Спорт
![]() Шупашкрати 38-мӗш шкул ачисем Раҫҫейре «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» комплекса чӗртсе тӑратма йышӑнчӗҫ. Шкулсенче ӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Владимир Путин йышӑннӑ хушӑва пурнӑҫланӑ май 6 ҫултан пуҫласа 70-чченхи кашни ҫыннӑн йӗтре тӗртме, вӗрен тӑрӑх утма, ҫӳллӗ вырӑнтан шыва сикме, граната пеме пӗлмелле. Чӑваш Енри 30 вӗренӳ учрежденийӗсемшӗн ку комплекс ҫӗнӗлӗх мар темелле. Вӗсем ГТО виҫине ятарлӑ проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ лаптӑксем шутланаҫҫӗ. Ҫав шутра Шупашкарти 38-мӗш шкул та пур. Унта ӗҫлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, унта вӗренекен 329 ача ишме ҫӳреҫҫӗ, 79-шӗ конькипе ярӑнаҫҫӗ, 51-шӗ тухӑҫри кӗрешӳ мелӗсене алла илнӗ. Пӗлтӗртенпе 100 ытла ача «Шахмат енӗпе пулас вундеркинчӗ» республикӑри юхӑма хутшӑнаҫҫӗ-мӗн. 38-мӗш шкул ачисем ӑҫта хӑҫан тата епле ҫӗнтернисене асӑнса каймӑпӑр. Ачасене спортпа туслаштарассипе Анатолий Петров вӑй-хал культурин учителӗ йышшисем тӑрӑшаҫҫӗ иккен. Ун шучӗпе, ГТО виҫине атвӑрса питӗ тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Ку вӑл ҫамрӑксене тӗрӗс хаклама май парать. |
Спорт
![]() Ҫӗнтерӳҫӗсем Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӑрушсӑр урапа» район конкурсӗ иртнӗ. Мероприяти Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта пулнӑ. Унта пӗтӗмпе 10 команда хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Йӗпреҫри 2-мӗш шкул, Эйпеҫ шкулӗ, Ҫӑкалӑх шкулӗ, Ирҫе Ҫармӑс шкулӗ, Пучинке шкулӗ, Чӑваш Тимеш шкулӗ, Энтриел шкулӗ, Пысӑк Упакасси шкулӗ, Пӑкӑян шкулӗ. Командӑсем пилӗк тапхӑра парӑнтарнӑ: «Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем», «Пӗрремӗш медпулӑшу парассине пӗлесси», «Автохула», «Велосипедпа эрешлесе ярӑнасси», «Пултарулӑх конкурсӗ». Конкурса хутшӑнакансен пӗлу шайне судьясем хакланӑ. Ҫӑмӑл мар тупӑшура Йӗпреҫри 2-мӗш шкул ачисем маттур пулнӑ, вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йӗпреҫри 1-мӗш шкул команди 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Пысӑк Упакасси шкулӗн ачисем 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ команда — Йӗпреҫри 2-мӗш шкул — Йӗпреҫ район чысне республика вӑййисенче хӳтӗлӗ. Вӑл ҫу уйахӗн 20–21-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче авиамодель спорчӗн «Сывлӑшри ҫапӑҫу» класӗ енӗпе Чӑваш Республикинчи шкул ачисен хушшинче спартакиада иртнӗ. Тупӑшӑва 5 ушкӑн хутшӑннӑ: Патӑрьелтен, Ҫӗмӗрлерен, Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Муркаш районӗнчен. Муркаш районӗн чысне Юнкӑри «Авиамоделировани» спорт кружокӗн членӗсем хӳтӗленӗ. Ертӳҫи — Юрий Самушков. Ӑмӑрту аслӑ тата кӗҫӗн ӳсӗмрисен хушшинче иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар команди пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Юнкӑ команди 2-мӗш пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Юнкӑ тӑрӑхӗнчи Алексей Тепеев 2-мӗш, Станислав Яргунькин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Никита Удалов — ҫӗнтерӳҫӗ Спорт сывлӑха ҫирӗплетет. Ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать кӑна мар, ӑмӑртусене хутшӑнса пысӑк ҫитӗнӳсем те тӑвать. Акӑ нумаях пулмасть «Олимпийски» стадионта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Чӑваш Ен Кубокӗ пулнӑ. Кубока ҫӗнсе илессишӗн 150 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ. Шупашкар районӗ хӑйӗн маттур ывӑлӗпе мухтанма пултарать! 1997–1998 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен йышӗнче 400 метра чупассинче Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта вӗренекен, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егорова ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Никита Удалов 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Никита РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ В.И.Васильев, И.Ю.Свинцов патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен велосипедисчӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе «Спица ҫинчи хӗвел» акци ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑрун ҫарпа патриотлӑх воспитанине парас тӗллевпе велочупу иртнӗ. Юбилейлӑ чупӑва, кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртнӗскере, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 69 ҫул ҫитнине халалланӑ. Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедҫӑсем «Ҫӗнӗ Шупашкар — Шупашкар — Элӗк» ҫула парӑнтанӑ. «Боевая» команда Элӗк ял тӑрӑхне паян ҫитнӗ. Ыран вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уява хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Паян Красноармейскинчи тӗп стадионта «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 30 команда хутшӑннӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн тата 65 ҫулхи юбилей ячӗпе Иван Прокопьева Красноармейски район администрацийӗн Тав хутне панӑ. Ветерансен командисен йышӗнче Пикшик ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсен хушшинче Мӑн Шетмӗ вӑтам шкулӗ малта пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Трак вӑтам шкулӗ тухнӑ. Красноармейски вӑтам шкулӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 5–9-мӗш класра вӗренекенсен йышӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Трак вӑтам шкулӗ. Пикшик вӑтам шкулӗн команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Аслӑ класра вӗренекенсен командисем хушшинче Трак вӑтам шкулӗ, Красноармейски вӑтам шкулӗ, Пикшик вӑтам шкулӗ малти вырӑнсене пайланӑ. Ял тӑрӑхӗсен командисен йышӗнче каллех Пикшик енчисем маттур пулнӑ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ — иккӗмӗш. Предприятисем, организацисем, учрежденисем хушшинче Красноармейски ял тӑрӑхӗн «Композит-21» команди пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Республика ертӳҫисем «Кредо» клуб членӗсемпе калаҫаҫҫӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн «Кредо» туризм клуб пайташӗсем Ҫурҫӗр полюса темиҫе хутчен те ҫитсе килнӗ. Хӑйсем тӗллӗн мар-ха. «Йӗлтӗрпе — Ҫурҫӗр полюса» ҫамрӑксен экспедицине хутшӑнакансен йышне кӗнӗ май вӗсене ҫӑмӑл мар ҫула парӑнтарма май килнӗ. «Кредо» пайташӗсемпе паян Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата икӗ министр — вӗренӳ ведомствин пуҫлӑхӗ Владимир Иванов тата Физкультурӑпа спорт министерствин пуҫлӑхӗ Сергей Мельников курнӑҫнӑ. Ҫурҫӗр полюса 2008 ҫулта ҫитсе килнӗ Степан Шеверталов, Анна Карпова (2010 ҫулта) тата Евгений Мартьянов (2012 ҫулта) ҫулҫӳрев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрӗссипе, ытти ачасем те ҫулсерен ҫулҫӳреве хутшӑннӑ. Вӗсен тренерӗ Мария Бовина пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем спорт енчен лайӑх пиҫӗхеҫҫӗ кӑна мар, пурнӑҫ шкулне тухаҫҫӗ теме те юрать. Асӑннӑ клуб 1986 ҫултанпа ӗҫлет иккен. Ку вӑхӑтра ун витӗр 600 ытла ача тухнӑ. «Кредон» тӗп тӗллевӗ — спорт туризмӗ тата вӗренӳпе тӗпчев экспедицийӗсем. Кун пирки клуб ертӳҫи Андрей Ширшов пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 12-ри Даниил Леонидов Беларуҫри Пинск хулинче шашка енӗпе Европа ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Сакӑр ҫӗршыври 190 спортсмен виҫӗ программа тӗсӗнче ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗлтӗр Тӗнче чемпионӗн ятне виҫӗ хут ҫӗнсе илнӗ Даниил Леонидов кӗнӗ. Турнирта ӳсӗме кура тӑватӑ ушкӑнра тупӑшнӑ. Ҫамрӑк шашистсем 24 медальшӗн вӑй виҫнӗ. Вӗсенчен 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсем — Даниил Леонидовӑн. «Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 26 спортсмен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 9 вӑйӑра 17 очко пухнӑ. Чи вӑрӑм программӑра та Шупашкар ҫамрӑкӗнчен иртекенни пулман. Пӗр вӑйӑра ҫеҫ Даниил Леонидов командӑри юлташне Никита Волкова 1 очко выляса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Улатӑр гимнастки Ирина Яшина ("Пӗр класра вӗренекенсем" сайтри сӑн ӳкерчӗк) Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ. Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ. Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Анастасия Тарасова Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищин студентки Анастасия Тарасова сумо енӗпе Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту ака уйӑхӗн 25–27-мӗшӗсенче Варшавӑра иртнӗ. Унта Европӑри 15 ҫӗршыв спортсменӗсем хутшӑннӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Николай Петров патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 95 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пурне те ҫӗнтернӗ, пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарнӑ. Николай Петров тренер каланӑ тӑрӑх, юлашки тупӑшура Анастасия Тарасова командӑри юлташне, Раҫҫейӗн чемпионкине Елена Шитиковӑна парӑнтарнӑ, ҫапла майпа вӑл мала тухнӑ. Чӑваш Ен спортсменки тепӗр медаль те ҫӗнсе илнӗ. Настя команда ӑмӑртӑвӗнче (унта кашни ҫӗршывран чи лайӑх виҫӗ сумоистка тупӑшнӑ) кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Паасонен Хайкки, финн-угр чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи, фольклорист тата этнограф вилнӗ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |