Юпа уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта 16 ҫул тултарман хӗрсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртура пирӗн ентешсем палӑрма пултарнӑ.
Чемпионат ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри 38 регионти 237 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем 11 виҫе категорийӗнче медальсемшӗн кӗрешнӗ.
Командӑсен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чӑваш спортсменӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Кемӗр облаҫӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне вара — Хакас Республики.
Пирӗн республика чысне хӳтӗленӗ Надежда Кочкова, Екатерина Михайлова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Смирнова вара кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Марина Николаева, Виктория Александрова, Наталья Прокопьева, Алена Тимофеева хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӑхӑр медаль илнӗ.