Пилӗк ҫул хупӑнса ларнӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» предприятин птичникӗсем чӗпсемпе ҫӗнӗрен тулнӑ. Ӗҫе фабрикӑн ҫӗнӗ хуҫи — «ВДС» тулли мар яваплӑ общество — йӗркеленӗ. Вӑл предприятин унчченхи ятне, «Чӑваш бройлерӗ» бренда, упраса хӑварнӑ.
Предприятин ӗҫне ҫӗнӗрен пуҫарса ярас тата производство хӑватне ӳстерес ыйтӑва республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Раҫҫей сенаторӗпе Николай Владимировпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Малтанхи 50,5 пин чӗпе птичниксене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче янӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра йыш тепӗр 123 пин пуҫ хушӑнмалла.
Предприятире хальлӗхе 36 ҫын ӗҫлет. Вӗсем — фабрикӑра унччен тӑрӑшнисемех. Чӑх-чӗп йышне ӳстерсе пынӑ май ҫулталӑк вӗҫне штата 100 ҫынна ҫитересшӗн.