Сывлӑх
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен харӑсах темиҫе ача паян чирлесе ӳкнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче 9 сехет те 52 минутра ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 7 сехет тӗлне илсен шкула 167 ача пыман, вӗсенчен 47-шӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 35 ачан варӗ пӑсӑлнӑ, хырӑм ыратнипе 8-ӑн аптӑранӑ, 3-ӗн — ҫивӗч респиратор чирӗпе. 1 ачана больницӑна вырттарнӑ. 45 ача амбулатори мелӗпе (килте) сипленет. Чир сӑлтавне палӑртассипе Роспотребнадзор управленийӗ ӗҫченӗсем тата тухтӑрсем ӗнертенпе ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() kartinkin.net сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫыншӑн 2022 ҫул питӗ ӑнӑҫлӑ пуҫланнӑ. Вӑл 4 миллион ытла тенкӗ выляса илни пирки «Спортлото» пресс-служби пӗлтерет. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл лавккана кайнӑ. Черетре тӑнӑ чухне вӑл кассӑра лотерея билетне сутнине курнӑ. Пӗрремӗш билета вӑл тӗплӗн суйланӑ. Анчах сутуҫӑ ӑна васкама ыйтнӑ. Иккӗмӗш билета арҫын часрах илнӗ те лавккаран тухнӑ. Тепӗр 8 минутран унӑн телефонӗ ҫине вӑл укҫа выляса илни пирки смс килнӗ. Унти хисепе курсан арҫын ҫӑвар карса пӑрахнӑ. Лайӑхрах пӑхас тесе вӑл лупа та илнӗ. Ҫийӗнчех Мускаври мӑшӑрӗпе ывӑлӗсем патне савӑнӑҫ пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл выляса илнӗ укҫа-тенке хваттер илнӗ ҫӗре хывасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() m.123ru.net сайтри сӑн Автосервисра ӗҫлекен ҫын клиент машинине ӳсӗрле ларса ярӑнса ҫӳренӗ, таксистра та ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Павлов мичман урамӗнче каҫхи клуб умӗнче «Киа Рио» ларнине курнӑ. Унӑн водителӗ ҪҪХПИ ӗҫченӗсен курсан часрах глушителе сӳнтернӗ те пассажир ларкӑчӗ ҫине куҫса ларнӑ. Полицейскисем те чееленнӗ, курмӑш тунӑ. Лешӗ вырӑнтан тапрансанах ӑна чарнӑ. Руль умӗнче 23 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн машина докуменчӗсем те пулнӑ. Транспорт автосервиса илсе килнӗскер пулнӑ иккен. Хуҫи унӑн машинипе унти ӗҫчен ярӑнса ҫӳренине пӗлмен те. Ку кӑна мар, вӑл каҫхи клуб умӗнче ҫынсене таксипе турттарма та ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() nazaccent.ru тата Александр Вражкин архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑннине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштаракан ӗҫсене тӑратнӑччӗ. Маттур чӑваш арӗшӗн сасӑлама ыйтса Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ те Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗччӗ, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те конкурс пирки ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: Олег Николаев та Чӑваш Енри фотоӑсташӑн сасӑланӑччӗ. Ентешӗмӗрсем сасӑлани, фотоӑста ҫӗнтертӗр тесе тӑрӑшни сая кайман — Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ сӑнӳкерчӗк конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗ, медицина факультетӗнче реаниматолога вӗренекенскер, пандеми пуҫлансан медбратра ӗҫлеме пуҫланӑ. Дежурствӑран пушӑ вӑхӑтра Висраил Хаманаев Чӑваш Енре пурӑнакансене лезгинка ташлама вӗрентет. Студент «Дети гор» ансамбль йӗркелесе янӑ, ӑна хӑйех ертсе пырать. Ун патӗнче чӑвашсем те, эрменсем те, аварсем те, чеченсем те, азербайджансем те ташлаҫҫӗ. Занятисем хыҫҫӑн Висраил пульницӑна 12 сехетлӗхе дежурствӑна васкать. Кӑҫал кӗркунне вӑл экзаменсем тытать, ун хыҫҫӑн ординатурӑна куҫӗ. Ӑна вӑл ӑҫта ирттерессине хальлӗхе палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Улатӑрти Совет урамӗнчи 37-мӗш ҫурт. Google.Map-ран илнӗ сӑн Чӑваш Республикин прокуратури Улатӑрта тупса палӑртнӑ кӑлтӑк пирки пӗлтерет. Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура «Волтби» ТМЯП саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ подрядчик картиш лаптӑкне тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе контракт алӑ пуснӑ пулин те ӗҫе пуҫӑнман. «Волтби» ТМЯП контрактпа килӗшӳллӗн Совет урамӗнчи 37 №-лӗ ҫуртӑн тата Горький урамӗнчи 38№-лӗ ҫурт ҫумӗнчи картиш лаптӑкне хӑтлӑлатмалла пулнӑ. Ӗҫе 2021 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Ку факт тӑрӑх административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, «Волтби» ТМЯП-а 294 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, йышӑну халлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Регионсем хушшинчи XIV «Ҫӗрулми–2022» курав пуш уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче иртӗ. Хӑйӗн вырӑнне вӑл яланхи пекех «Контур» суту-илӳпе курав комплексӗнче тупӗ. Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерстви асӑннӑ курава хутшӑнма заявка йышӑнма тытӑннине пӗлтернӗ. Унта ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине, ҫавра сӗтелсене ирттерме, ҫавӑн пекех ҫӗрулми сорчӗсемпе паллаштарма тата вӗсене тутанса пӑхма май туса пама палӑртнӑ. Яланхи пекех курава килекенсем вӑрлӑхлӑх ҫӗрулмине туянма пултараҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министерстви «Ҫӗрулми» курав Раҫҫейре отрасльти пӗртен-пӗр ҫеҫ пулнине пӗлтерет. Вӑл 2009 ҫултанпа иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() https://epp.genproc.gov.ru/web/proc_21 сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлч уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Раҫҫей прокуратурине йӗркеленӗренпе — 300 ҫул. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫак ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламне вырнаҫтарнӑ. «Право хуралӗн чи аслӑ институчӗсенчен пӗри пулнӑ май прокуратура органӗсем саккунлӑхпа право йӗркин хуралӗнче виҫӗ ӗмӗр ҫирӗп тӑраҫҫӗ, патшалӑх, общество тата граждансен интересӗсене шанчӑклӑ хӳтӗлеҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. «Сирӗн тухӑҫлӑ ӗҫӗр, йӗркелӗхӗрпе ҫирӗплӗхӗр Чӑваш Республикинчи тӑнӑҫлӑха упрамалли, тӗрлӗ сферӑра саккунлӑха тивӗҫтермелли, регионӑн кал-кал аталанӑвне йӗркелемелли, ҫынсен пурнӑҫ шайӗпе пахалӑхне ӳстермелли тӗп шӑнӑр пулса тӑраҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Марина Карягинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин операторӗ Владимир Синдеев куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Ӗҫтешӗсем ун пирки пултаруллӑ та асра юлакан, хавас кӑмӑллӑ та ҫынна пулӑшма хатӗр ҫын пулнӑ тесе палӑртаҫҫӗ. Тата вӑл пысӑк профессионал пулнине калаҫҫӗ. Кирек мӗнле ҫӗрте те ӑста ӳкерме пултарнӑ: строительство лапамӗнче-и е Патшалӑх Думинче-и... Тата вӑл ӗҫре ялан ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлнӑ, ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнӑ. «Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗнче Владимир Синдеев 10 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл 46 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() fotobus.msk.ru сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курнӑ Ҫӗмӗрлери прокуратура транспорт хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ саккуна вырӑнтисем епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗсленӗ те тӗрлӗ кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче тата районӗнче пассажирсене турттаракан усламҫӑсенчен пӗрин — 8 автомобиль. Автобуссен 5 водителӗ медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман. Апла пулсан вӗсен сывлӑхӗ епли паллӑ мар. Пассажирсен ун пек водитель руле тытса пыракан маршруткӑна ларса ҫула тухма хӑрушӑ. Усламҫӑ хӑйӗн патӗнче ӗҫлекен водительсем унччен судпа айӑпланнипе айӑпланманнине те пӗлмест — вӑл вӗсенчен ун пек справка ыйтман. Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Усламҫӑна административлӑ майпа явап тыттарса 32 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |