Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн 2016 ҫулхи ҫӗнтерӳҫисем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ирина Кириллова 01.10.2016 10:07 | 1998 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн 2016 ҫулхи ҫӗнтерӳҫисем паллӑ пулнӑ. Пӗрремӗш вырӑна «Хапха юпи» калавпа Илле Иванов тухнӑ. Сӑмах май, вӑл 2014 ҫулхи ӑмӑртура та «Durak» калавпа ҫӗнтернӗччӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Борис Чиндыков («Presens-Futurum (Умстатья)», виҫҫӗмӗшӗнче — Надежда Ильина («Кустӑрма сасси»).

Ӑмӑртӑвӑн чӑваш тапхӑрне ирттерессишӗн яваплӑ Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗнчен пӗлтернипе, кӑҫалхи ӑмӑртӑва 17 ҫыравҫӑ 21 хайлав тӑратнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисем хушшинче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисем Римма Прокопьева, Марина Карягина, Николай Ишентей, Людмила Сачкова, Елена Мустаева, Владислав Николаев, Ион Шеремет пур.

Ҫав вӑхӑтрах ӑмӑртӑва халиччен чӑваш литературинче ытлах палӑрман ҫыравҫӑсем хутшӑнни савӑнтарать: Елена Федотова, Елена Алексеева, Марина Яковлева, Василий Чернов, Александр Михайлов, Виталий Архипов. Хаклавҫӑсене уйрӑмах Йӗпреҫ районӗнчен хутшӑннӑ Роман Евдокимов пултарулӑхӗ килӗшнӗ, пурнӑҫри тӗллевне улӑштармасан, вӑл малашне тӑван литературӑра паллӑ йӗр хӑварма пултарӗччӗ. Ӑмӑрту тӳрелӗхӗ вӗсене те хавхалантармалли майсем шырать.

Ҫакӑ та савӑнтарать: пӗтӗм чӑвашсен ӑмӑртӑвне Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ҫыравҫисем те хутшӑннӑ.

Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвне Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ ирттерет (штаб-хваттерӗ Турцире вырнаҫнӑ, ертӳҫи — Якуп Омероглу доцент, доктор). Чӑваш тапхӑрне Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗ (ертӳҫи Виталий Родионов) ирттерет. Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн тӳрелӗхӗнче Виталий Родионов наука докторӗ, профессор, Петӗр Эйзин сӑвӑҫ, Атнер Хусанкай тата Ирина Кириллова литература тӗпчевҫисем, Николай Ларионов журналист ӗҫленӗ.

Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн 2016 ҫулхи ҫӗнтерӳҫисене чун-чӗререн саламлатпӑр!

#литература, #Пушкӑртстан, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Тутарстан, #конкурссем, #ӑмӑртусем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем