Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер республикӑра ҫил-тӑвӑл алхаснине, ҫил Шупашкарти професси колледжӗн тӑррине сӳнине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер "Мега Молл" суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче пысӑк баннер ӳксе 5 машинӑна сиенлетни пирки те хыпарланӑччӗ. Пӗр машинӑра 2 ача пулнӑ, вӗсем суранланнӑ - килте амбулатори мелӗпе сипленеҫҫӗ. Элӗк районӗнче те пӗр харпӑр ҫурт тӑррине ҫил сӳнӗ. 7 районти 17 ялта электроэнерги сӳннӗ. Пӗтӗмпе 19 йывӑҫ тӳннӗ. Шупашкарта йывӑҫ ӳкнипе пӗр хӗрарӑм аманнӑ. Вӑл килте сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |