Спорт
![]() Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи волейболистсем Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенче вӗренекенсем республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Курчаткинӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейболла вылянӑ. Депутат ачасем умӗнче тухса каланӑ чухне спортӑн ҫак енӗ кӑсӑклӑ та нумай енлӗ вӑйӑ пулнине палӑртнӑ. Унти кӑтарту ушкӑнри кашни ҫын епле вылянинчен килет. Николай Курчаткин парламентари парнине ҫӗнсе илессишӗн ултӑ ушкӑн ӑмӑртнӑ. Вӗсем пурте вӑййа лайӑх хатӗрленнӗ. Ҫапах та Кӑнарти вӑтам шкулти ушкӑна ҫитекен пулман. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкул команди тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Опытный поселокри волейболистсем. Муниципалитетри ӑмӑртура ҫӗнтернӗ Кӑнар шкулӗнч волейболистсен ушкӑнӗ Чӑваш Республикин шкулти волейбол лигинче ӑсталӑха кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вӑрмарти йӗлтӗрҫӗсем Вӑрмар районӗнче раштавӑн 24-мӗшӗнче йӗлтӗрҫӗсем черетлӗ сезон уҫнӑ. Йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӗрлӗ ҫулхисем: районти шкулсенче вӗренекенсем, спорт ветеранӗсем, аслисем — тӑнӑ. Старта тухнисене ӑмӑртура ӑнӑҫу сунма райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ. Йӗлтӗр сырнисене пӗрисем хавхалантарнӑ вӑхӑтра теприсем Спорт ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Ҫапла, вӑрмарсем харӑсах икӗ мероприяти ирттернӗ. Йӗлтӗрҫӗсем Хисеп грамотисемшӗн тата чун киленӗҫӗшӗн тупӑшнӑ вӑхӑтрах волейболистсем те ӑмӑртӑва пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Вӑрмарти Спорт ҫуртӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн мечӗк ҫапнӑ. Хастар спортсменсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланӑ, малашне те тӑрӑшуллӑ пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Теннис ӑмӑртӑвӗ Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ Ирина Солдатова ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн раштавӑн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче теннисла выляссипе республикӑри ӑмӑрту иртнӗ. «Сӗтелҫи тенниса юратакансем пурте чӑн-чӑн парнеллӗ пулчӗҫ. Профессионал-спортсменсене те, спорт ветеранӗсене те спортпа туслӑ пулма тата сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма тепӗр май уҫӑлчӗ. Ҫӗнӗ комплексран ҫӗнӗ чемпионсемпе спорт мастерӗсем тухасса шанас килет. Чӑваш Енри сӗтелҫи теннисӑн иккӗмӗш пурнӑҫӗ пуҫланчӗ!», — хавасланнӑ ЧР Сӗтелҫи теннис федерацийӗн президенчӗ Максим Малов. Ҫӗнӗ ФСКн лапамӗ – 1500 тӑваткал метр. Унта харӑсах 64 спортсмен валли вырӑн ҫитет, кун каҫипе — 680-а яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() А.П. Убасев парнене кӑмӑлтан тӑхӑнса пӑхнӑ Чӑваш Республикин физкультурӑн тата спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне А.П. Убасева (вӑл районти Спорт ҫуртӗнче чылай ҫул тренерта ӗҫленӗ вӑхӑтра сумлӑ нумай спортсмен хатӗрленӗ) ӗнер спорт куртки парнеленӗ. Ӑна тыттараканӗсем — Елчӗк районӗнче ӗнер иртнӗ йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвне ирттерме пулӑшнӑ спонсорсем. Турнира спортӑн ҫак енне вӑл тӑрӑхра пуҫарса янӑ Николай Малькова асӑнса йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тупӑшӑва алла яхӑн спортсмен пырса ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Елчӗк ҫӗрӗ ҫинчи йывӑр атлетика спорчӗн федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, ӑмӑртӑвӑн ертӳҫи Р.Н. Григорьев, СССР спорт маҫтӑрӗ Б.Д. Клементьев хутшӑннӑ. Спортсмен-каччӑсем 34, 38, 42, 46, 50, 56, 62, 69 килогамчченхи тата 69 килограмран йывӑртарах, хӗрсем 48 килограмчченхи тата унран йывӑртарах виҫесенче ӑмӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта паян авиацин генерал-лейтенанчӗн, Раҫҫей Геройӗн Николай Гавриловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Ҫулсерен иртекен тупӑшӑва, ӑна ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче йӗркеленӗ, ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнчи тата Чӑваш Енӗн хулисемпе районӗсенчи спортсменсем пырса ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакан 100-е яхӑн спортсмен 8 комплект медальшӗн вӑй виҫӗ. Хӑйсен йывӑрӑшне кура вӗсене 57, 61, 65, 70, 74, 86,97, 125 килограмчченхисем ҫине уйӑрнӑ. Паян, ирхи 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен, малтанхи тата йӑпатмӑш ӑмӑртусем иртнӗ. Ыран ирхине, 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, бронза медале выляттарӗҫ. Турнира савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 13 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн ылтӑн медальшӗн кӗрешӗве тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнчи спринтра тивӗҫнӗ ылтӑн медальпе Биатлон енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова икккӗмӗш хут пьедестал ҫине хӑпарӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла, финиша вӑл виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Пӗлтерер, ҫак самантра биатлонистсем пасьютра (хӑваласа ҫитмелле) 10 километра тупӑшаҫҫӗ. Старта пӗрремӗш тӑнӑ Татьяна Акимова выртса пенӗ чухне пӗрремӗш ҫаврӑмра мишене пӗр хутчен лектереймерӗ. Кайран вӑл кашнинчех тӗл пеме пултарчӗ. Татьяна Акимова финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ. Пӗрремӗш вырӑна хрантсус спортсменки Анаис Шевалье (пенӗ чухне вӑл пӗр хутчен йӑнӑшрӗ) тухрӗ, иккӗмӗшне — Итали биатлонистки Доротея Вирер. Пирӗн Татьяна Акимована Америка спортсменки Сьюзен Данкли хӑваласа ҫитет пуль тесе шикленни тӳрре килмерӗ. Ӗнерхи спринтра Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗнче пуҫласа ылтӑн медале тивӗҫрӗ. |
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка пирӗн ентеш иккенне республикӑра пӗлмен ҫын ҫук тесен те тӗрӗс пулать пуль. Ҫак енӗпе Тӗнче кубокӗнче тупӑшакансем хушшинче Раҫҫей биатлонисткисем ӑмӑртнине пӗрре мар хумханса тинкернӗ спорта юратакансем. Паян вара чехсен Нове-Место хулинчен савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: ҫак Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш этапӗнче Татьяна ылтӑн медале тивӗҫнӗ! Каламасӑрах паллӑ, ку питӗ пысӑк ҫитӗнӳ! 7,5 км тӑршшӗ дистанцие спортсменка пӗтӗм мишеньсене тӗл лектерсе 21 минут та 1,8 ҫеккунт хушшинче тухма пултарнӑ. Уншӑн ҫак ылтӑн медаль — Тӗнче кубокӗнчи пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳ. Иккӗмӗш вырӑнта — Франци спортсменки Анаис Шевалье (2,4 ҫеккунт кая юлнӑ; 0), виҫӗмӗшӗ — Сьюзен Данкли американка (+3,2; 0). Раҫҫей ушкӑнне кӗрекен ытти хӗрсем: Ольга Подчуфарова (+1.18,9; 1) 31-мӗш вырӑнта, Анастасия Загоруйко (+1.19,3; 1) — 32-мӗш, Светлана Слепцова (2.00,6; 3) — 47-мӗш, Екатерина Глазырина (1.38,3; 2) — 63-мӗш. Малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр сана, ентешӗмӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен «Шелковый путь – 2017» (чӑв. Пурҫӑн ҫулӗ—2017) пӗтӗм тӗнчери раллине хатӗрленет. Вӑл утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Мускав – Астана (Казахстан) – Сиань (Китай) маршрутпа иртмелле. Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче паян ку ыйтупа канашлу иртнӗ Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене ирттерекен дирекцин, влаҫ органӗсен тата йӗрке хуралҫисем пуҫтарӑннӑ. 2009 ҫултанпа йӗркелекен ралли ун чухне Раҫҫей, Казахстан тата Туркменистан урлӑ выртнӑ. Кӑҫал пуҫласа вӑл Китая ҫитмелле. Ҫапла ралли пӗр маршрутпа мӗнпур Евразие пӗрлештерӗ. Вӑл Шупашкар урлӑ та кайӗ. Автомобильсем пирӗн патра ҫӗр каҫма чарӑнӗҫ. Аэропорт патӗнче вӗсем валли палаткӑсенчен вӑхӑтлӑх уйлӑх (бивуак) хатӗрлӗҫ. |
Спорт
![]() Ҫӗнӗ Мӑратри шкулти ӑмӑртӑва хутшӑннисем Комсмольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче Раҫҫей паттӑрӗсене, вӑрҫӑра пуҫ хунисене чысласа волейбол турнирӗ иртнӗ. Шкул директорӗ Альберт Борисов спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ май тӑван ҫӗшыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне шеллемен паттӑрсене аса илнӗ. Шкул каччисем — ҫамрӑк гвардеецсемпе активистсем — ялти палӑк умне асӑнса гирлянда хучӗҫ. Турнирта 4 ушкӑн вӑй виҫнӗ: хӗрсен тата каччӑсен, вӗрентекенсен тата ачасен ашшӗ-амӑшӗсен. Тупӑшура чи вӑйлисем каччӑсем пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна хӗрсен ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗрентекенсем те ачасенчен кая юлман, 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Турнир вӗҫленсен шкул директорӗ хастарлӑхшӑн пурне те тав тунӑ, парнесемпе тата грамотӑсемпе чысланӑ, малашне те автилӑ пулма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Пирӗн ентешӗмӗр, чӑваш биатлон шкулӗн воспитанници Татьяна Акимова асӑннӑ спорт енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тупхӑрне те хутшӑнӗ. Виҫҫӗмӗш тапхӑр Чех Республикинче раштав уйӑхӗн 15–18-мӗшӗсенче иртмелле. Хӗрарӑмсенчен унта пирӗн ентешӗмӗрсӗр пуҫне Ольга Подчуфарова, Екатерина Глазырина, Анастасия Загоруйко, Светлана Слепцова хутшӑнмалла. Арҫынсенчен Раҫҫейӗн тренер йышӗ Антон Шипулина, Антон Бабикова, Максим Цветкова, Матвей Елисеева, Евгений Гараничева тата Дмитрий Малышкӑна кӗртнӗ. Хальлӗхе чи пысӑк очколлисем — 288 баллӑ Мартен Фуркад хрантсус тата 277 очколлӑ Лаура Дальмайер нимӗҫ. Раҫҫей спортсменӗсенчен очко шучӗпе Антон Шипулин — 173 балпа виҫҫӗмӗш вырӑнта, 86 очколлӑ Екатерина Глазырина — 24-мӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |