Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Ҫӗрпӳри ҫӗнӗ ача пахчин пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех уҫӑлмалла пулнӑ. Анчах вӑл алӑкӗсене нумаях пулмасть ҫеҫ уҫнӑ.

Ача пахчи "Чечеклӗ хула" ятлӑ. Тӗрӗсрех каласан, вырӑсла - "Цветочный город". Унта 240 ача валли вырӑн пур. ЧР вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ тарӑх, унта 6 уйӑхрисенчен пуҫласа ҫулталӑкри ачасене те ҫӳремелле тӑвасшӑн.

Ача пахчинче агрошкул, мультипликаци студийӗ, ӳнер галерейи, финанс пӗлӗвӗн пӳлӗмӗ те пур. Ҫавӑн пекех хальхи йышши техникӑпа, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ.

Сӑмах май, республикӑра тепӗр 4 ача пахчи уҫӑлман: Шупашкарти "Лента", "Благовещенский", "Университет" микрорайонсенче тата Элӗкре.

 

Сывлӑх

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус пирки ытлах калаҫма пӑрахрӗҫ. Республикӑри лару-тӑру мӗнлерех-ха?

Хальхи вӑхӑтра пирӗн регионта 16,4 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирлет. Юлашки талӑкра 126 ҫын инфекциленнине тупса палӑртнӑ. 69 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ. 88 ҫын сывалнӑ.

Пандеми пуҫланнӑранпа 4474 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - юлашки талӑкра. Ку таранччен 74890 ҫын чирленӗ, вӗсенчен 53992-шӗ сывалнӑ.

Сӑмах май, республикӑра кӑшӑлвируспа кӗрешмелли мерӑсене ҫемҫетнӗ, QR-кодсене пӑрахӑҫланӑ.

 

Сывлӑх
"Чебоксарские новости" тунӑ сӑн
"Чебоксарские новости" тунӑ сӑн

Президент пепкелӗх центрне реанимобильпе 800 грамм таякан тин ҫуралнӑ ачана илсе ҫитернӗ. Реаниматологсем тата неонатологсем ӑна 10 кун пӑхнӑ. Анчах пепкен сывлӑхӗ йывӑрланса пынӑ. Ҫавна май тухтӑрсем ӑна операци тума йышӑннӑ.

Операцие Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ирттернӗ. Ӑста тухтӑрсем 20 минут ҫак кӑткӑс ӗҫе пурнӑҫланӑ.

Малтанлӑха хӗреача ятарлӑ аппаратура пулӑшнипе сывлӗ. Кӑшт вӑй илсен хӑйех сывлама пултарӗ. Халӗ пепке Президент пепкелӗх центрӗн реанимаципе интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче вӑй илет. Хальлӗхе ӑна киле кӑларасси пирки тухтӑрсем каламаҫҫӗ, ӑна пӑхмалла, вӑй илме пулӑшмалла.

Каласа хӑварар: палӑртнӑ кунран пӗчӗк виҫепе чылай маларах ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Кристина ят панӑ.

 

Статистика
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн

Банк карттисемпе, телефонпа тата тӗнче тетелӗпе усӑ курса ҫынсене улталасси пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 3,9 процент ӳснӗ. Ку ҫулталӑкра вӑрланӑ пурлӑхӑн 39,6 проценчӗпе танлашать.

Пӗлтӗр Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 310 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку, 2020 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хута яхӑн нумайрах. 310 миллион тенкинчен 1,9 процентне ҫеҫ каялла тавӑрма май килнӗ.

Йӗрке хуралҫисем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. Банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар.

 

Кӳршӗре

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Раҫҫейри видеокамерӑсем Пушкӑртри тӳпере метеорит ӳкнине ӳкернӗ. Кун пирки «Новости от телеканала UTV» (чӑв. UTV телеканал хыпарӗсем) Telegram-канал пӗлтерет.

Ҫӑлкуҫпа килӗшӳллӗн, метеорит Ҫӗр атмосферинче ҫунса кайнӑ. Ҫак пулӑма Ӗпхӳ хулинче пурӑнакансем тата ҫак регионти тепӗр темиҫе хуларисем сӑнанӑ. Метеорит ӳкнӗ саманта «Уфанет» телекоммуникаци ҫыхӑнӑвӗн операторӑн камери ҫырса илнӗ.

«Шултра метеорлӑ юхӑмсем хальхи вӑхӑтра ҫук. Ку вӑл пӗр-пӗр юхӑм шутне кӗмен метеор пайӗ пулма пултарать», — пӗлтернӗ Пушкӑрт планетарийӗн астрономӗ Татьяна Денисова.

Астрономи пулӑмне куракансем метеорӑн хӳри Туслӑх монуменчӗ патӗнче пурӗ те 5-7 ҫеккунт ҫеҫ сӑнама май килнине палӑртнӑ.

2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче РАН космос тӗпчевӗсен институчӗн директорӗ, РАН член-корреспонденчӗ Анатолий Петрукович Ҫӗр чӑмӑрне вӑйлӑ аркатма пултаракан метеорит диаметрӗ сахалтан та пӗр километр пулмалла тесе пӗлтернӗччӗ.

 

Ҫул-йӗр
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енре ҫул-йӗре юсама тата ҫӗннисене хута яма нихӑҫанхинчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 1,6 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла фонд 7,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кун пекки хальччен пулман. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫул-йӗр фончӗ 5,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулта - 4,8 миллиард тенкӗпе.

Кӑҫал ку укҫапа 370 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ, 15,5 ҫухрӑм ҫӗннине хута ярӗҫ. Шупашкарти Граждан урамне туса пӗтерме, Лапсар проектне пуҫӑнма, Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан ҫула хута яма, Етӗрне тавра каймалли ҫула вӗҫлеме палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
portretist.moy.su сӑнӳкерчӗкӗ
portretist.moy.su сӑнӳкерчӗкӗ

Краснодар крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑма Чӑваш Енре суд тунӑ. Хӗрарӑм унччен Чӑваш Енре пурӑннӑ. Кунта вӑл пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ — Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директор пулнӑ.

Директорта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пурӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ преподаватель директора пурӗ 150 пине яхӑн тенкӗ тыттарнӑ.

Следстви пынӑ вӑхӑтра экс-директор вӗрентекенсене укҫана каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=247128
 

Политика
Татьяна Копеева. tarif.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Копеева. tarif.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф службинче нумаях пулмасть кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн ертӳҫин заместителӗ пулма Татьяна Копеевӑна шаннӑ. Ку йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Татьяна Александровна, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, унччен те ЧР Конкурентлӑ политика тата тариф службинче ӗҫленӗ. Унта вӑл пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑма яваплӑрах вырӑнта ӗҫлеме шанса панӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Промтрактор» заводра ӗҫлекенсен ачисем — «Четруша» клуб членӗсем — хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ тата предприяти ветеранӗсем пулӑшнипе фильм хатӗрленӗ. Ӑна Алексей Платонов конструктора халалланӑ. Видеоӗҫ «ТехноФест» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа популярлӑ фильмсен пӗтӗм Раҫҫейри VII фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ.

Алексей Платонов гусеницӑллӑ трактор валли ятарлӑ тытӑм хатӗрленипе палӑрнӑ, ҫав ӗҫе «русская каретка» (чӑв. вырӑс каретки) тенипе пӗлеҫҫӗ.

Трактор историйӗн музейӗн директорӗпе Альберт Сергеевпа пӗр шухӑшлӑ пулса ачасем музей умӗнчи скверта ДТ-54 тракторпа конструктор барельефне вырнаҫтарасшӑн.

Алексей Платонов 1907 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти рабфакра, Донти политехника институтӗнче, Мускаври Бауман ячӗллӗ механикӑпа машиностроени институтӗнче вӗреннӗ.

 

Культура
gcheb-kult.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gcheb-kult.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта кӑҫал «Сарпике» конкурса пуҫласа ирттерӗҫ. Республика шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-композиторне Олимпиада Агаковӑна халалланӑ. Конкурс пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти ача-пӑча 3-мӗш музыка шкулӗ йӗркеленӗ.

Олимпиада Яковлевна 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Етӗрнери педагогика училищинче, Шупашкарти музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче, Григорий Хирпӳ патӗнче радио хорӗнче ӗҫленӗ. 1960-1974 ҫулсенче вӑл Республикӑри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче (Ҫӗрпӳ) вӗрентнӗ, пианистка концертсене хастар хутшӑннӑ. Унӑн репертуарӗнче классика оперисенчи арисем, романссем, чӑваш юррисем пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1020, 1021, 1022, 1023, 1024, 1025, 1026, 1027, 1028, 1029, [1030], 1031, 1032, 1033, 1034, 1035, 1036, 1037, 1038, 1039, 1040, ... 4002
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 08

1873
152
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
110
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
77
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
66
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...