Вӗренӳ
![]() cheb.ru сайтри сӑн Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтне реорганизацилесшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ. Института Шупашкарти культура училищипе пӗрлештересшӗн. Реорганизаци хыҫҫӑн училище студенчӗсем института ППЭ тытмасӑрах вӗренме кӗме пултарӗҫ, кӗскетнӗ программӑпа ӑс пухӗҫ. Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр директор должноҫӗ чакать, культура училищинче 11 штат пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() wpsovet.ru сайтри сӑн «Ковид» каникулӗсенче Раҫҫей почти ӗҫлӗ. Анчах халӑха унта пӗлтерӗшлӗ сӑлтавсӑр кайса ҫӳрессинчен тытӑнса тӑма сӗнеҫҫӗ. Паллах, ӗҫ вӑхӑтӗнче килсен сире унта пулӑшӗҫ, посылка илмелле тӗк парӗҫ. «Локдаун» вӑхӑтӗнче почта ахаль графикпех ӗҫлӗ. Чӳк уйӑхӗн 3, 4 тата 5-мӗшӗсенче ҫеҫ улшӑнусем пулӗҫ. Чӳкӗн 3-мӗшӗнче почтӑсем 1 сехет маларах хупӑнӗҫ. Чӳкӗн 5-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпе ӗҫлӗҫ. Чӳкӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявӗнче, почта уйрӑмӗсем хупӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юпа уйӑхӗн типӗ, самай ӑшӑ килчӗ темелле. Чӳк уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ? Синоптиксем епле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗ ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулмалла, ҫапах хӗл ҫывхарни сисӗнӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Чӳкӗн 8-мӗшӗнче ҫанталӑк улшӑнма пуҫлӗ, кӑнтӑрла ҫумӑр, ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ. Иккӗмӗш декада вӗҫӗнче хӗлле пуҫланать. Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран анӗ. Эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Уйӑх вӗҫнелле юр ҫӳллӗшӗ 8-10 сантиметра ҫитӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗрлесерен самай сивӗтӗ – 15-20 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи кинемейсем ҫӑл чавма тухнӑ. Ирӗксӗртен. Нушаллӑ пурнӑҫ хистенипе. «Урамра 21-мӗш ӗмӗр, 2021 ҫул, 21-мӗш регионта. Пирӗн ҫар вӑхӑчӗ-им???» – ҫапла пуҫланӑ Фейсбукри хӑйӗн постне Борис Оньков ятлӑ ҫын. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче Ленин урамӗнче ҫӑл чаваҫҫӗ. Ҫӑл валли ункӑсене тӳре-шара уйӑрса панӑ. Фейсбукри пост тӑрӑх эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е.В. Орлов ячӗпе прокуратура унччен асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. «Асӑрхаттару хучӗ пур, мӗншӗн шыв башнине юсамаҫҫӗ?» – ӑнланмасть пост авторӗ. Вӑл Фейсбукра ӗнентернӗ тӑрӑх, ялта кинемейсем ҫеҫ. Ҫамрӑксем юлманпа пӗрех, вӗсем ӗҫлеме ют ҫӗре тухса кайнӑ. Ял тӑрӑхӗнче шыв башнине юсанине ӗнентернӗ, ҫӑла ял ҫыннисем чавас тенӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валерий Клементьев. chmedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ шӑматкун, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш съезчӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче Тимӗр Акташ хыпарланӑччӗ-ха. Пухура ЧНКн президенчӗ Николай Угаслов ҫӗнӗ ертӳҫӗ пулма Валерий Клементьева сӗннӗ. Валерий Клементьев Чӑваш наци конгресӗнче вице-президент пулнӑ. Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни юлашки виҫӗ ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче директор пулса ӗҫлет. Съезд делегачӗсенчен чылайӑшӗ Валерий Клементьевшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() truckandroad.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шалкӑм ҫапнӑ водителе пулӑшнӑ. Асӑннӑ ҫынпа ҫыхӑнма май ҫук тесе йӗрке хуралҫисене транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене каланӑ тӑрӑх, водитель юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ленинград облаҫне каякан машина, геолокаци тӑрӑх пӑхсан, Муркаш районне ҫитнӗ. РФ ШӖМӗн Муркаш районӗнчи пайӗн оперативлӑ дежурнӑйӗ Алексей Александров шӑнкӑрав пирки ҫав кун службӑра пулнӑ мӗнпур наряда пӗлтернӗ. Прицеплӑ грузовика патшалӑх автоинспекцийӗн аслӑ инспекторӗ, полици лейтенанчӗ Алексей Илларионов федераци ҫулӗ хӗрринчи ялсенчен пӗринче асӑрханӑ. Машина алӑкӗ уҫах пулна, водитель автомобильти ҫывӑрмалли вырӑнта выртнӑ. Тӑнне ҫухатнӑ 59 ҫулти арҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем арҫыннӑн инсульт пулнине палӑртнӑ. Транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ каярах йӗрке хуралҫисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ыран, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Лондонра чӑваш культурипе паллаштарӗҫ. Великобританин тӗп хулинчи «Hoxton» галерейӑра Шупашкар хӗрӗн Полина Осипован уйрӑм экспозицийӗ уҫӑлӗ. «Курава хамӑн тӑван Чӑваш Ене, чӑвашсен хамшӑн питӗ заклӑ хӑйне евӗр культурине халаллӑп. Унта манӑн сӑнӳкерчӗксем, видеосем, пир-авӑр, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тата скульптура пулӗ», – пӗлтернӗ Питӗрте ӗҫлесе пурӑнакан 22 ҫулти художник тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Полина Осипова Шупашкартан Питӗре 9-мӗш класс хыҫҫӑн куҫса кайнӑ. Чӑваш культурипе кӑсӑкланса хавхаланакан пултаруллӑ пике чӑваш эрешӗллӗ капӑрлӑхсемпе скульптурӑсем ӑсталать. Вӑл модӑри пысӑк брендсемпе, тӗслӗхрен, «Gucci»-пе, ҫыхӑну тытать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пирӗн республикӑра канмалли кунсем тесе йышӑннӑ. Тӳрех палӑртар: Олег Николаев Элтеперӗн ҫак йышӑнӑвӗ пурне те пырса тивмӗ. Суту-илӳ объекчӗсенчен аптекӑсем, ҫыхӑну салонӗсем тата магазинсем ӗҫлӗҫ. Лавккасем тенӗрен, апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ. Вулавӑшсене, театрсемпе кинотеатрсене, мунчасемпе саунӑсене, илем салонӗсемпе фитнес-центрсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене хупса хурӗҫ. Татти-сыпписӗр ӗҫлекен организацисем (сӑмахран, апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсем, почта, транспорт), больницӑсем хальхиллех тӑрӑшӗҫ. Кафесемпе ресторансене илсен, COVID-free статусӗллисемпе апат-ҫимӗҫе киле леҫсе параканнисем е апата илсе тухмалла сутаканнисем ҫеҫ уҫӑ пулӗҫ. Республикӑри 9 муниципалитетра канмалли кунсем паянтан пуҫланнӑ. Кунта Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисем лекнӗ. Вӗсенче кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру уйрӑмах ҫивӗч. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пандеми пуҫланнӑранпа кун пекки пулман. Чӑваш Енре юлашки талӑкра 150 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Унччен чи пысӑк кӑтарту 147 ҫын пулнӑ. Республикӑра 36963 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 32344-шӗ сывалнӑ. Ку таранччен 2673 ҫын вилнӗ. Юлашки талӑкра кӑшӑлвируса пула 18 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сывалакансем 95 ҫын пулнӑ. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра ку кӑтарту питӗ пӗчӗк пулнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран 1946 ҫын сипленет. Ӗнехинчен 37 ҫын нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rassvetnews.ru сайтри сӑн Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑхӑт нумаях та иртмен ҫыравҫӑсем чирлеме пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Ҫав шутра – кӑшӑлвируспа та. Чӑваш Енре 2 пин ытла ҫын ҫырав ирттерет. Ҫавӑн пекех 370 тӗрӗслевҫӗ ӗҫлет. Вӗсене пурне те маска, перчетке параҫҫӗ. Чӑвашстат вӗсене кӑшӑлвируспа чирлекен ҫынсен адресӗсене парса тӑрать. Кун пек чухне ҫыравҫӑсем алӑк патӗнче хут татӑкӗ хӑвараҫҫӗ, унта ҫырава онлайн мелпе хутшӑнма май пуррине пӗлтернӗ. Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 23 ҫыравҫӑ чирленине палӑртнӑ, вӗсенчен 11-шӗ – кӑшӑлвируспа. Сӑмах май, юпан 21-мӗшӗнченпе вӗсем пурте кашн эрнере ПЦР-тест параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |