Спорт
![]() Метеоритлӑ медаль Ҫулталӑк каялла Челепи хули ҫине метеорит персе аннӑччӗ. Ӑна пула хулари пин ытла ҫын шар курнӑччӗ. Сочире иртекен олимп вӑййинче те ҫак пулӑма аса илсе икӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене метеорит тӗпренчӗкӗсене кӗртсе лартнӑ медальсемпе чыслӗҫ. «Телейлисен» йышне ҫарт-ту йӗлтӗрӗн тата таканпа (конькипе) чупассин спорчӗн ҫӗнтерӳҫисем лекнӗ иккен. Пурӗ 50 медаль хатӗрленӗ, вӗсенчен спортсменсене 10-шӗ ҫеҫ лекӗҫ. Ыттисем сувенир евӗр валеҫӗҫ. Малтанах медальсемпе паян чыслама шут тытнӑ пулнӑ, анчах олимп комитечӗ ларса шутланӑ хыҫҫӑн вӑл медальсемпе спортсменсене каярах чыслама йышӑннӑ — курма килнисем мӗншӗн икӗ медальпе чысланине ӑнланмӗҫ тесе пӗлтернӗ. Ҫапла май метеоритлӑ медальсене ҫӗнтӗрӳҫӗсен наци олимп комитечӗсене парӗҫ — лере вара уйрӑммӑн чыслӗҫ. Паллах, ҫӗнтерӳҫӗсене ахаль медальсемсӗр те хӑвармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш наци конгресӗ тепӗр конкурс пуҫарнӑ — хальхинче вӑл Сочире иртекен олимп вӑййипе ҫыхӑннӑ. XXII Хӗллехи Олимп вӑййинчи хӗрӳ кӗрешӗве телекуравпа сӑнанисӗр, пирӗн спортсменсен ҫитӗнӗвӗшӗн савӑннисӗр пуҫне пурне те Улӑпиадӑна хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Ҫитес шӑматкун, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра «Улыпиада» (чӑв. Улӑпиада) спорт уявӗ иртмелле. Вӑл тӑрӑха ҫитме йывӑртарах пулӗ ӗнтӗ, ҫавна май ҫак конкурса пурте хутшӑнччӑр тесе ятарлӑ фото- тата видеосӑнсен пайне те йӗркеленӗ. Унта хутшӑнас тесен сирӗн ҫав кун хӑвӑра спортпа туслӑ пулнине сӑн ӳкерсе е видеора кӑтартмалла. Йӗлтӗрпе тухсан та, ҫунашкапа пулсан та аван пулнине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. «Чи кирли: ҫак самантра эпир пурте — Улӑп йӑхӗнчен тухнӑ пӗтӗм чӑваш! — сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн кар тӑрӑпӑр, хамӑр ҫӗршыв спортсменӗсемпе пӗрле пулнине уҫҫӑн палӑртӑпӑр!», — тесе палӑртнӑ. Сӑнсемпе видеосене конгреса кӗртсе пама, е электронлӑ адреспа (congress21@mail.ru) ярса пама пулать. Вӗсене кайран Чӑваш наци телекуравӗпе кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Нарӑсӑн 15–16-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ аэродром патӗнче сноукайтинг енӗпе республикӑри ӑмӑрту иртмелле. Спортӑн ҫак енӗ виндсерфинга, серфинга и вейкбординга пӗрлештерет темелле. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тикӗс мар вырӑнсемпе — хирсемпе вӑрмансем, ҫырма-ҫатра урлӑ — тупӑшма тивӗ. Пӗтӗмӗшле инҫӗш 40 ҫухрӑмпа танлашмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тупӑшу икӗ дивизионта иртӗ: йӗлтӗрпе тата сноубордпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ольга Вилухина. Хӗрарӑм биатлонистсем паян пире тепӗр медальпе савӑнтарчӗҫ. Унччен конькипе тупӑшакан Ольга Граф бронза медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Халӗ, ав, тепӗр Ольга медальлӗ пулса тӑчӗ. Вӑл та Ольга, анчах Вилухина биатлонистка. Спринта Екатерина Шумиловӑна тепӗр спортсменка ӑнсӑртран йӗлтӗрпе лектерчӗ те чупнӑ ҫӗрте персе анчӗ, туйине те хуҫса пӑрахрӗ, винтовки те ванса кайрӗ. Финиша вӑл 60-мӗш ҫитрӗ. Ольга Зайцева — 28-мӗш. Бронзӑна илеймӗ-ши тесе шаннӑ Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Яна Романова 19-мӗш вырӑна тухрӗ. Пӗрремӗш вырӑнта — Словаки биатлонистки Анастасия Кузьмина. Тӗрӗссипе, вӑл Раҫҫей спорстменкиех-ха, Словакишӗн ӑмӑртать. Бронза медале Украина биатлонистки Вита Семеренко ҫӗнсе илчӗ. |
Спорт
![]() «Вега» центрта республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин психоневрологи интерначӗсенче сипленекенсем хушшичне спортӑн хӗллехи енӗпе республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Спорт уявне психоневрологи диспансерӗсенчи 6 ушкӑн тата ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫурчӗн 1 ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Фестивале уҫма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Александр Медюков хутшӑннӑ. Ӑмӑрту спортӑн виҫӗ енӗпе иртнӗ: йӗлтӗрпе тупӑшассипе, вӗрен туртассипе, армреслинг енӗпе. Ушкӑнпа пӗтӗмлетсен Вӑрнар районӗнчи Калининри психоневрологи интерначӗн ушкӑнӗ мала тухни палӑрнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Муркаш районӗнчи Шомикри интернат ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен Кӳкеҫри интерначӗ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Прикоснись к олимпиаде» (чӑв. «Олимпиадӑпа лайӑхрах паллаш») акци малалла пырать. Иртнӗ эрнере район ҫамрӑкӗсем Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑнса факел йӑтса курнӑ паллӑ спортсменсемпе — XXV-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Алина Ивановӑпа тата XXVI-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Грузиновӑпа тӗл пулчӗҫ, Олимпиада символӗпе паллашрӗҫ. Паян Олимп факелне районти вӑрман урлӑ вырнаҫнӑ шкулсене илсе ҫитерчӗҫ. Унта пурӗ 4 шкул вырнаҫнӑ: Хусанушкӑнь, Тури Ҫӗрпӳкасси, Ҫӗнӗ Атикасси тата Штанаш шкулӗсем. Олимп символне район администраторӗн ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Юрьевич Порфирьев, Хӗрлӗ Чутайри «Хастар» спорт комплексӗн директорӗ Вячеслав Витальевич Дадюков тата вӗренӳ пайӗн информаци енӗпе ӗҫлекен Александр Владимирович Храмов чи малтанах районти аякри шкула — Штанаш шкулне — илсе ҫитерчӗҫ. Сӑлтавӗ те паллӑ — ҫак шкул ачисем Сатлайкин Иван Иванович вӗрентекен ертсе пынипе яланах спортра хӑйсене хастар кӑтартҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ (Иван Сатлайкинӑн хӑйӗн те медальсен шучӗ чылай). |
Спорт
![]() Олимп вӑййисене халалласа Олимп ҫулӑмӗн уявӗсем Етӗрне районӗнче те иртеҫҫӗ. Районта Олимп ҫулӑмне шкулсене ҫитерсе парассипе эстафета пуҫланнӑ. Ӗнер факела Етӗрнери 2-мӗш вӑтам шкул коллективӗ Пӗрҫырлан шкулне илсе килнӗ, ҫак ятпа унта уяв иртнӗ. Паян Пӗрҫырлансем ӑна Палтайри вӑтам шкул вӗренекенӗсене ҫитерсе панӑ. Унтан факел ҫулӗ Кӑкшӑмри шкул вӗренекенӗсем патне кайнӑ. Кӑкшӑмсем факела кӗтсе илме тӗплӗн хатӗрленнӗ: палтайсене спорта халалланӑ плакатсем, шарсемпе лентӑсем йӑтса салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. Шкулти аслӑ вожатӑй Л.П. Мидакова, класс ертӳҫисем ертсе пынипе Олимп ҫулӑмне хисеплӗ коридорпа тӑрса : «Ура!» — тесе хавхаланса саламланӑ. Унтан кашниех факела алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова шкулти музей ертӳҫи: «Музей валли паха материал пулать», — тесе хаваспах ачасене сӑн ӳкернӗ. Хыҫҫӑн шкулти спортсменсем вӑй-хал культурине вӗрентекеӗ А.В. Воронов тата шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан В. |
Спорт
![]() Кӗҫех «Сочи—2014» Олимп вӑййисем пуҫланаҫҫӗ: вӗсем нарӑсӑн 7-мӗшӗпе 23-мӗшӗччен пырӗҫ. Олимп вӑййисене халалласа Хӗрлӗ Чутайри «Хастар» спорт комплексӗнче ҫак кунсенче районти шкулсенчи вӗренекенсем Шупашкарта иртнӗ Олимп ҫулӑмне йӑтма тивӗҫ пулнӑ паллӑ спортсменсемпе тӗл пулчӗҫ. Вӗсем: чупас енӗпе Европа тата пӗтӗм тӗнчери чемпионка, тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗ, ҫуллахи XXV-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Алина Ивановӑпа ҫак районти Туктамӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ утас енӗпе спорт мастерӗ ята тивӗҫнӗ, 1996 ҫулхи ХХVI-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Грузинова. Пухӑннисене райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев тата вырӑнти ДОСААФ пуҫлӑхӗ Владимир Егоров саламласа кӗтсе илчӗҫ. Алина Ивановӑпа Елена Грузинова Олимп ҫулӑмӗн «Сочи — 2014» ҫулӗ пирки каласа кӗтартрӗҫ. «Чупу юпан 7-мӗшӗнче пуҫланнӑ, Олимп вӑййисем пуҫланнӑ кун — нарӑсӑн 7-мӗшӗнче вӗҫленет. 123 кун хушшинче Олимп ҫулӑмӗ 65 пин ҫухрӑм ытларах спортсменсен аллинче пулать. Раштавӑн 27-мӗшӗнче вӑл Шупашкара та ҫитрӗ, 163 ҫын ӑна Шупашкар хулин урамӗсем тӑрӑх йӑтса чупрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сочи хулинче иртекен Хӗллехи Олимп вӑййине хутшӑнма Чӑваш Енрен фристайл ӑсти Елена Муратова кӗме пултарнӑ. Ҫураласса вӑл Мурманск облаҫӗнче ҫуралнӑ-ха. 2012 ҫулта вӑл Чӑваш Ене пурӑнма куҫса килнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне вӑл пуҫласа 2003 ҫулта кӗнӗ. Тӑватӑ ҫул каялла вӑл Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. 2012 ҫулта вӑл Европа кубокне ҫӗнсе илнӗ. Олимпиадӑна хутшӑнакансенчен Елена чи вӑйлӑ фристайлерсен шутне Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата канадӑри спорстменсене кӗртет. Халӗ Муратова Италире Олимпиадӑна хатӗрленет, унтан вӑл тӳрех Сочине килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта шахмат турнирӗ иртрӗ. Ӑна Пучинке ялӗнчи «Красный партизан» (чӑв. Хӗрлӗ партизан) колхоз хуҫалӑхне 28 ҫул ертсе пынӑ Андреев Гурий Андреевича халалласа ирттерчӗҫ. Турнира йӗркелесе пуҫарса яраканӗ тата спонсорӗ — Владимир Гурьевич усламҫӑ, Гурий Андреевичӑн ывӑлӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, ӗҫлесе пурӑнать, «Аратрика» стройфирмӑн тӗп директорӗ. Пӗрремӗш хут ҫак турнир Гурий Андреевич ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Йӗпреҫ поселокӗнчи шахмат клубӗн членӗсем тата Пучинке ял тӑрӑхӗнчи ҫак вӑййа кӑмӑллакансемпе шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен турнира Владимир Гурьевич хӑй вӗренсе тухнӑ тата ӗҫленӗ тӑван шкулӗнче ирттерме палӑртнӑ. Паян ӑмӑртура 40 ытла вӗренекен ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тупӑшрӗ. Судья тивӗҫне Гурий Андреевич мӑнукӗ, Андреев Андрей, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗн энергетикӑпа электротехника факультечӗн 5 курс студенчӗ чыслӑн пурнӑҫларӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |