Республикӑра
![]() Хапрӑкра тӑрӑшакансем пуҫлӑхсем калаҫнине тимлеҫҫӗ Ӗнер Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществинче Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров пулнӑ. Республика тата район шайӗнчи пуҫлӑхсем кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ. Альбина Егорова Чӑваш Ен аталанни пирки каласа кӑтартнӑ май экономика ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тунине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра ҫӗнӗрен ҫӗнӗ производство вырӑнӗсем уҫаҫҫӗ, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса параҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли ача пахчисем уҫнине те асӑнса хӑварнӑ Альбина Егоровна. Ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тесе тӑвакан ӗҫсен шутӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫнине асӑнса хӑварнӑ. Георгий Егоров вара Шупашкар районӗнчи лару-тӑру пирки чарӑнса тӑнӑ. Хапрӑкра тӑрӑшакансем ҫул-йӗрпе, тӗплӗ юсавпа, ҫӗнӗ урамсене ҫутӑ кӗртессипе тата ҫӳп-ҫаппа ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗ литература ӗҫченӗсемпе пуян. Унта Алексей Воробьев, Виктор Туринке, Вениамин Сорокин, Михаил Васильев, Владимир Толстов, Николай Аршуткин, Владимир Москвин ҫуралса ӳснӗ. Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалласа Мӑн Явӑшри клубра литература деятелӗсемпе тӗлпулу иртнӗ. Уяв каҫӗ К.Ивановӑн «Нарспи» поэмине тата «Тӑлӑх арӑм» сӑввине вуланинчен пуҫланнӑ. Культура ӗҫченӗсем кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Ӑна «Пирӗн ялти ҫыравҫӑсемпе поэтсем» ят панӑ. Вениамин Сорокин «Шуҫӑм сӑввисем» кӗнекине хӑтланӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Эльвира Петрова Виктор Туринкен сӑввисене тишкернӗ. Клуб директорӗ Светлана Дергачева Алексей Воробьевӑн сӑввисене вуланӑ. Ҫав хушӑрах культура ӗҫченӗсем чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене юрланӑ. Тӗлпулу шӑпах панулми сӑпасӗнче пулнӑран мӑнявӑшсем пуян сӗтел хатӗрленӗ. Тӗлпулу чей ӗҫсе кӑмӑллӑ калаҫнипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑри вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм Шӑмӑршӑра ӗнер ҫулланнӑ ҫынсене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм уҫнӑ. Маларах вӗсене ваттисен ҫурчӗсем тетчӗҫ. Ҫурта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата республика шайӗнче ӗҫлекен тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Шӑмӑршӑри халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн шутланакан ваттисемпе сусӑрсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнче 30 ҫын хӳтлӗх тупайӗ. Икӗ хутлӑскере виҫӗ ҫул каяллах тума пуҫланӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуҫарнипе Раҫҫейӗн Пенси фончӗ ӑна туса пӗтерме 13 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнине пӗлтерет РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби. Унсӑр пуҫне республика хыснинчен те «кӗмӗл» янӑ-мӗн. Сӑмах май, Пенси фончӗ кӑҫал та укҫа уйӑрнӑ. Хальхинче вӑл 600 пин тенкӗ хушса панӑ. Ҫуртра икшерӗн пурӑнмалла тунӑ. Кашнинче туалет, умывальник тата душ пур.Маларах районти пӗччен ватӑсемпе сусӑрсем виҫӗ уйрӑмра пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнчи ыхракассисем ҫак куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Унччен вӗсен ял патне хытӑ сийлӗ ҫул пыман. Ыхракассисене саламлама Михаил Игнатьев та килсе ҫитнӗ. Михаил Васильевич паян Трак тӑрӑхӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревре пулнӑ. Малтанах савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Ыхракасси ҫулне уҫнӑ. Ку ҫула тумашкӑн 6 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унтан делегаци Яманак ялне ҫитнӗ. Яманакра «Красное Сормово» хуҫалӑхра 200 ӗне тытмалли вите хута кайнӑ. Унта ял ҫыннисемпе хӑнасем курма пынӑ. Ку яманаксемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм. Витене 2014 ҫултах тума тытӑннӑ. Хуҫалӑхра мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ — 709 пуҫ. Ҫитес вӑхӑтра ӗне шутне ӳстересшӗн. Унтан хаклӑ хӑнасем «Таябинка» хуҫалӑха ҫитнӗ. Унта тыр-пул типӗтмелли тата упрамалли вырӑн хута кайнӑ. Ҫурта хӗрлӗ хӑю касса уҫнӑ хыҫҫӑн пурте ӑна пӑхса ҫаврӑннӑ. Сӑнсем (67) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче каҫару ыйтӑвӗпе комисси ӗҫлет. Унӑн черетлӗ ларӑвӗ ҫак эрнере иртнӗ. Хальхинче те унта вӑл е ку енпе айӑпланнисем хӑйсене каҫарма ыйтса ҫырнисене пӑхса тухнӑ. Сӑмах май ҫакна каламалла: айӑпланнисем ыйтса ҫырнине малтан регионсенчи комиссисем пӑхса тухаҫҫӗ. Вӗсем шеллесе каҫарас тесе шухӑшласан федерацин субъекчӗсен кӗпӗрнаттӑрӗ ячӗпе ҫыру шӑрҫалаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ пӑхса тухать. Унтан Элтепер алли витӗр кӑларса кирлӗ хутсене Раҫҫей Президенчӗн патне ӑсатаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи каҫару ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комисси хальхи ларура 15 ҫын ыйтса ҫырнине тишкерсе тухнӑ, кашнин тӗлӗшпех вӑл е ку йышӑну тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене каҫарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевпа Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Серг Ӗнер Чӑваш Енре Терроризма хирӗҫ ӗҫлекен комиссипе Оперативлӑ штабӑн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта суйлава хӑрушсӑр ирттересси тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пирки пӑтӑрмахсӑр кӗтсе илесси пирки калаҫнӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Софронов ертсе пынӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗршывӗпех суйлав иртмелле. Республикӑра та пулӗ вӑл. Ун чухне пирӗн республика ертӳҫине тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене — Депутатсен районсемпе хуласенчи пухӑвӗсене тата ял тӑрӑхӗсенчи пухусене – депутатсем суйламалла. Суйлав хӑрушсӑр ирттӗр тесе епле мероприятисем ирттермеллине яваплсием палӑртса хунӑ иккен. Суйлава хатӗрлесе ирттерме пурӗ 8 пин ытла ҫын хутшӑнать. Суйлав участокӗсен пӳлӗмӗсене пушарпа кӗрешекенсем кӑна мар, терроризмпа кӗрешекенсем те пахалаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра вертолет вырнаҫтарма шухӑшланине, ӑна ҫурлан 13-мӗшӗнче илсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ . Ӑна, аса илтеретпӗр, Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов парнеленӗ. Вертолета Паттӑрсен аллейинче вырнаҫтарнӑ. Ӗнер, ҫурлан 18-мӗшӗнче, малтан пӗлтернӗ пекех Шӑнкӑртамра «МИ-2» вертолета савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта республика тата федераци шайӗнчи пуҫлӑхсем, чиркӳ ҫыннисем, депутатсем пырса ҫитнӗ. Раҫҫейӗн Геройӗ Николай Гаврилов хӑй те пулнӑ. Палӑка уҫма кайнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев палӑк вырӑнӗ ӗмӗрлӗх мухтав элемӗ кӑна мар, халӑх пӗрлӗхне те палӑртмалла тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Михаил Васильевич авиацин генерал-лейтенантне Николай Гаврилова тав тунӑ. Мемориал комплексне тума тӳпе хывнӑ ытти ҫынна та Михаил Игнатьев тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Унтанпа 13 ҫул иртрӗ… Ҫапах ҫав хурлӑхлӑ кун ҫынсен асӗнчен тухас ҫук. Уйрӑмах – Тӑвай районӗнче пурӑнакан халӑх асӗнчен. Сӑмахӑм - 13 ҫул каялла, 2002 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче, Тӑвай патӗнче автобус ҫырмана анса кайни пирки. Шӑпах ҫав кун «Тӗнеяль — Канаш» рейспа ҫӳрекен автобус Тӑвай ҫывӑхӗнчи ҫырмана анса кайнӑ. Ку ирхи 8 сехет те 20 минутра пулнӑ. «ПАЗ» маркӑллӑ автобус салонӗнче ун чухне 61 ҫын пулнӑ. Автобусӑн тормозӗ пусӑнман тесе палӑртнӑ сӑлтавне. 59 ҫулти водитель хӑвӑртлӑха пӗчӗклетес тесе тӗмеске ҫине кӗрсе кайнӑ. Анчах автобус чарӑнман — ҫулран пӑрӑнса тарӑн ҫырмана сикнӗ. Ҫапла ҫырнӑ тепӗр кунхине «Газета.Ру» хаҫат. Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, транспорт чарӑниччен темиҫе хут ҫаврӑннӑ. Ҫынсем ҫырма тӑршшӗпе тухса ӳкнӗ. 20 ҫын вырӑнтах вилнӗ. Тепӗр 5-шӗ пульницӑра куҫне хупнӑ. Ҫав йышра — 5 ҫулти ача та. Вилнисенчен чылайӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Вӗсем Йӑнтӑрчӑ тата Тӗнеяль ялӗсенчен пулнӑ. Ун чухне 30 ытла ҫын йывӑр суранланнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай туса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре колонирен тарнӑ ҫынна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. Ку иртнӗ шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пулнӑ. Александр Ладин Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ 8-мӗш поселени колонийӗнчен тарнӑ. Вӑл хӑй Чулхула облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. Йӗплӗ пралук леш енне ҫынна хӗненӗшӗн 8 уйӑхлӑха лекнӗ. Колонире унӑн тепӗр икӗ уйӑх лармалли юлнӑ. Александр Ладин унччен те судпа айӑпланнӑ. Хӑй 48–53 ҫулсенчи пек курӑнать. Куҫӗсем ҫутӑ кӑвак, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Вӑл тӗттӗм тӗслӗ кофта, шӑлавар, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Александр Ладина куракансене 02 е 62-05-91 телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ун пирки пӗлтерме УФИНӑн Чӑваш Енри чаҫне 39-08-50 номерпе те шӑнкӑравлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗнчи «Женьшень» сывлӑха упрамалли клуб пайташӗсем малашне камран тӗслӗх илмеллине пӗлеҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть Олимп чемпионки Елена Николаева патӗнче хӑнара пулса курнӑ. Елена Николаевна вӗсемпе сывлӑха ҫирӗплетмелли хусканусем тунӑ. Ку вара пурне те вӑй-хал хушнӑ, кӑмӑлӗсене хӑпартнӑ. Унтан хӑнасем маттур ентешӗн кубокӗсемпе, медалӗсемпе паллашнӑ. Елена Николаевна хӑнасене спортри йывӑрлӑхсем пирки, хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе малашнехи планӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Женьшень» клуб пайташӗсем чемпионкӑна сывлӑха ҫирӗплетмелли хӑйсен мелӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен тӗлпулӑвӗ чей ӗҫнипе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |