Урамра текех юр ҫумасть пек туйӑнать. Анчах ҫанталӑк пирӗн валли «парне» хатӗрленӗ иккен.
Ҫу уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче чи сивӗ кунсем пулӗҫ: ун чухне пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш 7-8 градус таран сивӗнӗ. Кӑнтӑрла йӗпе юр ӳкме пултарӗ, ҫӗрле тӑм ӳкӗ. Ҫил вӑйланнӑран пушшех те сивӗ пек туйӑнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен уяртӗ. Майӗпен ӑшӑ таврӑнма пуҫлӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 8-13 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле те ӑшӑрах тӑрӗ. Уяври канмалли кунсем хыҫҫӑн 12-17 градус ӑшӑтӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 градус ӑшӑ пирӗн пата ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн килӗ.