. Асӑннӑ транспорт пассажирсене 26-мӗш маршрутпа турттарнӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче салонта пулнӑ 30 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман.

Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи пӑтӑрмах 17 сехет те 20 минутра «Оперӑпа балет театрӗ» чарӑнура пулса иртнӗ.

Инкек пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин пушар хуралӗн ӗҫченӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ-ха, анчах автрбусран ним те юлман темелле. Общесство транспорчӗн кӑшкарӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем следстви умӗнхи тӗпчев пуҫарнӑ. Ахӑртнех, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Инкек вырӑнне Шупашкарти Мускав районӗн прокурорӗ Николай Осипов та пырса ҫитнӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне асӑннӑ надзор органӗ те тӗпчӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 969, 970, 971, 972, 973, 974, 975, 976, 977, 978, [979], 980, 981, 982, 983, 984, 985, 986, 987, 988, 989, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.