Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
UIHere.com сӑнӗ
UIHere.com сӑнӗ

Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти ҫынна 17 ҫулти ҫамрӑка хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен следстви комитечӗ пӗлтерет.

Следователь панӑ информаципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан ҫынна баскетбол лапамӗнче ҫамрӑк ачасен шӑв-шавӗпе усал ятлаҫӑвӗ килӗшмен. Арҫынпа ҫамрӑксем хушшинче харкашу сиксе тухнӑ, вара вӑл ҫамрӑка пӗвӗнчен алӑпа, урипе пуҫӗнчен ҫапса амантнӑ. Ҫамрӑка сиплев учрежденине илсе кайма тивнӗ.

Чӑваш Ен Следстви комитечӗн пресс-службинче арҫын тӗлӗшпе ӳт-пӗве сиенлетнӗшӗн ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Шупашкар ҫынни ҫак ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑннине экспертиза ҫирӗплетнӗ, вӑл хӑй те айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
pogoda21.ru сайтри сӑн
pogoda21.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ӑшӑ кунсем ҫаплах вӗҫленмен-ха. «Погода Чувашии» (чӑв. «Чӑваш Ен ҫанталӑкӗ») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра сывлӑш 3-5 градус таран ӑшӑтать. Ҫав хушӑрах ҫанталӑк ӑшӑтни каллех ҫил кассӑн-кассӑн вӗрнипе пӑсӑлӗ, ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Ӑшӑ ҫанталӑкпа пӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӑнтӑрлахи апатчен ҫумӑр пуласса кӗтеҫҫӗ, кайран — ҫумӑрпа юр хутӑш ҫӑвӗ.

Синоптиксем шухӑшланӑ тӑрӑх ҫанталӑк вырсарникун сивӗтет. Температура -3 -5 градус сивӗ таран анӗ. Тунтикун температура тата та ытларах сивӗрех пулӗ — минус 10-12 градус таран. Ытларикун юр ҫумалла, анчах юнкун каллех ӑшӑ килӗ. Чӑн-чӑн хӗллехи ҫанталӑк кӗҫнерникунтан тин пуҫланать.

 

Культура

Культура училищин сцени ҫинче нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Нина Трифоновна Панинӑна асра тытса «Улӑп ҫӗрӗ» театрланӑ спектакль лартнӑ.

Чӑваш республикин культура училищин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак постановка куракансенче чӑваш культурин тӗнчипе паллаштарать: кунта чӑваш кӗввисем янӑраҫҫӗ, пуян чӑваш тӗррипе илемлетнӗ наци костюмӗсем курӑнаҫҫӗ. Постановкӑна Нина Панина режиссер тунӑ. Унӑн ӗҫне вара унпа пӗрле ӗҫлекен Григорьев Владимир Николаевич, ҫавӑн пекех ҫамрӑк режиссер Петров Григорий тата педагог-хореограф Казаков Сергей вӗҫленӗ.

Театрланӑ спектакле хатӗрлес ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Пулас сцена ӑстисене Комсомольски районӗнчи «Каҫал», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӗнтӗр», Элӗк районӗнчи «Валинкке фольклор ансамблӗсем пулӑшнӑ.

 

Политика
Елена Скворцова.  «Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елена Скворцова. «Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ пайташӗн Алексей Ладыковӑн — икӗ ҫум. Вӗсем — Сергей Григорьев тата Елена Скворцова.

Елена Скворцовӑна должноҫе ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, шанса панӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Ладыков ҫумӗсенчен пӗри Лидия Седойкина пулнӑ.

«Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Скворцова Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче ӗҫленӗ, кайран вӑл Мускавра пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ, Раҫҫей почтинче ӗҫлеме тытӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра ҫав хӗрарӑм РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Анатолий Аксаковӑн пулӑшуҫи пулнӑ.

 

Республикӑра
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви обществӑлла транспорт водителӗсен кӑшӑлвирусран прививка тунипе туманнине малалла тӗрӗслет. Ведомствӑра ӗнентернӗ тӑрӑх, транспортра дезинфекци ирттернипе ирттерменнине те пӑхаҫҫӗ.

Тӗрӗслеве Шупашкарти «Раща», «Хулаҫум» тата «Тӗп вокзал» чарӑнусенче ирттернӗ. Кӑлтӑк тупса палӑртман.

Специалистсем водительсем маска тӑхӑннине те тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл енӗпе йӗркене пӑсакансем пур. Маскӑсӑр водительсем тӗлӗшпе 359 акт ҫырнӑ. Административлӑ ӗҫсенчен 206-шне пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр водителе суд асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, теприсене штрафланӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Во имя жизни на планете» (чӑв. Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫшӑн) курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗн, Владимир Ларев живопись ӑстин ӗҫӗсемпе паллашма май килӗ. Курав 16 сехетре уҫӑлӗ.

Экспозицире ҫар темипе ҫыхӑннӑ 100 ытла ӗҫ пулӗ. Вӗсен шутӗнче — асамлӑ пейзажсем, сюрреализмла сӑнсем, ню стилӗпе ӳкернӗ картинӑсем, философилле ӳкерчӗксем.

Вӑрҫӑ ҫинчен ӳкернӗ ӗҫсене художник хӗрлӗ тӗспе пӗрлештернӗ. Хура йӗрпе арҫын темине палӑртнӑ, шуррипе — хӗрарӑма.

Владимир Ларев 1954 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнч Пӑлапуҫ Пашьел ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 26 ҫул хушши вӑл алла киҫтӗк тытман. Паян вӑл каллех ӳкерет.

 

Культура
Дмитрий Суслинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Суслинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫывӑх вӑхӑтра Дмитрий Суслин ача-пӑча ҫыравҫин, фантастӑн кӗнеки пичетленсе тухӗ.

«Ку кӗнекене эпӗ тахҫантанпах кӗтнӗ. Хуплашка ҫинче манӑн хушаматлӑ кӗнеке юлашки хутчен 2011 ҫулта тухнӑччӗ. Кӗтсе илтӗм! Чӑваш кӗнеке издательстви Димкӑпа Лешка Корживковсем ҫинчен хаваслӑ калавсене типографие ячӗ. 22 калав. Кашнине тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗкпе капӑрлатнӑ. Художникӗ — Елена Енькка. Ӑна эпӗ хам суйларӑм, кӗнеке кӑларма хутшӑнма ӳкӗте кӗртрӗм», — пӗлтернӗ автор Фейсбукра.

Ҫӗнӗ кӑларӑм Ҫӗнӗ ҫул тӗлне пичетленсе тухмалла.

 

Республикӑра

Раҫҫей Почти уйрӑмӗсенче Хӗл Мучи патне ӑсатмалли ҫырусене пухма ещӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫырусене раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал Аслӑ Устюга тӗп Хӗл Мучи патне кӑна мар, унӑн «ӗҫтешӗсем» патне те ҫыру яма пулать. Тӗслӗхрен, чӑваш Хӗл Мучийӗ патне.

Ҫыру кирлӗ ҫӗре ҫиттӗр тесен ӑна ятарлӑ почта ещӗкне хумалла. Вӗсем хуласенчи тата районсенчи почта уйрӑмӗсенче пур. Адреса ҫапла кӑтартмалла: 162390, Россия, Вологодская область, г. Великий Устюг, Дом Деда Мороза». Чӑваш Хӗл Мучийӗ ҫырусене ҫак адреспа кӗтет: 429520, Чувашия, Чебоксарский район, село Кшауши, этнокомплекс «Ясна».

Ҫырусем марисен Йушто Кугыза, тутарсен Кыш Бабаю, удмуртсен Тол Бабаю, якутсен Чысхаану тата ыттисем патне те ҫитме пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
 mordovmedia.ru сайтри сӑн
mordovmedia.ru сайтри сӑн

Канашри 34 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче чӑрӑш сутнине курнӑ та ӑна туянма шутланӑ. Вӑл хӑйне кирлӗ тавара суйласан укҫа – 11 пин тенкӗ ҫурӑ - куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑ телефона тытма пӑрахнӑ.

Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 3 хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӗсем те тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ тавар туянса укҫа куҫарнӑ та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ.

 

Хулара
Фейсбукри Тимӗр Тяпкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Фейсбукри Тимӗр Тяпкин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Республикӑмӑрӑн тӗп хули Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫӑннине хула ҫыннисемпе хӑнисем асӑрхарӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Чӑваш хастарӗ Тимӗр Тяпкин Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра хӗле хирӗҫ тухья хӑйӗн вырӑнне» таврӑннӑ.

Аса илтерер: асӑннӑ кӳлепене пӗлтӗр пуҫласа вырнаҫтарнӑччӗ. Кайран хулана ҫуркунне валли хатӗрленӗ май тухьяна кӳлмекрен илсе кайнччӗ. Халӗ, ав, вӑл каллех хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ. Ун патне пырса хула ҫыннисемпе хӑнисем сӑн ӳкерӗнейӗҫ. Тухья аякран килнӗ ҫынсене те хӑй патне илӗртӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1013, 1014, 1015, 1016, 1017, 1018, 1019, 1020, 1021, 1022, [1023], 1024, 1025, 1026, 1027, 1028, 1029, 1030, 1031, 1032, 1033, ... 3915
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 14

1927
98
Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...