Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫламалли пӗрлехи кун иртет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 29.09.2014 07:02 | 1854 хут пӑхнӑ
Спорт

Юпан 9-11-мӗшӗсенче «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» Пӗтӗм тӗнчери канашлу вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫламалли пӗрлехи кун иртет.

Форум уҫӑлнӑ кун «Спартак» стадионта пысӑк спорт уявӗ йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫавна май Шупашкарта пурӑнакансемпе пӗрлех унта ҫитнӗ пур хӑна та хӑйсене спортӑн тӗрлӗ дисциплининче тӗрӗслесе пӑхма пултарни пирки пӗлтерет Муркаш район администрацийӗ. Ӑмӑрту шутӗнче 60 тата 100 метрсене чупасси, вырӑнтан сикесси, туртӑнасси, кросс, ишесси тата ытти те. Ҫавӑнпа та кӑмӑл пуррисен ҫав кун чи малтанах «Спартак» стадиона ҫитсе регистрациленмелле.

Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн «Готов к труду и обороне» (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормативӗсене вӑя кӗртесси ҫинчен калакан саккуна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Унпа килӗшӳллӗн ӖХХ нормативӗсене 11 ӳсӗм категорийӗнче уйрӑммӑн пурнӑҫлама май пур — 6 ҫултан пуҫласа 70 ҫултисем таранах. Йывӑрлӑхӗпе кашни ӳсӗмри нормативсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ, ҫапла май нормативсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн пӑхӑр, кӗмӗл е ылтӑн паллӑна тивӗҫме пулать.

Кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн 12 субъектӗнче: Карели, Мари Эл, Мордва, Тутар, Удмурт Республикисенче, Красноярск енӗнче, Белгород, Владимир, Мускав, Свердловск, Смоленск тата Ярославль облаҫӗсенче — ӖХХ нормисене пурнӑҫлама тытӑннӑ.

«Готов к труду и обороне» комплекс пирӗн ҫӗршывра СССР вӑхӑтӗнче питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле пӗлӳ, професси пӗлӗвне паракан учрежденисенче тата спорт организацийӗсенче физкультура хатӗрленӗвӗн тӗп программи шутланнӑ, кунпа пӗрлех ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ парассинче те пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫак программа 1931–1991 ҫулсенче вӑйра тӑнӑ. Асӑннӑ комплексӑн нормативӗсене 10–60 ҫулхисем пурнӑҫласа тӗрлӗ паллӑна тивӗҫнӗ.

#сикесси, #чупу, #канашлусем, #стадионсем, #Муркаш районӗ, #ӖХХ, #спорт, #туртӑнасси, #кросс

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем