Спорт
![]() Чӑваш спортсменӗсем слоуп-стайл енӗпе иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ. Вӗсем тупӑшура малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ӑмӑрту Ленинград облаҫӗнчи «Холотая долина» ту йӗлтӗрӗн курортӗнче иртнӗ. Наградӑсене тивӗҫессишӗн 34 каччӑ тата 30 хӗр тупӑшнӑ. Чӑваш спортсменӗсем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Лана Прусакова хӗрсен хушшинче чи лайӑххи пулнӑ. Дмитрий Мулендеев вара иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Лана Прускова, ҫӗршыв чемпионки, темиҫе кунран ҫамрӑксен хӗллехи Олимп вӑййинче вӑй виҫӗ. Вӑл Норвегири Лиллехаммерта иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 4–7-мӗшӗсенче Алтай крайӗнчи Барнаул хулинче хӗрсемпе каччӑсен хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ, маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарти 27-мӗш шкулта 9-мӗш класра ӑс пухакан Августина Павлова кайнӑ. Маттур хӗр унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, Раҫҫей рекордне те ҫӗнетнӗ. Ӑмӑртӑва пирӗн ҫӗршыври 37 регионти 400 ытла ҫӑмӑл атлет хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди пулнӑ. Августина тупӑшӑвӑн пӗрремӗш кунхинех ҫитӗнӳ тунӑ: пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӑл хӑйӗн виҫе категорийӗнче, 53 килограмм тайманнисен йышӗнче, Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Елчӗк районӗнче ӗнер йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхри пӑхаттирсем кӑна мар, республикӑн тӗрлӗ районӗнчен пухӑннӑ. Елчӗксем ку ӑмӑртӑва 29-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта хутшӑннӑ алла яхӑн вӑйпитти СССР спорт маҫтӑрӗсен Клементьевсен парнисемшӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва йывӑр атлетикӑн Елчӗк районӗнчи федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, «Улӑп» спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Григорьев уҫнӑ. Тӗп тӳре пулса Б.Д. Клементьев хакланӑ. Пӗрремӗш вырӑна Елчӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ. Иккӗмӗшӗнче — Кивӗ Эйпеҫ тӑрӑхӗнчисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Курнавӑш енчисем. Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе кӑна мар, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ. Мала тухнӑ ушкӑна куҫс ҫӳрекен Кубок та лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер Мускавра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнас кӑмӑллисене «Сокольники» культурӑпа кану паркне пухнӑ. Йӗлтӗрпе туслисен тупӑшӑвне легендарлӑ комдивӑн ҫуралнӑ кун ҫывхарнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, Василий Иванович 1887 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн тӑван ялӗ — Шупашкар уесне кӗрекен Будайка ялӗ. Каярах вӗсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи яла куҫса кайнӑ. Мускаври «Сокольники» паркри йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗнче тӗрлӗ ушкӑнрисем тӗрлӗ инҫӗшне тупӑшнӑ. Спорт мероприятин вырӑнне тупма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе метроран тухнӑ ҫӗртен тытӑнса тупӑшу вырӑнне ҫитичченех волонтерсем ҫул кӑтартма тӑрса тухнӑ. Аллисенче вӗсем чӑваш ялавне тытса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекенсем халӗ хоккейла выляма пултараҫҫӗ. Унта хоккей курупки уҫнӑ. Уписем кун пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ. 2014 ҫулта вӗрентекенсем «Каток ҫине кил» социаллӑ проект хатӗрленӗ. Район администрацийӗ вара вӗсене хавхалантарас тенӗ — хыснаран 330 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитменнине шкул администрацийӗ хушнӑ. Шкул хӑйех ӗҫлесе илет. Унта ферма, ҫӗр лаптӑкӗ пур. Унта ӗҫлесе илнӗ укҫана каток тумашкӑн янӑ. Каток патӗнче ҫурт та тӑвасшӑн. Ҫавӑн пекех куракансем валли вырӑнсем пур. Хунарсем те ҫутатаҫҫӗ. Халӗ шкулта хоккей командине йӗркелесшӗн. Арҫын ачасем коньки ҫине хаваспах тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() СССР спорт маҫтӑрӗ Орест Маркиянов Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Кӗлӗмкассинчи республика турнирӗ иртӗ. Ятне Кӗлемкасси тенӗ те, анчах ӑмӑртӑва республикӑран тата кӑмӑл пулсан ун тулашӗнчен те (вӗсене те кӗтеҫҫӗ) пырса ҫитнӗ яшсемпе пикесене район центрӗнчи «Патвар» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пухаҫҫӗ. Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне СССР спорт маҫтӑрне Орест Маркиянова асӑнса ирттереҫҫӗ. Орест Маркиянов 1939 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑхӑн педагогика институтӗнче физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ята хӳтӗленӗ вӑл. Ирӗклӗ майпа кӗрешессипе Орест Маркиянов СССРта чӑваш спортсменӗсенчен чи малтан спорт маҫтӑрӗ ята илнӗ. Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Чӑваш Енри шкулне те вӑлах йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче республикӑра «Йӗлтӗр йӗрӗ – 2016» спорт уявӗ иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту кӑҫалхипе 34-мӗш хут пулӗ. Кӑҫал Шупашкарта ӑна аэропорт ҫумӗнче ирттерме палӑртнӑ. Унччен, аса илтерер, йӗлтӗр чупӑвне «Шупашкар: 500 ҫул» паркра ирттернӗ. Хула администрацийӗ каланӑ тӑрӑх, халӗ ӑмӑрту лапамӗнче ӗҫлеҫҫӗ, йӗлтӗр йӗрне тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех урапасем лартмашкӑн вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, унта 2 пин урапа вырнаҫмалла. Ӑмӑртура 3 ҫухрӑм чупӗҫ. Ҫавӑн пекех VIP-чупу пулӗ, 5 тата 10 ҫухрӑм парӑнтарӗҫ. Спорт уявне 11 сехет те 45 минутра уҫӗҫ. Малтан VIP-старт пулӗ. Унтан пурте чупӗҫ, кайран 5 тата 10 ҫухрӑм чупаканнисем финиша талпӑнӗҫ. Вӗҫӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Белгород облаҫӗнче йывӑр атлетика енӗпе Пӗтӗм Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртет. Пирӗн ентеш унта хӑйӗн виҫе категорийӗнче малти вырӑна йышӑннӑ. Ӑмӑрту Кивӗ Оскол хулинче иртет. Унта ҫӗнтерекенсем кӑҫал иртекен Европа чемпионатне хутшӑнӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗн 8–16-мӗшӗсенче Норвеги хулинче иртӗ. Ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗнче йывӑр атлетсем 58 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Шӑпах унта пирӗн ентеш Ирина Баймулкина ҫӗнтерме пултарнӑ. Вӑл икӗ енлӗ кӗрешӳре 208 килограмм йӑтнӑ. Вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменкӑран 10 килограмм ытларах ҫӗкленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен кунне ирттерӗ. Ӑна Раҫҫейӗпех йӗркелеҫҫӗ. Уяв нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ӑна 2014 ҫулта Сочире иртнӗ Олимп вӑййисем хыҫҫӑн ирттерме тытӑннӑ. Халӗ те уява ӑна халалласа йӗркелеҫҫӗ. 11 сехетре «Олимпийский» стадионта «Лед нашей надежды» (чӑв. Пире шанчӑк паракан пӑр) мероприяти иртӗ. Ҫав вӑхӑтрах ветерансем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртӗҫ. 10-11 сехетсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче конькипе тӳлевсӗрех ярӑнма май пулӗ. 11 сехетре уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 16 сехетре пӑр ҫинче ташӑ каҫӗ иртӗ. «Олимпийский» стадионта та ташӑ каҫӗ пулӗ. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Иртнӗ эрнекун Етӗрне райадминистрацинче районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу иртрӗ. Канашлура кулленхи ӗҫсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Стрелецки ял тӑрӑх пуҫлӑхне Александр Недопивцева ҫуралнӑ кунпа саламласа малашне те ял тӑрӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ. Канашлу хыҫҫӑн пухӑннисем «Сӑрҫум» ВХСК ирттернӗ шахмат турнирне хутшӑннӑ. Хӗрарӑм ертӳҫӗсенчен чи ӑста шахматҫӑ ята Кӑкшӑм ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Маргарита Кольцова ҫӗнсе илнӗ. 2-мӗш вырӑнта — Пушкӑрт ял тӑрӑх ертӳҫи Светлана Яковлева, 3-мӗшӗ — Мӑн Чураш ертӳҫи Любовь Соколова. Арҫынсем хушшинче 1-мӗш вырӑнта Етӗрне район администраци ертӳҫи Владимир Кузьмин, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсенче — Хучаш ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Святослав Кузьмин тата Етӗрне хулин пуҫлӑхӗ Виталий Абрамов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шевле Антип Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Михаил Васильевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |