Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ Питӗрти фестивале хутшӑннӑ. Асӑннӑ хулара юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех «Добровидение» халӑх юррисен фестивалне йӗркелеҫҫӗ. «Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухнӑ чӑвашщ ансамбльне куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ. Халӑх юррисене хальхи майлӑ илемлетсе юрлани те Питӗрти куракансене килӗшнӗ. Чӑвашсен концерчӗ пӗр сехет ҫурӑ таран тӑсӑлнӑ. Халӑх вӗсен кашни номерне ӑшшӑн йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |