Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне ҫӗнӗ илемлӗх ертӳҫи ертсе пыма тытӑннӑ. Ҫав тивӗҫе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Белова пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Светлана Николаевна 2003 ҫулта Чӑваш Республикин культура училищинчен, 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнчен, 2022 ҫулта Питӗрти профсоюзсен гуманитари университетӗнчи хореографи уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1995 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артистӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018–2023 ҫулсенче балет репетиторӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ.
ялтан // 7671.0.0611
2023.03.05 03:36 | |
!Эй, юлташсем, мĕскер хавассăр пăхатăр тек, хăюллăрах!! (Сăнÿкерчĕкĕсене пăхăр, Богуславский витĕмĕ пуль ĕнтĕ). |