Ҫӗнӗ Шупашкарта 12–13 тата 14–15 ҫулсенчи хӗрачасем ҫичӗ виҫе категорийӗнче кӗрешнӗ. Ӑмӑрту Хӗрарӑмсен кӗрешӗвне аталантаракан республикӑри центрта иртнӗ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен пуҫтарӑннӑ пикесем Натальӑпа Ольга Смирнова парнисемшӗн кӗрешӗве тухнӑ. 11 регионти 150-а яхӑн пике хушшинче Чӑваш Ен хӗрӗсем те тивӗҫлипе ӑмӑртнӑ. Ҫӗршывӑн ытти субъектне илсен, Ҫӗнӗ Шупашкарти кавир ҫинче Мускав хулинчи, Мускав, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчи, Тутарстанри, Мари Элти, Мӑкшӑ, Пушкӑрт, Коми республикисенчи хӗрсем пулнӑ.
Кӗрешӗве тухнӑ хӗрсене Наталья Смирнова (вӑл — ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ) тата унӑн тӑванӗ Ольга Смирнова (ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсен Чӑваш Енри командин аслӑ тренерӗ) саламланӑ.
Пирӗн пикесене илес пулсан вӗсем пӗрремӗш вырӑнсене те йышӑннӑ. Ольга Рехметулловӑна (Канаш), Надежда Матвеевӑна (5-мӗш спорт шкулӗ), Анастасия Яндушкинӑна (5-мӗш спорт шкулӗ), Анна Ивановӑна (Канаш), Татьяна Тимофеевӑна (Ҫӗнӗ Шупашкар) хӑйсен виҫинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа саламлама пулать.