Паянхи кун пирӗн «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетмеллеччӗ. Шел те, 23 сехет ҫитрӗ пулин те кам мала тухнисене, кам парне илме тивӗҫлисене эпир хальлӗхе калаймастпӑр. Пахалас ӗҫ халӗ те вӗҫленмен-ха. Ҫавӑнпа та пӗтӗмлетӗве кӑштах куҫарма тивӗ — пуш уйӑхӗн 7-мӗшне.
Ҫак вӑхӑт тӗлне эпир нарӑсӑн 6-мӗшччен ярса панӑ пур видеосене те вырнаҫтарма ӗлкӗртӗмӗр (вӗсемпе эсир «Шкул ТВ» интернетри телеканалта паллашма пултаратӑр, пурӗ 650 яхӑн ӗҫ) тата хутшӑнакансен карточкисене пӗр вырӑна пухма. Хальхи вӑхӑтра эпир чи лайӑх ӗҫсене суйлатпӑр — ку ӗҫре видеосенчен ҫуррине ытла пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Кайран вара чи лайӑххисене ытти хаклавҫӑсене пӑхса тухма парасшӑн. Вӗсем те хакланӑ хыҫҫӑн вӑтам балл шутласа кӑларса малти вырӑнсене палӑртӑпӑр. Парне илме тивӗҫлисене кашни ушкӑнра 10-шар ӗҫ палӑртас шухӑшлӑ. 1-мӗш вырӑна 1 ӗҫ тивӗҫӗ, 2-мӗшне — 2; 3-мӗшне — 3 ӗҫ. Тата тӑватӑ ӗҫе хавхалантару парнипе савӑнтарӑпӑр. Ҫапла май 50 хутшӑнакана чыслас шухӑшлӑ (5 ушкӑн; кашнинче 10 ӗҫ).
Ӑмӑрту статистики пирки. Йышӑну тапхӑрӗ вӑрӑм пулмарӗ пулин те 650 яхӑн ӗҫ килчӗ. Йышлӑн хутшӑнакан районсене те палӑртас килет: Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Вӑрмар, Муркаш районӗсем. Ҫаван пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарти ачасем те нумай ӗҫ ярса пачӗҫ. Палӑртас пулать — хула ачисем сӑввисене лайӑхрах вулаҫҫӗ, ку тӗлӗшӗпе педагогсем лайӑх ӗҫлени сисӗнет. Ҫавӑн пекех республика тулашӗнчен те ӗҫсем йышлӑн килчӗҫ. Уйрӑмах — Тутарстанран. Хутшӑнакансем Пушкӑртстанран, Самар облаҫӗнчен те пулчӗҫ. Чи кӗҫӗннине 2 ҫулта теме пулать, чи асли — 84 ҫулта.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ярса панӑ ӗҫсем пирки. Ку ӗҫсем ӑмӑртӑва хутшӑнмӗҫ. Ҫӑвах та ачисем сӑвӑ калама вӗреннӗ, аслисем ӗҫленине кура эпир вӗсене пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн ыттисем ҫумне хушӑпӑр. Хутшӑнаканӗсене вара ӑмӑртӑва видео ярса пани ҫинчен (ӑмӑртӑва хутшӑнни ҫинчен мар!) сертификатпа тивӗҫтерме тӑрӑшӑпӑр. Уйрӑммӑн тӗрӗс мар информаци ярса пани пирки чарӑнас килет. Хӑшӗ-пӗрисене пирӗн конкурс нарӑсӑн 22-мӗшӗччен тӑсӑлни пирки хыпарланӑ. Ку хыпар пирӗнтен тухман, эпир унашкал информаци валеҫмен. Ӗҫсене нарӑсӑн 6-мӗшӗччен йышӑнасси пирки положенире уҫҫӑн каланӑ. Пирӗн шутпа ку ӑнланманлӑх чӑваш чӗлхине тивӗҫлӗ шайра пӗлменнипе, тимлӗ куҫарманнипе (вӑл информацие вырӑсла валеҫнӗ) ҫыхӑннӑ. Пирӗн шутпа ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхине шкулсенче лайӑхрах вӗренмелле.
Пӗтӗмлетӳ хӑҫан пулӗ-ши текен ыйтупа сире хӑшкӑлтарас килмест, ҫавӑнпа та ӑмӑрту йӗркелӳҫи пулса пӗтӗмлетӳ кунне пуш уйӑхӑн 7-мӗшне куҫарни пирки пӗлтеретпӗр. Сертификатсем маларах хатӗр пулӗҫ — вӗсем пирки уйрӑммӑн пӗлтерӗпӗр.