Статистика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа вилекенсем ҫаплах нумай-ха. Кунсерен 10-20 ҫын пурнӑҫран уйрӑлать. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвируспа ытларах кам чирленине палӑртнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, аслӑрах ӳсӗмри ҫынсем. Чирленисен 25 проценчӗ - 61-70 ҫулсенчи ҫынсем, 27 проценчӗ – 71-80 ҫулсенчисем, 28 проценчӗ – 81-90 ҫулсенчисем. Апла вилекенсен 85 проценчӗ 60 ҫултана аслӑрах пулнӑ. Чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсенчен ытларахӑшӗ чӗрепе юн тымарӗсен, эндокрин /сахӑр диабечӗ, самӑр пулни/ тытӑмӗн чирӗсемпе аптӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канмалли кунсем хыҫҫӑн, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, республикӑра суту-илӳ центрӗсене QR-кодпа кӗртме тытӑнӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская ытти хӑш-пӗр вырӑна та ҫак кодпа кӗртме пуҫламашкӑн сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче – суту-илӳ объекчӗсем, санатори-курорт таврашӗ, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан объектсем, пенси фончӗ, финанс организацийӗсем, почта, МФЦ, спортзалсем, влаҫ органӗсен зданийӗсем. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн потребрынок ӗҫченӗсен пурин те вакцинациленмеллине палӑртнӑ. Суту-илӳ центрӗсем вара QR-кодпа кӗртме тытӑнсан ҫеҫ ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенче Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен хӑтарни ҫинчен калакан хыпарсем пичетленнӗ. «Ҫыхӑнура» форум «ӑнӑҫлӑ» вӗрентӳ хыҫҫӑнхи шӑв-шав хыҫҫӑн директора ӗҫрен кӑларса яман-ши тесе пуҫ ватать. Нумаях пулмасть шкулта тренировка иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм-вахтёр шкула «пырса кӗнӗ» хӗҫпӑшаллӑ ҫынна пусса ӳкернине шкул сайтӗнче тата соцсетьсенче каласа кӑтартнӑ, кайран вӑл хыпарсене хуратнӑ. Анчах информаци шырав ҫӑлкуҫӗсен кэшӗнче упранса юлнӑ. Маларах эпир асӑннӑ форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен кӑларса яни пирки хыпара уҫӑмлатма май килмен, мӗншӗн тесен вӗренӳ учрежденийӗнче каникул пырать. Телефона вахтер ҫеҫ тытнӑ. Шупашкар районӗнчи вӗренӳ управленийӗнче «Ҫыхӑнура» форума йышӑнӑва ҫырӑнма е ыйту хуравне 30 кун кӗтме сӗннӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче каярах хуравлама шантарнӑ-мӗн те телефона тек тытман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sharij.net сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑшӑлвирусран вакцинациленмен ҫынсене ӗҫлеме чарӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен вӗсене киле ярӗ, шалӑва тӳлемӗҫ. Анчах прививка туман ҫынна ӗҫрен кӑларса яма ирӗк ҫук. Вакцинациленмен ӗҫченсене нимӗн те тӑваймӗҫ, анчах ӗҫпе тивӗҫтерекенсене явап тыттарӗҫ. Кам прививка тумасан та пултарать? Тин кана кӑшӑлвируспа чирленисем (6 уйӑх иртмен пулсан), сывлӑха кура вакцинациленме юраманнисем. Декрет отпускӗнче, ачана пӑхмашкӑн отпускра ларакан ӗҫченсене ҫирӗп йӗркепе вакцианцилемӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ учрежденире икӗ теҫетке ҫул ытла тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ Ирина Терентьева ӗнер пурнӑҫран уйрӑлса кайнине хурланса пӗлтернӗ. Хыпара Чӑваш Ен Культура, национальноҫсн ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ирина Терентьева 1962 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Шупашкарти физикӑпа математика шкулӗнчен, 1984 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Малтанласа Приморье тӑрӑхӗнчи Дальнереченск хулинче ӗҫленӗ, 1992-1996 ҫулсенче ҫар службине контрактпа кайнӑ, унта командирӑн финанспа экономика енӗпе пулӑшуҫи пулнӑ. 1997-1998 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Культура министерствинче ревизор пулнӑ, 1998 ҫулта ӑна Оперӑпа балет театрне тӗп бухгалтера ӗҫе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ufa.pulscen.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чулхула облаҫӗнчи арҫын Етӗрне районӗнче пурӑнакан 10-мӗш класс хӗрачине улталанӑ. Пике тӗнче тетелӗнче вутӑ туянас кӑмӑллине пӗлтерсе пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «сутакан» та тупӑннӑ. Татса-ҫурмалла мар. Йӑлтах хатӗр. Пӗр автомашина вутӑшӑн 7 пин тенкӗ тӳлемелле. «Сутуҫӑ» хӗре укҫана куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер тӑван тӑрӑхӗнче ҫынсене вутӑ сутатӑп тесе 13 хутчен улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийӗн видеовӗнчен илнӗ скриншот Ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче васкавӑ пулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Инкек ирхи 4 сехет те 26 минутра пулса иртнӗ. Авари хулари Асламас урамӗпе Трактор тӑвакансен проспекчӗ хӗресленнӗ тӗлте пулнӑ. «Васкавлӑ пулӑшу» карети хӑй васканине кӑтартакан ҫутта ҫутса чирлӗ ҫын патне кайма тухнӑ. Светофорӑн чарӑнма пӗлтерекен ҫутине пӑхмасӑр машина малалла васканӑ. Ҫул хӗресленнӗ вырӑнта тухтӑрсен машини «Форд Транзит» автомобильпе ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Асламас урамӗнчен тухнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑрсен машини ҫивитти ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Машинӑра водитель, врач тата фельдшер пулнӑ. Инкек хыҫҫӑн фельдшера тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автомобиль пырса ҫаӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ. «Мерседес» машина «Киа Рио» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. «Мерседес» рулӗ умӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель пулнӑ. Вӑл ӗнер кӑнтӑрла Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗ енне аннӑ. Икӗ машина ҫапӑннӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм-водитель аманнӑ. Вӑл тата йывӑр ҫын пулнӑ иккен. Ӑна васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ Мари Элти водитель Чӑваш Ен тӑрӑх суя удостоверенипе ҫӳренӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫул-йӗр патрулӗн инспекторӗсем тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисем «Шевроле Лачетти» автомобиле тытса пыракан водитель пиҫиххи ҫыхманнине асӑрханӑ. Вӗсем машинӑна чарнӑ, водителе автомобиль докуменчӗсене тата водитель удостоверенине кӑтартма ыйтнӑ. Водитель удостоверенийӗ суя пулни ҫиеле тухнӑ. Мари Элте пурӑнакан 32 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 10 ҫул каялла автошкулта вӗреннӗ, анчах права илеймен. Ҫавӑнпа суя удоствоеренипе ҫӳренӗ. Ун пек хӑтланнишӗн пуҫиле майпа явап тыттарма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки талӑкра Чӑваш Енре 166 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кӑтурту кунсерен ӳссе пырать. Ку таранччен 37287 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 32574-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 17 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Пӗтӗмпе 2706 ҫын каварлӑ чире парӑнтарайман. Ку – чирленисен 7,2 проценчӗ. Юлашки талӑкра 123 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2007 ҫын кӑшӑлвирусран стационарта е килте сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |