Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Маттур ача, яш ача...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
ninelleo 05.05.2016 08:38 | 3061 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 1-мӗш гимназире «Маттур ача, яш ача» конкурс иртрӗ. Конкурса хулари шкулсенче 3–5 классенче вӗренекен чӑваш чӗлхине юратакан, ӑна пӗлекен чи пултаруллӑ, чи ӑста, чи маттур каччӑсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.

Уява Чӑваш Республикинче иртекен Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Ачасем тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫларӗҫ. Куракансене тата пӗр-пӗрне хӑйсемпе чӑвашла паллаштарчӗҫ. «Чи тавҫӑрулли» пайра Чӑваш Республикипе, унта ҫуралса ӳснӗ, пурӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравларӗҫ. «Чи ӑста ача» пайра чи малтан хӑйсем ӳссен кам пуласси ҫинчен каласа пачӗҫ, унтан Ҫӗнтерӳ кунӗ валли саламлӑ открытка хатӗрлес ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. «Чи ҫивӗч ача» пайра ачасен ҫивӗчлӗхне «Африкӑран килсе ҫитнӗ жираф» тӗрӗслерӗ. Ачасен ҫав жирафа ункӑсем персе тытмалла пулчӗ. Ҫак конкурсрах ачасем хӑйсен ташлас ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Кашни ача хӑйӗн вӗрентекенне чӗнсе кӑларса чӑваш ташши ташларӗ. «Чи ӗҫчен ача» пайра каччӑсем пӑта ҫапса тупӑшрӗҫ. Конкурсӑн «Чи пултаруллӑ ача» пайӗ вара ҫамрӑк йӗкӗтсен пултарулӑхне курса савӑнма май пачӗ.

Кашни ача конкурса тӑрӑшса хатӗрленни никама та иккӗлентермерӗ. «Маттур ача, яш ача» конкурса хутшӑнакан ачасем чӑвашла тӑрӑшса, юратса калаҫни уйрӑмах савӑнтарчӗ тишкерӳллӗ жюрие. Кашни ачах мӗн енчен те пулин палӑрма пултарчӗ. «Чи тавҫӑруллӑ ача» Шупашкарти 4-мӗш гимназире вӗренекен Ваня Архипов пулнине палӑртрӗҫ. «Чи ӑста ача» — Шупашкарти 49-мӗш шкулта вӗренекен Арсений Шаков, «Чи ҫивӗч ача» — 1-мӗш гимназире вӗренекен Юра Назаров, «Чи ӗҫчен ача» — 1-мӗш гимназире вӗренекен Рома Иванов, «Чи пултаруллӑ ача» — Шупашкарти 54-мӗш шкулта вӗренекен Артур Лысов тесе палӑртрӗҫ жюри членӗсем. «Маттур ача, яш ача» конкурс ҫӗнтерӳҫи вара Шупашкарти 1-мӗш гимназире вӗренекен Рома Иванов пулса тӑчӗ.

Конкурсра хастар хутшӑнакан ачасене республикӑра тухса тӑракан «Асамат&Шевле» журналӑн тӗп редакторӗ Владислав Дмитриевич Николаев мухтарӗ. Вӗсене малалла та чӑваш чӗлхине юратма, упрама, унпа калаҫма, мӑнаҫланма, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркисене тӗпчеме, пӗлме сунчӗ.

#49-мӗш шкул, #54-мӗш шкул, #ачасем, #шкулсем, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи, #конкурссем, #Шупашкар, #4-мӗш гимнази, #1-мӗш гимнази

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем