Раҫҫейре
![]() ridus.ru сайтри сӑн Раҫҫейри шкулсенче массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Ку чару 2022 ҫулхи кӑрлаччен вӑйра пулмаллаччӗ. Чару мерисене тӑснӑ, массӑллӑ мероприятисене 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ирттерме юрамӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫейӗн тӗп тухтӑрӗ Анна Попова алӑ пуснӑ. Ку чару ятарлӑ 18 ҫул тултарман ҫӳрекен учрежденисене, спорт организацийӗсене те пырса тивет. Анчах ку чару аслӑ шкулсене, техникум-колледжсене пырса тивмест. Малашне те ачасем пӗр класра вӗренӗҫ, пӳлӗмсене уҫӑлтарӗҫ, кашнин ӳт температурине виҫӗҫ. Сӑмах май, шкул ачисен каникулӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен QR-кодсӑр ӑҫта кӗртмӗҫ? Унччен кафе-ресторана, культура тата спорт учрежденийӗсенче кӗртместчӗҫ. Халӗ ку списока суту-илӳ центрӗсем, апат-ҫимӗҫ сутман лаккасем, правительство ҫурчӗсем кӗнӗ. Ку йыша аптекӑсем, ветеринари аптекисем, ҫыхӑну салонӗсем, чи кирлӗ япаласем сутакан лавккасем (бензин, автопайсем, куҫлӑхсем, зоотаварсем, ритуаллӑ япласем) кӗмен. Ҫавӑн пекех ҫак документсӑр хӑна ҫурчӗсене, кану базисене, пансионатсене, санаторисене кӗртме ирӗк ҫук. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Олег Николаев QR-код режимӗ сахалтан та Ҫӗнӗ ҫулччен пулассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ddnews.ru сайтри сӑн РФ Вӗрентӳ министерстви чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен аслӑ шкулсенче дистанци мелӗпе ӗҫлеме ирӗк пани пирки пӗлтернӗччӗ. Аттестаци те онлайн мелпе иртме пултарать. Чӑваш Енре ҫитес эрнерен аслӑ шкулсем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсем халӗ те, канмалли кунсенче, ҫак мелпех ӑс пухаҫҫӗ. Хальлӗхе кун пирки И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ, Коопераци институчӗ пӗлтернӗ. Ку хӑҫанччен тӑсӑлассине хыпарламан-ха. Аса илтерер: кӑшӑлвирус сарӑлнине пула республикӑра чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем шутланаҫҫӗ. Халӗ суту-илӳ центрӗсем, пасарсем, апат-ҫимӗҫ сутман лавккасем, парикмахерскисемпе илем салонӗсем ӗҫлемеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ковид каникулне тӑсма пултараҫҫӗ. Ыран кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-14-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ сутман лавккасене, парикмахерскисемпе илем салонӗсене ӗҫлеме ирӗк парӗҫ-и? Шӑп ҫавӑн чухне ку ыйтӑва татса парӗҫ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе республикӑра ковид каникулсем пуҫланнӑ. Хӑш-пӗр районта юпан 26-мӗшӗнченпех ӗҫлеме чарнӑ. Ыран оперштаб ларӑвӗ иртсен хыпара телеграм-каналта пӗлтерӗҫ. Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисен каникулӗ тӑсӑлмассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Оперштаб пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 176 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку таранччен 38526 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 33781-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 16 ҫын вилнӗ. Паянхи куна 2827 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 163 ҫын сывалнӑ. Чирлекенсем 176 ҫын пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 1918 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() golos-buryatyi.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 33 ҫулти арҫын «банк ӗҫченӗсене» пулӑшас тесе хӑй укҫа ҫухатнӑ. Вӑл 1,4 миллион тенкӗ кредит илсе ӑна ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫак арҫын полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такам арҫын ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки каланӑ. Вӑл арҫынна хураха тытмашкӑн кредит заявки пама сӗннӗ. Ку 1 миллион та 430 пин тенкӗлӗх кредит илнӗ. Счета вӑл хӑй ҫеҫ кӗме пултарнине ӗненнӗ. Ултавҫӑ аллине лекни пирки шутлама та пултарайман. Каллех кредит илме хушсан тин ултавҫӑ тӗлне лекнине ӑнкарнӑ. Анчах счечӗ ҫинчи укҫи пулман ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Инстаграмри @hypar1906 страницӑран илнӗсӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗршыври паллӑ телеертӳҫӗсенчен пӗри, Андрей Малахов, ертсе пыракан передачӑра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине кӑтартӗҫ. «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) телеканалӑн «Привет, Андрей» кӑларӑмӗн хӑни Ирина Шоркина пулӗ. Валерий Семин музыкант пултарулӑхне халалланӑ телекӑларӑм эфира чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тухӗ. Кӑларӑм хӑнисен шутӗнче Чӑваш Енри Етӗрне районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 2003 ҫултанпа «Москонцерт» продюсер центрӗн солистки пулса ӗҫлекен Ирина Шоркина пулнӑ. Анонса артистка Инстаграмри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ вырнаҫтарнӑ видеори сӑн Шупашкарти 23 ҫулти «Лада Гранта» автомобиль водителӗ светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑ ҫутӑлнӑ хыҫҫӑн ҫул урлӑ чупса каҫма хӑтланнӑ ҫынна ҫапса кайнӑ. Кун пирки Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ пӗлтерет. Видеокадрсене сӑнасан, арҫын светофорӑн симӗс ҫуттинче ҫул урлӑ каҫма ӗлкӗрейменни палӑрать, машшинсем тапранманнине кура вӑл ҫул урлӑ чупса каҫма шутланӑ пулас. Пӑтӑрмах ӗнер, 16:33-ре, Калинин урамӗнчи 66-мӗш ҫуртсем патӗнче пулса иртнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫуран ҫӳрекен ҫынна васкавлӑ пулӑшу карети илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталья Васильеван «Сказки маленького домовенка. Кил хуралҫи уява чӗнет» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра ачасене хӑйсен аллипе тӗрлӗ япала ӑсталама вӗрентнӗ. Илемлӗ япала тума нумаях та кирлӗ мар. Тӗрлӗ хут, ал айӗнчи ытти ансат хатӗр-хӗтӗр. Кӗнекене Наталья Васильева художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Федорова. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Галина Матвеева куҫарнӑ. Наталья Васильева — ача-пӑча иллюстраторӗ тата юмах ҫыракан писатель. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче унӑн «Сказки Радужного города», «Новогодняя история» ярӑмри кӗнекисем пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак кунсенче Хакас Республикинче Наци музейӗсен пӗтӗм Раҫҫейри ассамблейин пухӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑннӑ. Форума чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хупӑннӑ. Мероприяти Л.Р. Кызласов ячӗллӗ наци краеведени музейӗнче пухӑннӑ. Наци музейӗсен ассамблейин форумӗн пӗрремӗш кунӗнче Ирина Меньшикова Хакас Республикинчи краведени музейӗпе туслӑ ҫыхӑну тытасси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Икӗ регион пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртме палӑртать, куравсем йӗркелесшӗн. Форумӑн иккӗмӗш кунӗнче Шупашкарти музей директорӗ «Национальная культура в России как инструмент государственной политики» (чӑв. Раҫҫейри наци культури — патшалӑх политикин инструменчӗ) сессире «Чувашская вышивка – культурный код нации: сохраняем, рассказываем, развиваем» (чӑв. Чӑваш тӗрри — наци культурин вӑрттӑнлӑхӗ: упратпӑр, каласа кӑтартатпӑр, аталантаратпӑр) ятпа доклад тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |