Спорт
![]() Паян Австрири Штубайра фристайл енӗпе квалификаци ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Ӑна Фристайл енӗпе иртекен тӗнче кубокӗн 2-мӗш тапхӑрӗ май йӗркеленӗ. 13 сехетри ӑмӑртӑва хӗрарӑмсем слоупстайл дисциплинче хутшӑннӑ. Старта Раҫҫейри икӗ спортсмен: Мускаври Анастасия Таталина тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Лана Прусакова — тухнӑ. Ҫуркунне Чӑваш халӑх сайчӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче слоуп-стайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ вӗҫленнине, пирӗн ентеш унта лайӑх кӑтартупа палӑрнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |