Спорт
![]() Артем Тихонов Нумаях пулмасть тӗнче шайӗнче шашка енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Пирӗн ентешсем унтан таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа килмен вӗсем. Ӑмӑрту Болгарире ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та авӑнӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Унта 17 ҫӗршыври 260 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Шашка енӗпе Азербайджан, Беларуҫ, Болгари, Латви, Литва, Эстони, Польша, Германи, Франци, Израиль, Украина, Молдова, Румыни, Казахстан, Узбекистан, Туркменистан тата Раҫҫей спортсменӗсем вӑй виҫнӗ. Чӑваш шашисчӗсем ӑмӑртуран 5 ылтӑн медаль илсе килнӗ. 8 ҫулти Артем Тихонов черетлӗ ҫитӗнӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Даниил Леонидов та каллех маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑл ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Авӑн уйӑхӗн 14–18-мӗшӗсенче велоспорт-шоссе енӗпе Европа чемпионачӗ иртет. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн арҫынсен пӗрлештернӗ командине Чӑваш Ен спортсменӗ кӗртнӗ. Францире иртекен ӑмӑртӑва Чӑваш Ен тата Раҫҫей чысне хӳтӗлемешкӗн Павел Брутта кайӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей чемпионатӗнче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Павелсӑр пуҫне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине тепӗр 7 спортсмен кӗнӗ. Харпӑр тата ушкӑнпа кам чупассине хальлӗхе палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили чӑваш спортсменкинчен Инна Тражуковӑран иккӗмӗш хут каҫару ыйтнӑ. Хальхинче спортсменка ӑна йышӑннӑ, тавӑҫа каялла илнӗ. Аса илтерер: Мамиашвили Тражуковӑна Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль илменшӗн ҫутӑлтарса янӑ. Инна вӑл пӗрремӗш хут каҫару ыйтсан йышӑнман. Тражуковӑн тренерӗсенчен пӗри Борис Чернов спортсменка тавӑҫа каялла илнӗшӗн тӗлӗннӗ. Ара, Инна Мамиашвилие питӗ кӳреннӗ, мӗншӗн тесен лешӗ ӑна Тӑван ҫӗршыв сутӑнчӑкӗ тесе каланӑ. Инна халӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнче, Чӑваш Енре унӑн тӑванӗсем юлман. Инна Риори ӑнланманлӑх пирки калаҫасшӑн мар. Тавӑҫа каялла илнине унӑн ашшӗ те ырланӑ. Инна халӗ лайӑх канса тепӗр Олимпиадӑра медаль ҫӗнсе илме ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 2004 ҫултанпа авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Андриян Николаев космонавта халалласа велучупу иртет. Кӑҫал спортсменсем авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫула тухӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитӗҫ. Кӑҫал ҫулсене юсанӑ май спортсменсем хулара вӗлесипедпа ярӑнмӗҫ, тӳрех космонавт ҫуралнӑ яла кайӗҫ. Старт «Химик» культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла ҫитсе килмешкӗн — 40 ҫухрӑм. Ҫавӑнпа ҫак дистанцие парӑнтарма пултаракан велочупуҫӑсене старта чӗнеҫҫӗ. Кӑҫал велоколоннӑна Юрий Степановпа Павел Попов ертсе пырӗҫ. Ҫӗрпӳри Владимир Николаев унта пӗрремӗш хут хутшӑнӗ. Вӑл педале сылтӑм урипе ҫеҫ ҫавӑрӗ. Юрий Степановпа Павел Попов вара педале ятарлӑ хатӗрпе ҫавӑрӗҫ, вӗсен хенбайк пулӗ. Кӑҫал Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан 87 ҫул тултарӗччӗ. Ҫавна май тепӗр старт пулӗ. Вӗсем Шуршӑлтан Кӳкеҫе, 87 ҫухрӑмран кая мар, велосипедпа кайӗҫ, Шупашкар районӗнчи паллӑ вырӑнсемпе паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Рио-де-Жанейрӑра иртекен Паралимп вӑййисене Раҫҫей спортсменӗсем хутшӑнаймӗҫ. Ҫутҫанталӑк вӗсене ахаль те кӳрентернӗ… Ӑмӑртӑва яманни чылайӑшӗн чунне хуҫнӑ. Анчах хӑшӗ-пӗри пуҫ усман. 100 ытла паралимпиец Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитетне ыйту ҫырнӑ. Вӗсене хӑҫан пӑхса тухасси паллӑ мар-ха. Чӑваш Ен спортсменки, Лондонри Олимп вӑййисенче виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑн (халӗ — Свиридова) та медальсемшӗн кӗрешмеллеччӗ. Вӑл Риона каяс тесе комитета ҫыру ҫырман. Пӗр ача амӑшӗ кун пирки вуҫех калаҫасшӑн мар. Паралимпиецсене Рио-де-Жанейрӑна кайма ирӗк паманнине кура РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей шайӗнче тупӑшу йӗркелеме сӗннӗ. Елена Ивановӑна унта кайма сӗнсен вӑл иккӗленсе тӑмӗ — ҫула тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Мускаври Кремльте Олимп вӑййисенче малти вырӑнсене тухнӑ спортсменсене чысланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин вӗсене патшалӑх награди тата урапа панӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 100 ытла спортсмен BMW маркӑллӑ урапаллӑ пулнӑ. Вӗсен йышне пирӗн ентеш Дарья Спиридонова та кӗнӗ. Аса илтерер: 18 ҫулти Дарья Раҫҫейӗн гимнастика енӗпе пӗрлештернӗ командӑра тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илнӗ спортсменсене BMW X6 маркӑллӑ урапа парнеленӗ. Кӗмӗл медале тивӗҫнисене BMW X4 маркӑллӑ урапа лекнӗ. Пӑхӑр медальпе таврӑннисене BMW X3 маркӑллӑ урапапа чысланӑ. Кунсӑр пуҫне ылтӑн медаль илнӗ спортсменсене 4 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӗмӗл медаль илнисене — 2,7 миллион тенкӗ, пӑхӑр медальпе килнисене 1,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Инна Тражукова Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна эпир кашниех сиктермесӗр тенӗ пек пӑхма тӑрӑшрӑмӑр. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Ирҫел ялӗнче (вӑл чӑваш ялӗ шутланать) ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти Инна Тражукова 63 килограмран ҫӑмӑлрах хӗрарӑмсен категорийӗпе кӗрешӗве тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Пӑхӑр медале илейменшӗн спортсменкӑна питӗнчен Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили икӗ хутчен ҫупса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ, хӗрпе РФ министрӗ Виталий Мутков курнӑҫасшӑннине ҫырнӑччӗ. Юнкун Мамиашвили ҫак эрнери юнкунхи пресс-конференцире каҫару ыйтма хатӗррине пӗлтернӗ. Анчах ҫапса янишӗн, Раҫҫее сутакан тесе ӳпкеленишӗн тата ҫын умӗнче кӳрентернишӗн мар, Рио-де-Жанейрори хӑйӗн тыткаларашӗшӗн. Инна вара кӳренӗвӗ иртменнине пӗлтернӗ. Спортсменка «Спорт-Экспресс» кӑларӑма каланӑ тӑрӑх, ытларикун вӑл ҫӗршывӑн спорт министрӗпе Виталий Муткопа тӗл пулнӑ. Спортри пысӑк пуҫлӑх пӑтӑрмаха пӑхса тухассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нумаях пулмасть Исландире пауэрлифтинг енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш спортсменкисем унтан икӗ медальпе таврӑннӑ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Анастасия Петрова тата РФ спорт мастерӗ Екатерина Николаева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. ЧР Спорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, Анастасия Петрова 145 килограмм таякан штангӑна парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Екатерина Николаева 63 килограмм тайман виҫе категорийенче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Командӑсен пӗтӗмӗшле зачетӗнче Раҫҫей пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗшне — Швеци, виҫҫӗмӗшне Норвеги тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ спортсменкӑна Инна Тражуковӑна пӑхӑр медаль илеймешкӗн тренерӗ питӗнчен ҫапни пирки пӗлтернӗччӗ. Иннӑпа РФ спорт министрӗ Виталий Мутко хӑй курса калаҫасшӑн. Аса илтерер, спортсменкӑна Михаил Мамиашвили Рио-де-Жанейрӑра питӗнчен ҫапнӑ. Инна пӑхӑр медальшӗн кӗрешсе тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Спорт кӗрешӗвӗн федераци президенчӗ ӑна пӗтӗм вӑйран тӑрӑшманшӑн хӗненӗ-мӗн. Виталий Мутко Михаил Мамиашвилипе те курнӑҫасшӑн. Инна ҫапни пирки ытлах калаҫмасть. Ашшӗ-амӑшӗ кун пирки хыпарсенчен ҫеҫ пӗлнӗ. Спорт кӗрешӗвӗн федераци президенчӗ Иннӑна икӗ хут ҫапнӑ, виҫҫӗмӗш хут алӑ ҫӗклесен ӑна ҫынсем айккинелле сирнӗ. Ашшӗ те хӗрӗ ҫине нихҫан та алӑ ҫӗклесе курман та… Иннӑн ашш-амӑшӗ халӗ хыпар кӗтет. Пике халӑх умӗнче унран каҫару ыйтасса кӗтет, спортран кайма шухӑшламасть вӑл. Спорт министрӗпе курнӑҫсан йышӑну тӑвӗ вӑл: йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтӗ-и е ҫук-и? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раҫҫейри спортра тепӗр харкашу тухнӑ. Вӑл та Бразилире иртнӗ Олимп вӑййисемпе ҫыхӑннӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ спортсменкӑна ӑмӑрту хыҫҫӑн Раҫҫейри спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ Михаил Мамиашвили хӗненӗ. Инна Тражукова спортсменка каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна пӑхӑр медаль ҫӗнсе илейменшӗн питӗнчен ҫапнӑ. Инна 63 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Анчах вӑл, ҫамрӑкскер, Польшӑри 37 ҫулти спортсменкӑна выляса янӑ. Ҫакӑ Михаил Мамиашвилие килӗшмен. Вӑл ҫынсен умӗнчех Иннӑна питӗнчен икӗ хут ҫапнӑ. «Тражуковӑн килтех ҫапла каламалла пулнӑ: «Эпӗ сире кирлӗ самантра сутӑп, йывӑрлӑхсене, хамӑн вӑйсӑрлӑха ҫӗнмӗп, ҫавӑнпа мана пӗрлештернӗ командӑна ан кӗртӗр, — тенӗ тарӑхнӑ Мамиашвили. – Ҫапла пулса тухрӗ те: Тражуковӑна Риона ӑнсӑртран лекнӗ 37-ри сортменка ҫӗнтерчӗ». Инна Тражукова Раҫҫее таврӑнсан прокуратурӑна ыйту ҫырасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |