Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Сергей Григорьева асӑнса Пӗрҫырланта волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 03.03.2015 19:21 | 1798 хут пӑхнӑ
Спорт

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Урапакасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тимирязев ячӗпе хисепленсе тӑракан колхоз ертӳҫи, унтан Етӗрнери Энергонадзор ертӳҫи пулса тӑрӑшнӑ, район депутачӗ пулнӑ, чире пула вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Григорьев Сергей Станиславовича асӑнса пилӗк команда хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта пӗрҫырлансен виҫӗ команди «Молодежь», «Заря», «Ветераны», Етӗрнери иккӗмӗш номерлӗ вӑтам шкулӑн тата Асламас ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ хутшӑнчӗ.

Пухӑннисене Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степанова Н. Ю., Сергей Григорьевӑн мӑшӑрӗ Ирина Григорьева, пӗр-пӗрне куллен пулӑшса пӗрле ӗҫленӗ тусӗсем — Етӗрнери БТИ директорӗ Шуверов В. Б., усламҫӑ Титов В. Т., Сӗнтӗрвӑрринчи сӗт-ҫу савут директорӗ Мурзин А. М., «Сурстройсервисӑн» тӗп инженерӗ Мурзин Н. М., отставкӑри полковник Охандеров Н. И., «Региональная распределительная сетевая компания» начальникӗ Козлов А. В., Палтайри вӑтам шкул директорӗ Ярославцева Г. П. тата ыттисем — саламларӗҫ, ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Вӑйӑра пилӗк ҫынран тӑракан «Асламасы» команда ылтӑн медаль, Хисеп хучӗ тата кубок ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Александров А. М. тренер ертсе пыракана Етӗрне шкул команди пулчӗ. Пӗрҫырланти «Заря» ушкӑн пӑхӑр медаль ҫӗнсе илчӗ. «Техника енчен чи ӑста вылякан» ята Етӗрнери иккӗмӗш шкул спортсменӗ Таланов Максим тивӗҫрӗ. Ӑна Сергей Станиславовичӑн шкулти тусӗ ятарлӑ парнепе чысларӗ. Чи пӗчӗк болельщиксене — Кира Казанбаевӑпа Ульяна Тимонина — ятарлӑ медальсем тата пуканесем парнелерӗҫ.

Наталья Юрьевна ӑмӑртӑва хутшӑннӑ командӑсене спортра ҫитӗнӳсем тума сӗнчӗ, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ. Ирина Вячеславовна Григорьева Пӗрҫырланти Культура ҫурт директорне А.З. Хмелева ӑмӑртӑва йӗркелеме пулӑшнӑшӑн шашка тата шахмат наборне парнелерӗ.

Сӑнсем (43)

#Пӗрҫырлан, #Урапакасси, #Етӗрне районӗ, #Етӗрне, #Сӗнтӗрвӑрри, #Палтай, #спорт, #волейбол, #Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ, #Асламас ял тӑрӑхӗ, #Асламас

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем