Нумаях пулмасть Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетика секцине ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Республикин кубокне ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ финалти тӑваттӑмӗш тапхӑрне хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, хӑй те спортсмен — Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева уҫнӑ.
Пӗтӗмӗшле тӑватӑ тапхӑрти зачетра Чӑваш Ен кубокне Элӗк районӗнчи маттурсем — Анастасия Дубининӑпа Евгений Федоров — ҫӗнсе илнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Элӗкри тата тепӗр икӗ ача республика шайӗнче палӑрнӑ. Александр Свистков хӑйӗн дистанцийӗнче 3-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ, Нелли Львова 5 ҫухрӑма утса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Элӗксем вӗсемпе мухтаннине пӗлтереҫҫӗ.