Спорт
![]() Алексей Свеклов сӑнӳкерчӗкӗ Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Спартак» стадионта «Чемпионсен кубокӗ» пӗтӗм тӗнчери профессионал турнир иртнӗ. Турнирта 8 профессионал тытӑҫу пулнӑ. Вӗсенчен пӗринче Европа чемпионӗн титулне илессишӗн кӗрешнӗ. Мускаври, Чулхулари, Хусанти, Чӗмпӗрти тата ытти хулари спортсменсен хушшинче панкратионран пуҫласа кикбоксинг таран вӑй виҫнӗ. Чи лайӑх кикбоксер ятне илессишӗн РФ спорт мастерӗ, Раҫҫейӗн икӗ хут чемпионӗ, Тӗнче кубокне ҫӗнсе илнӗ Артур Шишокин (Шупашкар) тата Узбекистан чемпионӗ Нуридин Джамалов кӗрешнӗ. Шупашкар каччи Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Турнира РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнчен темиҫе хут чемпионӗ Сергей Харитонов килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Бразилири Рио-де-Жанейрора юниорсен хушшинче грек-рим тата ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш те ӑмӑртнине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Чӑваш спортсменки Бразилирен ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ. Мария Кузнецова 59 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл Румыни чысне хӳтелекен Кристина Инцезу спортменкӑна ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫапла майпа пирӗн ентеш пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ку виҫере Швеци спортсменки Элин Нильссон ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Кӗмӗл медале Япони спортсменки Йошими Каяма илнӗ. Ӑмӑртура Раҫҫей спортсменкисем — Надежда Саражкова тата Ксения Незговорова — пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сӗнтӗрвӑрринче ӑмӑрту иртнӗ. Унта спортсменсем Атӑл урлӑ ишсе каҫнӑ. Тупӑшӑва 12–63 ҫулсенчи ҫынсем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 ҫын. ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑва СССР космонавт летчикне Андриян Николаева тата Вӑй-хал культурин кунне халалланӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 1650 метр ишмелле пулнӑ. Чи малтан финиша 14 ҫулти Алина Григорьева тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи Евгений Малайкин ҫитнӗ. 63 ҫулти Ольга Деревянных кунашкал ӑмӑртӑва пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Атӑл урлӑ пурте ишсе каҫнӑ. Ҫак дистанцие спортсменсенчен хӑшӗ-пӗри 20 минутрах парӑнтарнӑ. Теприсем вара 1 сехет ишнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн аквабайкпа, кимӗпе тата парӑслӑ кимӗсемпе спорт фестивалӗ иртӗ. Ку — республикӑра пӗрремӗш хут. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Шупашкарти кӳлмек акваторийӗнче иртӗ. Ҫакна хула ҫыннисемпе хӑнисем валли администраци хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва ҫурлан 15-мӗшӗнче 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унта яхтӑсемлӗ спортсменсем ҫеҫ вӑй виҫме пултарӗҫ. «Аҫтаха» кимӗсемпе ӑмӑрту тата аквабайк-шоу ҫурлан 16-мӗшӗнче иртӗ. Ирхи 10 сехетре «Аҫтаха» кимӗсемпе уҫӑ ӑмӑрту пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансем 200 метрлӑ дистанцие парӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта спортсменсем Пекинра иртекен тӗнче чемпионатне каймашкӑн путевкӑсем ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш спортсменӗсенчен кам кайӗ-ха Пекина? Малтанах каласан, ку чемпионат юлашки темиҫе ҫулта Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командишӗн чи ӑнӑҫли пулнӑ. Пирӗн ентешсем чемпионатра пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ылтӑн медаль. Команда зачечӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди турнир таблицинче — иккӗмӗш. Пӗрремӗшӗнче — мускавсем. Пекина каймашкӑн тӑватӑ чӑваш спортсменӗ тивӗҫ пулнӑ. Алина Прокопьева марафонка, шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидорова, сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик тата хӑвӑрт утакан Александр Яргунькин Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе Пекинри тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ. Яргунькин Раҫҫей командинче пӗртен пӗр хӑвӑрт утакан пулӗ. Аса илтерер: Пекинра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ ҫурлан 22–30-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вӑй-хал культурин кунне халалласа Шупашкарти тӗп пляжра икӗ кун волейболла вылӗҫ. Пляж волейболӗ енӗпе иртекен турнир уҫӑ мелпе иртӗ. Турнир ҫурла уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче иртӗ. Ку шӑпах канмалли кунсене лекет. Эппин, шупашкарсем кану кунӗсене сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ. Регистраци шӑматкун 12 сехетре пуҫланать. Пӗрремӗш кун квалификациллӗ вӑйӑсем иртӗҫ, унпа килӗшӳллӗн ушкӑнсене йӗркелӗҫ. Вырсарникун, ҫурлан 9-мӗшӗнче, икӗ ушкӑн хушшинче ӑмӑрту пуҫланать. Тупӑшӑва ҫынсене тӑраниччен волейболла выляма май туса парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Пӗлмешкӗн: пляж волейболӗнче иккӗне иккӗн выляҫҫӗ. Турнир йӗркелӳҫи Оксана Смагина каланӑ тӑрӑх, вӑй-хал культурин кунне ҫулталӑкри чи савӑнӑҫлӑ кун тӑвасшӑн. Турнир пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-919-665-44-85 телефонпа шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова Шупашкарта иртекен Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ пулин те кӑмӑллах юлман. Анжелика Сидорова 4.50 метра шӑчӑпа пӗр хут сиксех парӑнтарнӑ. Мускав тата Брянск облаҫне хӳтӗлекен Татьяна Швыдкина, Мускав тата Белгород облаҫне хӳтӗлекен Ольга Муллина 4.35 метра ҫеҫ парӑнтарнӑ. Вӗсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Вӗсем хыҫҫӑн Анжелика Сидоровӑн пысӑкрах ҫӳллӗшне сикме те тивмен. Анжеликӑна тупӑшма тивменни кӑмӑлне хуҫнӑ та. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах 4.50 метртан сикме пуҫлать. Вӑл чемпионатра 4.70 метра та пулин сикме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Антон Шоки тунӑ сӑн Шупашкарта Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Шел те, унта ҫӳллӗшне сикес енӗпе тӗнче чемпионки Светлана Школина аманнӑ. Светлана Школина малтан 1,84 метр сикнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл суранланнӑ та. Спортсменкӑна стадионтан йӑтса тухса пульницӑна ӑсатнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменка самаях аманнӑ. Ҫакна пулах вӑл Пекинра иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнаймӗ. Аса илтерер: вӑл унта ҫурла уйӑхӗн 22–30-мӗшӗсенче иртӗ. Чемпионатра Олимп чемпионки Анна Чичерова чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, ку тӗнче чемпионатне хутшӑнма май парать. Иккӗмӗш вырӑна Мария Кучина тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Кристина Королева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӗҫех Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ. Вӑл спортсменсене тӗнче чемпионатне суйламалли тапхӑр пулӗ. Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 3–5-мӗшӗсенче иртекен чемпионатра спортсменсем наградӑсен 38 комплекчӗшӗн тупӑшӗҫ. Унта тӗнчери вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетҫӑсем Екатерина Конева, Мария Кучина, Светлана Школина, Даниил Цыплаков, Денис Кудрявцев, Анжелика Сидорова килӗҫ. Ҫавӑн пекех унта Олимп чемпионӗсем Иван Ухов тата Анна Чичерикова хутшӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне ют ҫӗршыв спортсменӗсем те ҫитӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Пекинра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне кайӗҫ. ЧР Спорт министерстви чемпионат курма ҫынсене тӳлевсӗр кӗртессине пӗлтерет. Хальхинче куракансем валли те кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Вӗсем ҫӑмӑл атлетикӑн тӗрлӗ дисциплининче тупӑшма пултарӗҫ. Чи маттуррисене чемпионат партнерӗсем парнесемпе хавхалантарӗҫ. Куракансем паллӑ спортсменсенчен автограф та илме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Канмалли кунсенче Лондонра «Кевер лиги» ҫӑмӑл атлетика серийӗн вунпӗрмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейрен пӗр ҫын ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Енрен. Лондонра Раҫҫей чысне пирӗн ентеш Анжелика Сидорова хӳтӗленӗ. Анжелика пӗр эрнере хӑйӗн рекордне икӗ хут ҫӗнетме пултарнӑ. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Лондонра чӑваш спортсменки 4.79 метр ҫӳллӗшне иккӗмӗш хутӗнчен илме пултарнӑ. Ку пӗлтӗрхи кӑтартуран виҫӗ сантиметр ҫӳллӗрех. Апла пулин те Лондонра пӗрремӗш вырӑна Грецири Николета Кириакопули тухма пултарнӑ. Вӑл 4.79 метр ҫӳллӗшне пӗрре сиксех ҫӗннӗ. Анжелика Сидорова вара иккӗмӗш пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Греци спортсменки Катерина Стефаниди тухнӑ. Ҫурлан 3-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Анжеликӑн та унта хутшӑнмалла пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |