Спорт
![]() Женевӑра хӑлха илтменнисен тата япӑх илтнисен хушшинче Европа чемпионачӗ иртнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул-интернатра вӗреннӗ Оля Дорминдотова та кӗнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди бадминтонра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Женевӑна Европӑри 16 ҫӗршывран — Австрирен, Болгарирен, Данирен, Францирен, Аслӑ Британирен, Германирен, Литваран, Македонирен, Норвегирен, Раҫҫейрен, Швецирен, Словакирен, Швецирен, Турцирен, Украинӑран, Швейцарирен — килнӗ. Раҫҫей спортсменкисем малта пынӑ. Алена Соболевӑпа Ольга Дормидонтовӑпа Анастасия Седовӑна тата Ӗпхӳри Карина Хакимовӑна ҫӗнтернӗ. Команда турнирӗнче те Раҫҫей командине ҫитекен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Республикинчи хӑна ҫурчӗсем валли вӗренӳ семинарӗ ирттернӗ. Ара, республика «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлӑва хӗрсех хатӗрленет-ҫке. Хӑна ҫурчӗсем ун умӗн культура шайне ӳстереҫҫӗ. Меропритие РФ Президенчӗ Владимир Путин та килет-ҫке-ха. Ҫавна май ҫак кунсенче форума килекенсене йышӑнакан хӑна ҫурчӗсен ӗҫченӗсем валли семинар ирттернӗ. Тренерсем вырӑнӗнче психологсем пулнӑ. Семинарта ҫынпа калаҫассинче, клиентсен кӑмӑл-туйӑмне сисессинче ытларах йӑнӑшсем пулнине палӑртнӑ. Ӗҫченсене хӑнасене лайӑхрах пӑхма пулӑшкан хӑнӑхтарусем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Авӑнӑн 13-мӗшӗнче «Советская Чувашия» хаҫат эстафети иртнӗ. Кӑҫалхи пресса спорт фестивальне Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева халалланӑ. Эстафетӑна 300 ытла команда хутшӑннӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева тата ыттисем — пулнӑ. Ӑмӑрту VIP-чупуран пуҫланнӑ. Унтан старта ятарлӑ шкулсен, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем тата сусӑрсен клубӗсен пайташӗсем тухнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ку ушкӑн валли ятарлӑ парне — «Кӑмӑлпа ҫирӗпписем» кубок — хатӗрленӗ. Ӑна Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн вӗренекенӗсем ҫӗнсе илнӗ. МИХсен хушшинче Вӑрмар район хаҫачӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмеш вырӑнта — элӗксем, виҫҫӗмӗшӗнче — Наци телекуравӗ. Ҫемьесен йышӗнче Наталья Пучков марафонкан ҫемйине ҫитекенни пулман. Аслӑрах ачасемпе старта тухнисен хушшинче РФ спорт мастерӗн Валерий Полетаевӑн ҫемйи ҫентернӗ. Ҫавӑн пекех ӑмӑртура спорт ветеранӗсем, тӳре-шара старта тухнӑ. 400 метрлӑ эстафетӑра ЧР Ял хуҫалӑх министерстви, ЧР ШӖМӗ, Элӗк район администрацийӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ. |
Спорт
![]() Даниил Леонидов ҫӗнтерӳҫӗ пьедесталӗ ҫинче Болгарире шашка енӗпе иртнӗ ӑмӑртура Чӑваш Енри ҫамрӑк шашистсем тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑртӑва 14 ҫӗршыври 210 шашист хутшӑннӑ. Шупашкарти 61-мӗш шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Даниил Леонидов 11–13 ҫулсенчи ачасен хушшинче вӑйӑн виҫӗ тӗсӗнче те ҫӗнтернӗ. Даниил ҫапла майпа виҫӗ кубок, 3 ылтӑн медаль хуҫи пулса тӑнӑ. Чи ҫамрӑккисен йышӗнче, 8 ҫул тултарманнисен ушкӑнӗнче, Артем Тихонов пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Даниил Леонидовпа Артем Тихонов Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче Вячеслав Суховичпа Андрей Унтин патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 24 ҫула ҫитмен ҫамрӑк штангистсем Улатимӗр хулинче иртекен Раҫҫей ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. 77 килограмлӑ атлетсенчен Елчӗк районӗнче ҫуралса ỹснӗ, халӗ Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спортсменсем хатӗрлекен республикӑри центрта ӑсталӑха туптакан П. Портнов икӗ енлӗ кӗрешỹре 295 килограмм пухса бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Кӑҫал маларах вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче те «бронзӑна» тивӗҫни пирки хыпарлать асӑннӑ район хаҫачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта «Шупашкар хурчки» профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Ку вӑл муниципалитетӑн шутланать, хула администрацийӗ ку ушкӑн шанчӑка тӳрре кӑларасса ӗненет, ҫавна май ӑна укҫа хывать. Республикӑн тӗп хулинче профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркелес ӗмӗт тахӑҫанах амаланнӑ-мӗн. Анчах маларах тӗрлӗ сӑлтава пула ниепле те пурнӑҫа кӗртеймен. Унта кӗнисен ҫӗршыври вӑйлӑ клубсемпе ӑмӑртӑва тухма тивӗ. «Шупашкар хурчки» ушкӑн 15 вӑйӑҫран тӑрать. Тӗп пайӗ — вырӑнти спортсменсем. Шупашкар ушкӑнне Питӗрти, Волгоградри, Самарти, Ижевскри, Ӗпхӳри, Сургутри, Мускаври, Вологдӑри тата ытти хулари маттурсем кӗме кӑмӑл тунӑ иккен. Сергей Худаев тӗп тренер ертсе пыракан штаб сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн йыша 6 легионера кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Юпан 9-11-мӗшӗсенче Чӑваш Енре иртекен «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлӑва тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак уяв тӗлне вӑй-хал культурине халалланӑ открыткӑсем тухӗҫ. Ҫавна май «Спортпа туслӑ Чӑваш Ен» конкурс ирттереҫҫӗ. Унта кашниех хатшӑнма пултарать. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, совет тапхӑрӗнче спорт почта открыткисенче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Раҫҫейре вара ку пӗрремӗш хут пулӗ. Почта ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Раҫҫее Шупашкар спорт хули пулма тивӗҫлине кӑтартасшӑн. Ӗҫсене авӑнӑн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Финала тухнисем хӑйсем ӳкернӗ 100 открыткӑна тивӗҫӗҫ. Палӑртмалла: вӑл «Чун чӗререн!» конкурспа килӗшӳллӗн иртет. Проект тӗллевӗ — открыткӑсенче чӑваш культурин хӑйнеевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, ӳнер пултарулӑхне кӑтартасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енре «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу уҫӑлнӑ ятпа Пӗтӗм тӗнчери хӑвӑрт утассин кунне тата спортсменсен парадне йӗркелӗҫ. Старта Шупашкарта 10 пин ытла ҫын тухӗ. Вӗсем кӳлмек тавра ҫаврӑнӗҫ. ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал кун Раҫҫейре пӗрремӗш хут иртӗ. Хӑвӑрт утакансем старта тухнӑ хыҫҫӑн спорт парачӗ пуҫланӗ. Унта тӗнче тата Раҫҫей чемпионӗсем хутшӑнӗҫ. Футбол федерацийӗ старта 1,5 метрлӑ мечӗкпе тухӗ. Ыттисем те хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартӗҫ. Канашлупа килӗшӳллӗн спортӑн 8 тӗсӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелеме палӑртнӑ. Занятисене ирттермешкӗн республикӑри 50 спортсмена чӗнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ирхи хусканӑва тухнисенчен пӗрисем Паян, Журналистсен пӗршухӑшлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Чӑваш Енти журналистсем хӑйсен пӗтӗҫӳлӗхне фитнес-зарядкӑра кӑтартассине эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, спорт акцине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ пулӑшнипе йӗркелерӗ. Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗшӗн кун пек мероприятисем ҫӗнӗлӗх мар-ха: унта ӗҫлекенсем ҫӗннине шухӑшласа кӑларсах тӑраҫҫӗ. Ирхи хусканӑва Шупашкарти Журналистсен скверне тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче, теле- тата радиоэфирта ӗҫлекенсем самайӑн пухӑнчӗҫ. Программӑна «Джус» фитнес-клубӑн инструкторӗ Татьяна Чурилова ертсе пычӗ. Журналистсемпе пӗрле хускану тума ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, тӗнче тата Европа Алина Иванова хутшӑнчӗ. |
Спорт
![]() Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Сывлӑх кунӗпе килӗшӳллӗн «Паттӑр» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче район администрацийӗн тата «Авангард» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ. Кӑҫал мероприятие «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» форума халалланӑ. Эстафетӑна кӗҫӗннисем те, аслисем те хутшӑннӑ. Шкул ачисем 100–200 метр чупнӑ, аслисем — 400 метр таран. Ветерансем те тупӑшнӑ. Ку ушкӑнра яланах Сӑкӑтри Николай Ларионов хутшӑнать. Вӑл 75 ҫулта. Ҫавӑн пекех Аслӑ Арапуҫри 70-ти Арсений Иванов, Туҫари Валерий Салмин, Аслӑ Чеменри Василий Бахмисов, Хурама Тӑвар ялӗнчи Терентий Давыдов, Турханти Геннадий Осипов тата ыттисем хутшӑннӑ. Шкулсен хушшинче Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсем, Аслӑ Арапуҫри тата Аслӑ Чементи шкулсем уйрӑмах маттур пулнӑ. Номинацисенче ҫӗнтернисене тата призерсене Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ. Сӑнсем (73) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |