Спорт
![]() Владислав Поляшов Яланхи пекех Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче «Ҫӑлтӑрпа пӗрле хускану тӑвар» акци иртет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре 10 сехетре пуҫланӗ. Хальхинче ҫынсем кӑҫал Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Владислав Поляшовпа хускану тӑвӗҫ. Гимнаст ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкара таврӑннӑ. Ӑна аэропортра ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, тренерсем, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 6-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗсем тата тӑванӗсем кӗтсе илнӗ. Владислав Поляшов Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ командинче резервра пулнӑ. Ӑмӑртусене хутшӑнайман пулин те вӑл Рио-де-Жанейрӑри Олимп вӑййисене кайнӑшӑн савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Рио-де-Жанейро хулинче иртекен ҫуллахи олимпиадӑра Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗн хӗрӗ ирӗклӗ майпа кӗрешессине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти Инна Тражукова 63 килограмран ҫӑмӑлрах хӗрарӑмсен категорийӗпе кӗрешӗве тухрӗ. Инна Тражукова Венгри хӗрарӑмӗпе, 33 ҫулти Марианна Шастинпа, вӑй виҫессине пӗлтернӗччӗ. Анчах ку хыпар тӗрӗсех пулмарӗ. Суйласа илмелли турта Иннӑпа Турци хӗрарӑмӗ Хафизе Шахин пулчӗ. Ӑна ҫӗнтерсе Инна чӗрӗк финала Сюй Жуй Китай хӗрарӑмӗпе кӗрешӗве тухрӗ. Ҫурма финалта Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ И. Тражукован Японири Рисако Каваи спортсменкӑпа кӗрешме тивнӗ. Анчах Рисако Каваине Инна 0:4 шутпа выляса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӗмпӗр хӗрӗ Инна Тражукова Рио-де-Жанейро хулинче ҫуллахи олимпиадӑн кунӗсем малалла пыраҫҫӗ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Инна Тражукова та хутшӑнать. Вӑл хӗрарӑмсен хушшинче 63 килограммченхи виҫепе ирӗклӗ мелпе кӗрешет. 25 ҫулти чӑваш ялӗн хӗрӗн ӑмӑртӑвне паян "Матч" телеканал 17 сехетре кӑтартмалла. Инна Тражукова Венгри хӗрарӑмӗпе, 33 ҫулти Марианна Шастинпа, вӑй виҫӗ. Иннӑн конкуренчӗ пирки опытлӑ кӗрешӳҫӗ тесе хаклаҫҫӗ. Олимп вӑййисене вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут хутшӑнать. Сакӑр ҫул каялла вӑл Пекинти кӗрешӗве пуҫласа хутшӑннӑ, кайран Лондонтинче кӗрешнӗ. Анчах нихӑшӗнче те вӑл медале тивӗҫеймен. Виҫӗ ҫул каялла вара вӑл тӗнче чемпионки ята тивӗҫнӗ-тивӗҫнех. Ун чухне вӑл 59 килограмран пӗчӗкрех виҫерисене ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Республикӑри триатлонистсем Чӑваш Ен чемпионачӗн медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн Шӑмӑршӑ районӗнче тупӑшнӑ. Унта ытти регионти спортсмӗнсем те килнӗ. «Шӑмӑршӑри дуатлон» виҫӗ ҫулта тӗнчипе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑнпа тӗнче ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, Ижевск хулинче пурӑнакан Максим Кузьмин унта килни никама та тӗлӗнтермен. Максимшӑн ку авӑн уйӑхӗнче Швейцарире иртекен ӑмӑртӑва хатӗрленнипе танах. Тупӑшу таҫти «шӑтӑкра» иртни ӑна пӗрре те шиклентермест. «Европӑра та стартсем тӗп хуласенче иртмеҫҫӗ», — тенӗ спортсмен. Вӑл «Шӑмӑршӑри дуатлонра» ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан, 9-мӗш класра ӑс пухакан Елена Миюхина та килнӗ. Спортӑн ҫак тӗсӗ уншӑн чун киленӗҫӗ. Вӑл ӑмӑртура 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Финиша чи малтан Алексей Васильев ҫитнӗ. Шӑмӑршӑ районӗн каччи Илья Хлюкин унран юлса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре вӑй-хал культурин кунне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем «Йӗрке хуралӗпе хускану тӑвасси» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хаваспах хутшӑннӑ. Ҫапла майпа пакунлисем ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнни сывлӑхшӑн усӑллӑ пулнине ӗнентересшӗн пулнӑ. Полицейскисем республикӑри ача-пӑча уйлӑхӗсене ҫитнӗ, унта шӑпӑрлансемпе пӗрле хускану тунӑ. Ачасем ку ӗҫе хаваспах пурнӑҫланӑ. Чылайӑшӗ полицейскисем тӗркелӗ пулас тесе мӗнле хусканусем тунипе кӑсӑкланнӑ. Нумайӑшӗ хӑйне хӳтӗлемелли мелсене вӗреннӗ. Ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче малашлӑхне йӗрке хуралӗпе ҫыхӑнтарма ӗмӗтленекенсем пурри пакунлисене савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре ҫуралнӑ Дарья Спиридонова Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнать. Ҫурлан 9-мӗшӗнче Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ команди кӗмӗл медаль илни пирки хыпарланӑччӗ. Ун чухне АПШ — пӗрремӗш, Китай — виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Ҫитес вӑхӑтра спортсменкӑсем харпӑр хӑй тупӑшса медальсемшӗн кӗрешӗҫ. Дарья Спиридонова унта хутшӑнӗ-и? Паллах. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 22 сехет те 14 минутра пуҫланӗ. Дарья Спиридонова брус ҫинче хӑнӑхтарусем тӑвӗ. Чӑваш Енре Дашӑшӑн ашшӗпе амӑшӗ тата тренерӗ Наталья Ильичева пӑшӑрханаҫҫӗ. Амӑшӗ хӗрӗ хӑнӑхтарусем тунӑ чухне экран умӗнче лараймасть — пӑлханнипе айккине пӑрӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Спорта юратакансем кӑна мар, унпа пачах туслӑ маррисем те ҫак кунсенче Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна май килнӗ таран сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ. Раҫҫей спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗшӗн пирӗнтен кашниех хӑпартланать пулӗ. Маттурсем хушшинче Чӑвашран тухнисем те пур. Ӗнер пирӗн ҫӗршыв гимнасчӗсенчен каччӑсем кӑна мар, хӗрсем те ушкӑнри нумай енлӗ тупӑшура кӗмӗл медале тивӗҫрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-хӗрсен хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ Дарья Спиридонова та пур. Хӑйӗн спортри пултарулӑхне пике Мускаври спорт шкулӗнче туптанӑ. Кӗмӗл медальшӗн кӗрешнӗ йышра ҫавӑн пекех — Алия Мустафина, Ангелина Мельникова, Мария Пасека тата Седа Тутхалян. Олимпиадӑна кайма тивӗҫнӗ Чӑвашри тепӗр хӗр, Улатӑрти ача-пӑча спорт шкулӗнчен тухнӑ Евгения Шелгунова, саппас ушкӑнра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем старт илеҫҫӗ. Унта кайнӑ спортсменсене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта та хӑйне евӗр Олимп вӑййисем йӗркелеме палӑртнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хавхалантарасшӑн. Ӑмӑрту пуҫланиччен унта хутшӑнма ирӗк паман спортсменсен кӑмӑлне те ҫапла ҫӗклесшӗн. Шупашкарти Олимп вӑййисене организацисемпе предприятисен командисем, ахаль ҫынсем, хула хӑнисем хутшӑнма пултарӗҫ. Унта килнисем ГТО нормативне пурнӑҫлӗҫ, тӗл перӗҫ, баскетболла, сӗтелҫи теннисла, мини-футболла вылӗҫ, чӑрмавсене парӑнтарӗҫ. Йога занятийӗсем иртӗҫ. Ун чухне пултарулӑх ушкӑнӗсем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Олимп вӑййисем ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сарӑту хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри ял спорчӗн вӑййисем иртнӗ. Спортсменсем шыв йӑтас, ӗне сумалли аппарта сӳтсе пуҫтарас тата ытти енӗпе ӑмӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан 2 пин яхӑн ҫын килнӗ. Вӗсенчен 39-шӗ — Чӑваш Енрисем. Тупӑшура спортӑн хӑйне евӗр 17 тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Чӑваш Ен ҫыннисем 11 тӗсре ӑмӑртнӑ. Олеся Игнатьева кунашкал ӑмӑртӑва виҫӗ хутчен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: вӑл яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Сарӑтури уйсемпе стадионсенче доярсемпе механизаторсем, ҫӑмӑл атлетсем те вӑй виҫнӗ. Регионсен ушкӑнӗнче Чӑваш Ен команди виҫҫӗмӗш пулнӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра вара — улттӑмӗш. Ӑмӑртӑва ҫемьепе каякансем те пулнӑ. Наталья, Сергей тата Софья Калитовсем спортсӑр хӑйсен пурнӑҫне курмаҫҫӗ. Ачисене те вӗсем спортпа туслаштараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва кайнӑ спортсменсене ЧР Спорт тата Ял хуҫалӑх министерствисем парнесемпе хавхалантарнӑ. Тепӗр кӗтмен парнепе те савӑнтарнӑ: спортсменсем Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Допинга хирӗҫ пӗтӗм тӗнчери агентствин никама пӑхӑнман комиссийӗ допинг тупса палӑртнӑ Раҫҫейри 11 футболист хушаматне ятарлӑ списока кӗртнӗ. Канада ҫынни Ричард Макларен ертсе пыракан комисси палӑртнӑ списокра Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускаври "Измайлово" футбол клубӗн вратарӗн Камела Алекссеван хушамачӗ те пур. Раҫҫейӗн юниорсен тата ҫамрӑксен пӗрлештернӗ командисен йышӗнче вылякан 19 ҫулти спортсменкӑсӑр пуҫне йышра Руслан Камболов, Павел Соломатин, Иван Князев, Сергей Евтушенко, Егор Генералов, Сергей Петров, Илья Зуев, Михаил Мищенко, Егор Никулин, Екатерина Маслак пур. Камила Алексеевӑна 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӑйӑсене хутшӑнаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |