Спорт
![]() Ҫӑмӑл атлетикӑсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ Раҫҫей спортсменӗсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнмашкӑн ирӗк паман. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» ҫырнӑ. Паян ҫакӑ паллӑ: Олимп вӑййисене Раҫҫейри пӗр ҫӑмӑл атлетка ҫеҫ хутшӑнма пултарать. Вӑл — Дарья Клишина. Ассоциаци ыттисен заявкисене пӑрахӑҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Ен спортсменӗсем те. Аса илтерер: Олимп вӑййисене Чӑваш Енри ултӑ спортсмен хутшӑнма пултарнӑ. Вӗсем — Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева марафонкӑсем, хӑвӑрт утакан Светлана Васильева тата Марина Пандакова, сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик, шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидорова. Вӗсем Раҫҫейри ытти спортсменпа пӗрле Ҫӑмӑл атлетикӑсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацине заявка янӑ пулнӑ. Спортсменсем парӑнасшӑн мар. Халӗ вӗсем Лозаннӑри Спорт арбитраж судне тавӑҫ тӑратма хатӗрленеҫҫӗ. Аппеляцие утӑн 19-мӗшӗнче ҫеҫ пӑхса тухӗҫ. Хурав вара утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш Ене пӗтӗм тӗнчери «Мускав-Владивосток» велочупӑва хутшӑнакан спортсменсем ҫитнӗ. Етӗрне районӗпе Чулхула облаҫӗн чиккинче велочупуҫӑсене ЧР ҪҪХПИн ятарлӑ батальонӗ кӗтсе илнӗ. Спортсменсем Чӑваш Енре 161 ҫухрӑм кайнӑ. Маршрута 19 сехет тӗлне вӗҫленӗ. Унтан велочупуҫӑсен ҫулӗ Тутар Республики урлӑ выртнӑ. Палӑртса хӑварар: пӗтӗм тӗнчери «Мускав-Владивосток» велочупу утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Мускавра старт илнӗ. Маршрут тӑршшӗ — 93 пин ҫухрӑм. Финиша спортсменсен утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Владивостокра вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Швейцарири Лозанна хулинче Арбитраж спорт сучӗ РФ Олимп комитечӗн тата Раҫҫейри 68 ҫӑмӑл атлет тавӑҫне пӑхса тухӗ. Вӗсем Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнассишӗн кӗрешӗҫ. Чӑваш Енрен Олимпиадӑна улттӑн кайма пултарӗҫ. Вӗсен йышӗнче – Татьяна Архиповӑпа Алина Прокопьева марафонкӑсем, хӑвӑрт утакан Светлана Васильева, Марина Пандакова, сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик, шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидорова. Списокар пӗтӗмпе – 68 ҫӑмӑл атлет. Ӑна Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта шкулсенчи спорт лапамӗсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. Ку ӗҫе тӑватӑ ҫул каялла пуҫланнӑ. Ку тӗлӗшпе хула хыснинчен 40 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал юсав программине пилӗк шкул кӗнӗ. Шупашкарти 57-мӗш шкул лапамне ҫӗнетнӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем чаплӑ спорт лапамӗнче вылӗҫ. Спорт хатӗр-хӗтӗрне тӑвас ӗҫе ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне те хутшӑнтараҫҫӗ. 57-мӗш шкул вырнаҫнӑ микрорайонта кунашкал пӗлӳ ҫурчӗ пулман. Ӑна уҫассине ашшӗ-амӑшӗ те чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Кунта ҫемйипех ҫӳресшӗн вӗсем. Баскетбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика лапамӗсӗр пуҫне кунта чӑрмавлӑ йӗрсем пулӗҫ. Ачасем ӑмӑртса вӑй виҫме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑлха илтмен спортсменсен йышӗнче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Анастасия Мамлина чемпионатра финиша виҫҫӗмӗш ҫитсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Болгарири Стара-Загора хулинче иртнӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ. Анастасия Мамлина спортӑн йӗтре тӗкес енӗпе кӑсӑкланать. Болгарире ӑмӑрту шӑпах ҫак тӗспе иртнӗ. Анастасия хӑлха илтменнипе аптӑрать. Анчах ку ӑна спортра ҫитӗнӳсем тума пӗрре те чӑрмантармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Патӑрьел районӗнчеҫамрӑк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вӑййисем иртеҫҫӗ. Унти лапама республикӑри районсенчи ҫамрӑксем пухӑннӑ. Кунта район шайӗнче мала тухнисем килнӗ. Пӗтӗмпе 80 команда. Яланхиллех ачасен юратнӑ конкурсӗ пулнӑ: автомата салатса пуҫтарасси. Пӗрремӗш кунхине ҫамрӑксем теори пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, унтан снайперсем ӑмӑртнӑ, пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Яш-хӗр мала тухма талпӑнать. Ку вӗсенче патриотлӑх туйӑмне ытларах аталантарма пулӑшать. Кӑҫӑл ҫарпа спорт вӑййисене ҫӗнӗлӗх те кӗртнӗ. Кӑҫал ҫӑмрӑксен ушкӑнӗсем Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнне мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫамрӑк армеецсен вӑййисем вӗҫленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вӑрмар районӗнчи пӗр коммерци организацийӗн директорне улталаса тупӑш тунӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ҫуртсене тӗпрен юсамалли ӗҫсене пурнӑҫланӑ чухне улталанӑ. Директор тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче републикӑри капюсав фончӗ коммерци организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Фирма нумай хваттерлӗ виҫӗ ҫурта юсама шантарнӑ. Фирмӑн ҫуртсенче 16 пин тенкӗ тӑракан счетчик вырнаҫтармалла пулнӑ. Чӑннипе вара кунран йӳнӗрех счетчик лартнӑ. Юлнӑ укҫа-тенке вара кӗсьене чикнӗ. Пӗтӗмпе – 32 пин ытла тенкӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Италири Римини хулинче Пӗтӗм тӗнчери каратэ федерацийӗн Кубокӗ тата 11-мӗш чемпионат вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди чылай медаль ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн ҫӗршывӑн команди 29 ылтӑн, 22 кӗмӗл, 19 бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн республикӑри Ве-Ка-Це каратэ федерацийӗн воспитанникӗсем те пухмача медальсемпе пуянлатнӑ. 78 килограмран ытларах таякан виҫе категорийӗнче Сергей Павлов кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Вӑрнар районӗнче ҫуралса ӳснӗскер медале Республика кунӗн уявне халалланӑ. Иван Ивановпа Адабай Тимофеев та маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӗсем виҫӗ бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Муркаш тӑрӑхӗнчи Ярапайкасси ялӗнче «Сӗтев» хаҫат никӗслевҫи Эдуард Мочалов пуҫарнӑ «Пысӑк футбол» турнирӗ пуҫланчӗ. Шел пулин те, шӑпа туртнӑ Элӗк районӗнчи футбол ушкӑнӗ турнира тем сӑлтава пула килеймен. Ун пирки турнира йӗркелекенӗ ӑмӑрту пуҫланиччен пӗр сехет малтан пӗлтернӗ. «Анчах та вӗсем малалла хутшӑнасси пирки шантарчӗҫ», — пӗлтерет ӑмӑртӑва йӗркелекенӗ. Турнир пуҫаруҫи вӗсен пирки штраф санкцийӗ пирки шутлать. «Пысӑк футбол» турнира вара «Мӑн Сӗнтӗр» тата «Кӳстерек» футбол ушкӑнӗсем пуҫларӗҫ. «Мӑн Сӗнтӗр» футбол ушкӑнӗ 5:0 шутпа вӑйя ҫӗнсе илчӗ. Ҫӗртме 26-мӗшӗнче футбол турнирӗ Муркаш районӗнчи Рыкакасси футбол уйӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 16:00 сехетре. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ спортсменка Светлана Васильева тата Денис Нижегородов ҫӑмал атлет суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӗсем Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисенчен хӑтарнипе кӑмӑлсӑр, тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларасшӑн. Денис Нижегородов – 2004 тата 2008 ҫулсенче иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнче чемпионӗ. Светлана Васильева – Европа Кубокӗн призерӗ. Вӗсем Лозаннӑри Арбитраж судне спортсменсен ушкӑнӗнчен тавӑҫ янӑ. Кӑна вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тунӑ. Тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, спортсменсем ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн йышӑнӑвӗпе килӗшмеҫҫӗ. Допинг тупса палӑртнине пула ҫӑмӑл атлетсене Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк паман-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |