Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи Алина Аркадьевна Сосаева вилсе кайнӑ.
Надежда Григорьевна Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх Алина Сосаевӑн виллине паян ирхине тупнӑ. Хваттерне чылай хушӑ телефон тытманран кӗме тивнӗ. Инкеке пула пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулас.
Алина Аркадьевна чӑваш топонимикине тӗпчекен специалист пулнӑччӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Витеҫуч ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑччӗ.
Алина Сосаева пирӗнтен сарӑмсӑр уйрӑлнӑран редакци хурланни пирки пӗлтерет. Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ҫулсенче вӑл пире самаях пулӑшнӑччӗ.
Хушни. Алинӑпа эрнекун 14 сехет ҫурӑра республика больницин ритуал ҫуртӗнче (Мускав пр. 9В ҫурт) сывпуллашӗҫ.
Станьял // 4108.14.3476
2022.10.12 13:07 | |
Тимӗр Акташ // 1168.02.0590
2022.10.12 15:18 | |
Пӗрле хурланатӑп. | |
Agabazar // 8195.8.6024
2022.10.12 16:27 | |
Ăçта ĕçленĕ юлашки вăхăтра? | |
Валерий // 2767.07.3927
2022.10.13 12:25 | |
Чунӗ ҫӳлти патшалӑхра пултӑр. |
Алина Аркадьевна! Чуну Хор кайнӑ ҫулпа Сет кӳллине ҫиттӗр. Тӑрӑшуллӑ студент пултӑн, пайтах краеведа тӗпчевре пулӑшрӑн.Таса ятна чӗлхеҫӗсем манмӗҫ.