Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Вӑл юлашки чӑн чӑваш пулчӗ-ши?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.03.2023 12:54 | 1780 хут пӑхнӑ
Персона
litrossia.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
litrossia.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Литературная Россия» интернет-порталта пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Последний истинный чуваш?» ятлӑ статья пичетленсе тухнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев-Трер актёра, режиссёра, педагога, сӑвӑҫа, куҫаруҫӑна, авалхи чӑваш юррисене хитре ӑста шӑрантарнӑ пултаруллӑ ҫынна халалланӑ. Статья авторӗ — Атнер Хусанкай.

Иосиф Трер, Атнер Хусанкай калашле, чӑн та хӑйне евӗр ҫын пулнӑ. Ун пеккисем пинте кӑна мар, темиҫе пинте те пӗрре пулӗ.

Статья ятне ыйту паллипе ҫырни автор Иосиф Трер пек ҫын, тен, таҫта такам татах та тупӑнасса шаннине пӗлтерет.

#ят-сум, #культура, #чӑвашсем, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вулакан // 5268.9.4478
2023.03.19 08:12
Гегель калашле,тем те тума хӑтланакан ҫын пысӑк ҫитӗнӳ тӑваймасть.Шӑпах ҫавӑн пекскер пулнӑ та ӗнтӗ ӳнерти тӗп ҫулне ӑнӑҫлӑ тупайман И.Дмитиев.Хусанкай ӑна хӑй евӗрлӗ ҫын тесе ырлать пулас.Политика ҫынни пулма хӑтланчӗ те хӑвӑрт сӳнсе пычӗ.Халь ҫук тесен те юрать.
Мĕтри Ванччă // 1860.34.3012
2023.03.19 21:09
Чăн та, сапаланчăкрах пулнă пуль Иосиф Дмитриев, анчах çитĕнĕвĕсем унăн çапах та пысăк. Поэзири сăмахĕ кăна мĕне тăрать, чи лайăх темиçе сăвăçран пĕри. Театрта та 1980 çулсен пуçламăшĕнче çитĕнĕвĕсем ун пĕчĕкех пулман ("Чайка", "Ялта" лартнисем мĕне тăраç), каярахпа татах та пысăкрах та пулма пултарнă, анчах Иосиф, хушăран тăрпалтай пулсан та, нихăçан та йĕксĕк пулман, Чăвашри пек хĕсĕк театрта хуçаланас тесен вара йĕксĕк пулмалла. Хусанкай та йĕксĕк пулманран пысăк политика çынни пулаймарĕ, тен, анчах хăй вăхăчĕшĕн таса та тÿрĕ чăваш политикĕ пулчĕ. Халь, чăн та, çук тесен та юрать, мĕншĕн тесен халь Раççейре пĕр политика, ху пуçупа ху тĕллен шутлани паянхи кун ытлашши.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.03.21 14:59
Иосиф нихҫан та "тӑрпалтай" пулман!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем