Спорт
![]() Чӑваш Енре Олимп тата Паралимп вӑййисене хутшӑнма пултаракан кандидатсене уйӑхсерен стипенди тӳлеме тытӑннӑ. Хушӑва кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн стипендие кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӳлӗҫ. Раҫҫей командин тӗп йышне кӗнисем, 15 спортсмен, уйӑхсерен 30-шер пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Резерв йышне кӗнӗ 10 спортсмена 15-шер пин тенкӗ тӳлӗҫ. Паралимп вӑййисен кандидачӗсене те ҫавӑн чухлех стипенди параҫҫӗ. Тӗп йыша Олимп вӑййисен пӑхӑр призерӗсем Ирина Калентьева маунтинбайкистка тата Татьяна Архипова марафонистка, тӗрлӗ ҫулсенче Олимпиадӑна хутшӑннӑ Елена Наговицына тата Наталья Гольц кӗнӗ. Лондонра иртнӗ Паралимп вӑййисен виҫӗ хут чемпионки Елена Свиридова та (хӗр чухнехи хушамачӗ - Иванова) уйӑхсерен 30 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Аса илтерер: Олимп тата Паралимп вӑййисем 2016 ҫулта Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Мероприятийӗ ку маларахах иртнӗ те, ҫапах та пӗлтересех терӗмӗр. Пултаруллӑ ҫын пур енчен те маттур иккен. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем волейбол выляссипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Мечӗк хыҫҫӑн хӑвалама сцена ӑстисем ахальтен тухман. Иртнӗ уйӑхра вӗсем республикӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсем хушшинче йӗркеленӗ II физкультурӑпа спорт спартакиадине хастар хутшӑннӑ. Финала малтанхи тапхӑрти 6 вӑйлӑ ушкӑн тухнӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайлаттарса выляттарнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Хальхи историн патшалӑх архивӗн тата Чӑваш Наци вулавӑшӗн ушкӑнӗсене пӗр пек: 2:0 — шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна ку ушкӑнра вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫӗнсе илнӗ. Тепӗр командӑна пайланса вылякансем те ҫӗнтерӳшӗн хытах тупӑшнӑ. Ара, финала кам тухассине ҫав вӑйӑ кӑтартса панӑ-ҫке. Ҫапла вара Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе финала тухнӑ. Кунта чӑваш драма театрӗн артисчӗсем оперӑпа балет артисчӗсенчен маттуртарах пулнӑ. Бронза медале Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тивӗҫнӗ. Воллейбол вӑййипех лӑпланмӗҫ-ха культура ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ятарлӑ ҫӑматӑ Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2015» иртет. Халӗ мероприятие хӗрсе хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Сочири Олимп вӑййисем уҫӑлнӑранпа 1 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун 48 пин ҫын йӗлтӗр ҫине тӑма палӑртать. Шупашкарта ӑмӑрту «Шупашкар: 500 ҫул» паркра иртӗ. Хулара унта 2 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн нумайрах ҫынна илӗртес тӗллевпе Канашра «Йӗлтӗр йӗрӗ» логотиппа усӑ курса ҫӑматӑсем хатӗрленӗ. Вӗсем йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене лекӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Раҫҫейре Хӗллехи спорт енӗсен кунӗ иртмелле. Ҫав куна ҫулталӑк каялла Сочире уҫӑлнӑ Хӗллехи Олимп вӑййисен кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Пирӗн республикӑра ҫав кун тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ. Халӑх чи йышлӑ хутшӑнаканнисен шутне «Пирӗн шанчӑкӑн пӑрӗ» тӑркӑч (коньки) спорчӗ пулӗ. Ӑмӑртӑва шуҫ тупанпа профессилле майпа ярӑнакансем те, ун ҫине хутран-ситрен тӑракансем те хутшӑнаяҫҫӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта иртмелле. Ҫӗнӗ Лапсарти йӗлтӗр базинче вара арҫынсемпе хӗрарӑмсем 5 тата 10 километра тупӑшӗҫ. Шупашкарти «Олимп» стадионта спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Унта фигуристсем, шуҫ тупанпа ярӑнакансем, хоккеистсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Уяв пӑр ҫинчи каҫхи ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре фитнес-аэробика енӗпе республика чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ ларту-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев тренерсемпе ашшӗ-амӑшне тав тунӑ. Спортӑн ҫак енӗ хуласенче кӑна мар, ялсенче те аталаннине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Хӑйсен ӳт-пӗвӗпе хуҫаланакан ҫамрӑк ӑстасен пултарулӑхне палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ку спортпа аппаланас тесен, Элтепер шучӗпе, хӑюлӑх, ҫирӗп вӑй-хал кирлӗ. «Пирӗн спортсменсем ҫнтернишӗн эпир савӑнатпӑр. вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн хӗрсемпе каччӑсем пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнччӑр тесе влаҫ органӗсем енчен мӗн кирлине йӑлт тӑватпӑр», — ӗнентернӗ Михаил Васильевич. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ спорт комплексӗсем, спорт керменӗсем уҫма шантарнӑ. Фитнес-аэробика енӗпе чемпионатпа первенство кӑҫалхипе республикӑра саккӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 8 ҫултан пуҫласа аслӑраххисем таранах тӗрлӗ енпе: аэробика, степ-аэробика, хип-хоп-аэробика – ӑмӑртнӑ. Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра республикӑри спорт шкулӗсенче фитнес-аэробики енӗпе 4 уйрӑм уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи спорт комплексне малашне шкул ачисем кӑна мар, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Бассейн, каток, спорт залӗсем ҫӗнӗ расписанипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ватӑсем пушӑ вӑхӑта унта ирттереҫҫӗ. Ав Николай Алексеев кашни ир хускану тӑвать. Вӑл, спорт мастерӗн кандидачӗ, ыттисене тӗслӗх кӑтартасшӑн. Николай Алексеевӑн шухӑшӗпе, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем спорт комплексне тӳлевсӗр ҫӳреме тивӗҫ. Эрнере виҫӗ кун пенсионерсемпе тренер заняти ирттерет. Халӗ кунсерен сывлӑха ҫирӗплетекенсен йышӗ нумайланать. Пенсионерсен клубӗ виҫӗ ҫулта район тата республика шайӗнче иртнӗ спартакиадӑсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Вӑйӑра Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Выл» территорийӗнче районта кашни ҫул иртекен пӑр уявӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Татьяна Леонтьева тата Етӗрне район депутачӗ Петр Столяров саламланӑ. Командӑсем пӑр ҫинче мечӗкпе хоккей вылянӑ, анчах урана тӑркӑч (коньки) мар — ҫӑматӑ тӑхӑнса. Чемпионатра район администраци команди, Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тата районти ял хуҫалӑх ертӳҫисен командисем ӑмӑртнӑ. Хӗрӳллӗ тупӑшура ҫӗнтерӳҫӗ ята Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Етӗрне администрацин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Семенов «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Сергей Бобылев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин «Чи лайӑх тапӑнакан» ята тивӗҫнӗ. Владимир Николаевич пӗтӗмпе ултӑ мечӗк ҫапса кӗртме пултарнӑ. Юлашкинчен район администраци пуҫлӑхӗ ҫӗнтерӳҫӗ командӑна кубок парса чысланӑ. Сӑнсем (150) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсем вӑхӑтӗнче тӗрлӗ спорт мероприятийӗ ирттерчӗҫ. Элӗк районӗнчи хаҫатҫӑсем те вӑл вӑхӑтра калем пӑрахса алла спорт хатӗрӗсем ярса илнӗ. Вӗсем вырӑнти «Хӗлхем» спорт шкулне пуҫтарӑнса Сывлӑх кунӗ ирттернӗ. «Ҫынсем спортпа тусли пирки ҫырса кӑтартни кӑна ҫителӗксӗр, хамӑр та сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслашар, вӑй-хал тапса тӑнине туйса илер терӗмӗр», — ҫапларах шухӑш тытнӑскерсем спорт тумтирне кӑмӑлтан тӑхӑннӑ. «Кун сая ятӑмӑр текен пулман. Пурте кӑмӑллӑ юлтӑмӑр», — ӗнентереҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паллӑ ҫынсене асӑнса тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ ирттересси унта та кунта йӑлана кӗнӗ. Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче ӗнер унти 3-мӗш шкулта вӗрентекенте ӗҫленӗ Виталий Асланина асӑнса арҫынсен командисем волейболла вылянӑ. Ӑмӑртӑва районти тӳре-шарапа пӗрлех Асланинӑн арӑмӗ Зинаида Владимировна тата вӗсен ывӑлӗ хутшӑннӑ. Пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ пулин те Виталий Степанович ырӑ ят хӑварнӑ. Ҫакна ӑмӑртӑва пырса ҫитнисем ҫирӗплетсе панӑ. Асланинсен ҫемье тусӗ Михаил Ковальский хӑйӗн тусне асӑнса юрӑ та юрланӑ. Турнира 7 ушкӑн: «Барсы», Куславккари 3-мӗш шкул, «Карамӑш», «Энтри Пасар», Куславккари шалти ӗҫсен пайӗ, «Шик» тата «Вӑта Энӗш» — хутшӑннӑ. Вӗсенчен Куславккари «Шик» ушкӑна ҫитекен ҫапах та пулман. Иккӗмӗш вырӑна энтри пасарсем тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — «Вӑтам Энӗш» ушкӑн. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() gov.cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти «Шупашкар: 500 ҫул» паркра шкул ачисем хушшинче йӗлтӗрпе хӑваласа чупас енӗпе «Йӗлтӗр хули» массӑллӑ спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва Шупашкарти 26 шкулти 300 ытла ача ҫитнӗ. Ҫак кун сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем чи лайӑх йӗлтӗрҫӗ ятне илессишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑрту хӗрӳ иртнӗ. Йӗлтӗр йӗрӗ «Шупашкар: 500 ҫул» паркран пуҫласа кӳлмек таранах выртнӑ. Ҫамрӑк спортсменсене йывӑрлӑхсем кӗтнӗ: тӑвайккине хӑпарасси, чӑнкӑ тӑвайккинчен анасси… Кашниех хӑйӗн вӑйне тӗрӗсленӗ, ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑ, уҫӑ сывлӑшпа тата илемлӗ тавралӑхпа киленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |