Спорт
![]() Ҫак кунсенче Сургут хулинче ҫамрӑксем хушшинче, 1994–1997 ҫулсенче ҫуралнисен йышӗнче, кире пуканне йӑтас енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тӳрех палӑртар: пирӗн спортсменсем унта виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 26 регионти 180 яхӑн спортсмен ҫитнӗ. Чӑваш Ен чысне ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Борис Глинкин патӗнче ӑсталӑхне туптакан тӑватӑ спортсмен хӳтӗленӗ. 68 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Александрова Анастасия 123 хут ҫӗклесе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Павлов Александрпа Иванов Алексей та кире пуканне пуринчен ытларах йӑтса малти вырӑна йышӑннӑ. Малинников Евгений икӗ енлӗ кӗрешӳре 100 очко пухнӑ, РФ спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова Ханты-Мансире биатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Унта Чӑваш Енри виҫӗ спортсмен хутшӑнать. Атӑлҫи федераци округӗн пӗрлештернӗ командине Татьяна Акимова, Светлана Бочкарева, Валентина Телицина тата Ульяна Кайшева кӗме пултарнӑ. Чӑваш спортсменки Татьяна Акимова эстафета чупӑвне хутшӑнса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Эстафетӑна 15 команда хутшӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗн пӗрлештернӗ команди чи маттурри пулнӑ, финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Кӗмӗл медале Новосибирск облаҫӗнчи спортсменсем йышӑннӑ. Тӗмен облаҫӗн команди вара виҫҫӗмӗш пулнӑ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Енри биатлон шкулӗнче вӗренекен Павел Магазеев, Вячеслав Акимов тата Евгений Петров та хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнче Бокс енӗпе республикӑри XIX уҫӑ турнир иртнӗ. Унта хутшӑннисем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисемшӗн пӗрне-пӗри чышкӑланӑ. Турнира Чӑваш Енри тата Чулхула облаҫӗнчи 110 ҫамрӑк боксер пырса ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ районӗсем вара хӑйсен ачисем маттур пулнине хӑпартланса пӗлтереҫҫӗ. Унти «Асамат» ача-пӑчан спорт шкулне (тренерӗ — Н.В.Ремеслов) ҫӳрекенсем Элӗк рингӗнче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен Александр Иванов, Сергей Чернов, Артём Федоров, Валерий Рыжов тата хулари 2-мӗш вӑтам шкулти Алишер Александров ҫӗнтернӗ. Кӗмӗл призерсем — 2-мӗш вӑтам шкулти Максим Петров, Кирилл Казаков и Максим Максимов, унти Максим Борисов бронзӑна тивӗҫнӗ. |
Спорт
![]() Шупашкарти «Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче шашка уйрӑмӗнче ӑсталӑхне туптакан Артем Тихонов Раҫҫейри чи вӑйлӑ шашистсен йышне кӗнӗ. Вӑл ҫак кунсенче Ярославль облаҫӗнче иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ. Артем Тихонов 8 ҫул тултарман ачасен йышӗнче тупӑшнӑ. 7 ҫулти арҫын ача икӗ ушкӑнра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, Артемӑн пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар ку. Вӑл — Раҫҫей, Европа тата тӗнче ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫипе призерӗ. Пӗлтӗр Артем Раҫҫейре шашка енӗпе иртнӗ тупӑшӑвӑн ҫӗнтерӳҫисен йышне кӗнӗ. Даниил Леонидова та палӑртмалла. Ҫак шкултах ӑсталӑхне туптаканскер пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вара Раҫҫей шайӗнче каллех ӑмӑрту иртмелле. Унта Шупашкар чысне 12-ри Анастасия Павлова хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче спорт комплексӗ хута яма тытӑннӑ. Унта ачасем сӗтелҫи теннисӗпе тата ухӑран перессипе ӑсталӑхне туптӗҫ. Комплекса тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Унта спортзал, тренажер центрӗ, хывӑнмалли пӳлӗм, администраци пӳлӗмӗсем пулмалла. Спорт комплексне хута ямашкӑн 90 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Объекта ҫу уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Тренировкӑсем ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫланмалла. Хальхи йышши технологисемпе усӑ курни спорт комплексне темиҫе уйӑхрах туса пӗтерме май парать. Ӑна Республика кунӗччен уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Шупашкар-Арена» Пӑр кӗрменӗнче сывлӑх кунне ирттернӗ. Унта пушарнӑйсем коньки ҫине тӑнӑ. Пӑр керменӗнче хоккей клубӗн хоккеисчӗсем ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Вӗсем клюшкӑпа тата шайбӑпа мӗнле вылямаллине вӗрентнӗ. РФ МЧСӗн «Служу Отечеству» вокалпа инструмент ансамблӗ юрланӑ. Ачасем валли хаваслӑ вӑйӑсем ирттернӗ. Шӑпӑрлансем пысӑк пуканесемпе сӑн ӳкерӗннӗ. Пӑр керменне ҫитнисене пушарнӑйсем кӗтмен парнепе савӑнтарнӑ. Катока тӳлевсӗр кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑҫал «Урожай» спорт обществин кубокне ҫӗнсе илессишӗн 14 команда тупӑшнӑ. Матчсем пӗр уйӑх иртнӗ: Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче. Пӗтӗмлетӳ вӑййи «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче иртнӗ. Етӗрнесене Шупашкар районӗ ҫӗнтернӗ. Йӗпреҫсем вара каҫалсене хыҫа хӑварнӑ. Унтан Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсем тӗл пулнӑ. Йӗпреҫсем етӗрнесене 5:2 шутпа ҫӗнтернӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн тупӑшса Комсомольски районӗ Шупашкар районне ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова Хальхи вӑхӑтра Ханты-Мансийскра биатлонистсен тӗнче чемпионачӗн тӑххӑрмӗш тапхӑрӗнче иртет. Халӗ кӑна хӗрарӑм спортсменсем спринт енӗпе тупӑшрӗҫ. 7,5 километра пӗрре выртса, тепре тӑрса персе ҫӗнмелли инҫӗше Раҫҫей командинчен ҫиччӗн старта тӑчӗҫ, ҫав шутра Чӑваш Енри биатлон шкулӗн воспитанникӗ Татьяна Акимова та пулчӗ. Пирӗн биатлонисткӑсем ҫӗнтерӳҫсӗсен пьедесталӗ ҫине хальхинче те (Норвегире иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей спортсменӗсем пӗр медаль те ҫӗнсе илейменчччӗ) лекеймерӗҫ. Ҫапах та хальхинче пирӗн ҫӗршыври хӗрарӑм-спринтерсенчен ентешӗмӗр чи лайӑх кӑтартупа финиша тухрӗ. Вӑл пенӗ чухне йӑнӑшмарӗ. Ҫӗнтерӳҫӗрен, Финляндири Кайса Мякяряйненран, 45,7 ҫеккунт юлса 12-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Раҫҫейӗн ытти биатлонисткисенчен Анастасия Загоруйко — 18-мӗш (старта +1.00,7 минут кая юлса ҫитрӗ, перессипе 1 йӑнӑшрӗ); Дарья Виролайнен — 20-мӗш (+1.07,0 (1); Екатерина Юрлова — 32-мӗш (+1.35,5 (2); Екатерина Шумилова — 35-мӗш (+1.39,0 (1); Анна Щербинина — 62-мӗш (+2.37,3 (2); Светлана Слепцова — 67-мӗш (+2.56,2 (2). Чехири чиперкке Габриэла Соукалова та перессипе пӗртте йӑнӑшмарӗ, анчах финиша пӗрремӗш тухма ӑна 3,1 ҫеккунт ҫитеймерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти ҫамрӑк пушарнӑй шывра ишессипе иртнӗ тӗнчен хӗллехи чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Ӑмӑртӑва 42 ҫӗршыври 1200 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Тӗменре иртнӗ XX чемпионат нумаях пулмасть вӗҫленнӗ. Кунашкал ӑмӑрту Раҫҫейре пӗрремӗш хут иртнӗ. Чемпионата Шупашкарти Андрей Гориянов хутшӑннӑ. Раҫҫей МЧСӗсен пухмачӗ икӗ ылтӑн медальпе пуянланнӑ: вӗсем 100 тата 200 метра ишсе мала тухнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем 50 метрлӑ дистанцире иккӗмӗш пулнӑ. 25 метрлӑ дистанцире Чӑвашри Андрей Гориянов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Эстафетӑна хутшӑнса вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Андрей — 26 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен «РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки РФ спорт министрӗ Виталий Мутко хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинчен ҫав йыша Александр Новиков ҫӑмӑл атлет, Ришат Нигматуллин самбист кӗнӗ. Ҫавӑн пекех ку ята Павел Вязовпа Дмитрий Ефимов триатлонистсем тивӗҫнӗ. Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен сумлӑ ята илнӗ. Вӗсем «Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |