Политика
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Куславкка районӗ пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пынӑ Фирдавиль Искандаров хӑйӗн ӗҫӗнчен вӑхӑт тухиччен кайнӑ. Унӑн заявленине Депутатсен районти пухӑвӗ хӑйӗн черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Искандаров ӗҫрен хӑйӗн кӑмӑлӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Куславкка районӗн администрацине вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тилхепине Алексей Людков тытса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gorodkirov.ru сайтри сӑн Эсир асӑрханах пулӗ: лавккасенче сахӑр хакланнӑ тата вӑл пур ҫӗрте те ҫук. Мӗн пулса иртет-ха? Сахӑр 75 тенке ҫитнӗ. Хаш-пӗр ҫӗрте 120 тенкӗ тӑнине те асӑрханӑ. Чылай ҫӗрте вӑл ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккасенче сахӑр саппасӗ пур. Хак ӳсни тата дефицит мӗнпе ҫыхӑннӑ? Тӳре-шара ҫакна Тӗп банк тӗп ставкӑна ӳстеррипе ҫыхӑнтарать. Ҫавна май производительсен тата суту-илӳ организацийӗсен страхланма тивет. Вӗсен кредит килӗшӗвӗнче "шӑвакан" процентсем пулнине палӑртнӑ. Апла федераци шайӗнче пулӑшу мери йышӑниччен вӗсен саппассене тытса тӑма тивет. Халӑх урса кайса сахӑр туянни те хака витӗм кӳрет. Влаҫ органӗсем таварсем пуррипе ҫуккине тата хакӗсене тӗрӗслекен штаб йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Шупашкарта хӗрарам маршруткӑра банк картти тупнӑ та унпа усӑ курма шутланӑ. Куншӑн явап тыттарассине чухламан-ши вӑл? Ку пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм 41-мӗш маршруткӑра банк картти тупнӑ. Хайхискер лавккана тавар туянма кайнӑ. Вӑл "Магнит" тата "Магнит косметик" лавккасенче 3 443 тенкӗлӗх япала туяннӑ. Паллах, ют ҫын карттипе усӑ курнӑ хӗрарӑма тупса палӑртнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл карточка хуҫине тӑкака саплаштарнине шута илсе суд ӑна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kirov-portal.ru сайтри сӑн Тӑватӑ ачине пӗчченех ӳстерекен амӑшӗ тӗнче тетелӗнче паллашнӑ савнине пула 2,7 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл ӑна арҫынна куҫарса панӑ. Пӗр районта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫулла вӑл тӗнче тетелӗнче «ҫар тухтӑрӗпе» ҫырӑннӑ. Лешӗ пӗр патшалӑхра ҫар службинче тӑрать-мӗн. Кӑштахран «савни» хӗрарӑма «хаклӑ груз» илме ыйтнӑ. Кайран вӑл ун патне хӑйех килӗ, нумай ача амӑшне те качча илӗ – ҫапла шантарнӑ «ҫар тухтӑрӗ». Арҫын тӑкака саплаштарассине ӗнентернӗ. Хайхи хӗрарӑм тӗрлӗ счет ҫине 2,7 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Кайран каллех укҫа куҫарма ыйтсан тин вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Вӗренӳ институчӗн сайтӗнчен касса илнӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне ирттернӗ. Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса мухтава тивӗҫнӗ ентешсене халалланӑ чӑвашла мероприятисен сценарийӗсене виҫӗ номинаципе йышӑннӑ: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятисен сценарийӗ», «Ача садӗнче ирттермелли уяв сценарийӗ». Конкурса пурӗ 174 сценари килнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Патӑрьел, Тӑвай, Шупашкар, Элӗк районӗсенче, Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ӗҫлекен педагогсем пулнӑ. Жюри 75 ҫӗнтерӳҫӗпе призёра палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи тӗп вулавӑшра Анатолий Емельянов ҫыравҫӑна тата Петӗр Ялкире халалласа тӗлпулу ирттернӗ. Ку хыпара Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче хыпарланӑ. Сайтри хыпарта Анатолий Емельянов ҫыравҫӑ «хӑйӗн геройӗсен пурнӑҫне, ӗҫне-хӗлне, шухӑш-кӑмӑлне витӗр курса-пӗлсе» тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем — «Ҫавал сарӑлсан», «Чапшӑн пурӑнмастпӑр», «Ҫырма Куҫми», «Кӗмӗл ҫил», «Шӑнкӑрав курӑкӗ», «Хура кӑрӑҫ». Анатолий Емельянов ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 10-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитнӗ. 2000 ҫулта вӑл ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. «Петр Тихонов (Ялгир) Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ пулсан та вӑрнарсемшӗн ентеш пекех ҫывӑх, мӗншӗн тесен вӑл чылай ҫул хушши ҫак районта ӗҫленӗ, ку тӑрӑха савса сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ», — пӗлтернӗ Чӑваш кӗнеке издательстви. Паллӑ ҫыравҫӑсен ячӗпе йӗркеленӗ тӗлпулусене Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, Людмила Сачкова, Лидия Филиппова, Анатолий Кибеч тата Галина Антонова (Матвеева) ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Антонова хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн 45 ҫулхине халалласа уяв концерчӗ иртнӗ. Концерт курма тата артистсене паллӑ кунпа саламлама республикӑн культура мнистрӗ Светлана Каликова тата ытти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хучӗпе Александр Жуковские, Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министерствин Хисеп хучӗпе Ольга Николаевӑна, асӑннӑ ведомствӑн Тав хучӗпе Михаил Николаевпа Иван Степанова хавхалантарнӑ. Концертра халӑх юратакан «Ах, савни, савни», «Хура лаша», «Кил ӑшши», «Тарӑн-тарӑн ҫырмара», «Шупашкар», «Как за Доном», «За тихой рекой», «Россиюшка», «Нам жить — не тужить» тата ытти юрӑ янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ Юрий Шакеев пӗлтернӗ. Арҫын виллине 15 сехет ҫурӑра асӑрханӑ. Вӑл Гузовский урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри тӑваттӑмӗш хутри балкон ҫинчен ӳкнӗ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу бригади ҫитнӗ. Мӗн пулнӑ-ха? Следстви комитечӗ халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн шалӑвӗн пӗр пайне Донбасс ҫыннисем валли уйӑрса пама йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Патшалӑх Канашӗнче политика партийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулсан каланӑ. "Пӗрле" фонд Донбасс валли укҫа пухма тытӑннӑ. Олег Алексеевич ӗҫ укҫин пӗр пайне фонда хывӗ. Олег Николаев хальхи ҫӑмӑл мар лару-тӑрура салтаксене, Луганск тата Донецк облаҫӗсенче пурӑнакансене пулӑшни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑл 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал 104 ҫул тултарнӑ. Сӑмах – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Федор Рыбкин пирки. Ветеран халӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Ленинграда ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Куншӑн ӑна «Лениграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Фронтран таврӑнсан Федор Рыбкин ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, Тутарстанри Ҫырчаллӑри совхоза ертсе пынӑ, зоотехник тата ветеринар пулнӑ. Вӑл 80 ҫулта кӑна ӗҫ пӑрахса тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Кронид Андреевич, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш республикин вӗренӳ институтне йӗркеленӗ. | ||
| Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед вилнӗ. | ||
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |