Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Ырантан, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкартан Мускава социаллӑ самолет вӗҫме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех кун пирки Шупашкар аэропортӗнче ыйтса пӗлме пулать.

Самолетсем Мускавра «Внуково» аэропортра анӗҫ. Самолет Boeing 737-800 маркӑлли пулӗ. Билетсен хакӗ самолет хӑш кун вӗҫнинчен те килӗ. Ҫапах вӑл ыттисенчен йӳнӗрех.

Шупашкартан 20 сехет те 20 минутра вӗҫӗ. Мускавра вара 22 сехетре пулӗ. Каялла 17 сехет те 50 минутра тухӗ, Шупашкара 19 сехет ҫурӑра ҫитӗ.

Кӑсӑклантаракан ыйтусене 301-241, 301-487 номерсемпе шӑнкӑраваласа пӗлме пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79448
 

Республикӑра

Чӑваш Ен ҫӑлавҫисем вӑрманта ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. ЧР ИӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Атӑл леш енне шур ҫырли пуҫтарма кайнӑ та килне таврӑнман.

Ҫӑлавҫӑсем ӑна унти шурлӑхлӑ вырӑнта эрне шыраҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах хальлӗхе усӑсӑр.

51 ҫулти арҫын Сосновка поселокӗнчен. Вӑл ҫухалнӑранпа 9 кун иртнӗ ӗнтӗ.

Республикӑри тепӗр 3 ҫын та чутах шурлӑхлӑ вырӑнта ҫухалман. Хайхискерсем шур ҫырли пухма кайсан хӑйсемпе пӗрле кӗсье телефонӗ ҫеҫ илнӗ. Вӗсем ҫухалса кайнӑ. Хӗрарӑмсем киле таврӑнмасан тӑванӗсем пӑлханса ӳкнӗ. Вӗсене шырама ҫӑлавҫӑсем тухнӑ. Анчах, телее, хӗрарӑмсем хӑйсемех палланӑ ҫул ҫине тухса киле таврӑннӑ.

 

Республикӑра

Ваттисен кунӗ умӗн Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ара, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ватӑсене саламласа чыслаҫҫӗ-ҫке-ха.

ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв умӗн Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ирттерме те палӑртнӑ. Унта шӑнкӑравласа пенси пирки ыйтса пӗлме пулать.

«Хӗрӳ лини» авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ. Кирек кам та унта шӑнкӑравласа кӑсӑклантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма пултарать. Ыйтусен социаллӑ тӳлевпе, пенси саккунӗсемпе, ҫӑмӑллӑхсемпе ҫыхӑнмалла.

«Хӗрӳ линие» 8(8352) 39-36-81 номерпе шӑнкӑравламалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79424
 

Республикӑра

Республикӑра ҫулсерен «Чӑваш Ен — тӑлӑхсемсӗр» автокараван иртет. Ӑна тӑлӑхсен ыйтӑвне ыттисене явӑҫтарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Авӑнӑн 24-мӗшӗнче автокараван Шӑмӑршӑ районне ҫитнӗ. Мероприяти районти культура ҫуртӗнче иртнӗ. Зала тӑлӑхсене опекӑна, усрава илнӗ ҫемьесем, социаллӑ педагогсем, реабилитаципе тӳрленмелли центрӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ.

Шӑмӑршӑ район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пай пуҫлӑхӗ Н.Ендиеров ачасене хӑйсен ҫемйисене воспитани пама илнӗ ҫынсене тав тунӑ. Мероприятире тӗрлӗ ыйту тавра калаҫнӑ. Тӑлӑхсене ҫемьесене вырнаҫтарас ӗҫе пӗтӗмлетнӗ.

Ыйтусене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн 3 секци ӗҫленӗ. Вӗсем консультаци, тренинг, ӑсталӑх класӗ евӗр иртнӗ. Унтан Карапай Шӑмӑршӑри Исаевсем патне ҫитнӗ. Вӗсем тӑлӑхсене хӑйсен хӳттине илнӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Григорьевсем кевер туя паллӑ тунӑ. Иван Григорьевичпа Валентина Тихоновна пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ.

Иван Григорьевич 30 ҫула яхӑн автоколонна водителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 88 ҫулта та кирек мӗнле транспорта та илеттерме пултарать.

Мӑшӑр аса илнӗ тӑрӑх, вӗсен туйӗ чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса иртнӗ. Ку 1955 ҫулта пулнӑ. Вӑл пулас мӑшӑрне лашапа илсе килнӗ. Аслисем пил панипе пурӑннӑ вӗсем.

Мӑшӑр вӑрҫа час-часах аса илет. Тӑванӗсене ӑсатнине, ҫыру кӗтнине… вӗсем аслисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен награда нумай.

Григорьевсен икӗ ача. Мӑнукӗсем виҫҫӗн. Вӗсем пӗр-пӗрне юратни, ӑнланни — ҫакӑ ҫемье пурнӑҫне тӑсаканни тесе шутлаҫҫӗ вӗсем.

Пӗр-пӗрне итлемелле, вӑрҫмалла мар. Ҫапла калаҫҫӗ Григорьевсем. Икӗ ватӑ пӗрле пурнӑҫ сукмакӗпе утнӑшӑн савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ене Раҫҫей эстрадинчи паллӑ «ҫӑлтӑр» килнӗ. Анна Семенович Кӳкеҫ поселокӗнче концертра юрланӑ.

Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Кӳкеҫре «Скания» урапан дилер центрӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йӗркеленӗ. Концертра тӗп номере «Блестящие» ушкӑнӑн экс-солистки Анна Семенович пурнӑҫланӑ.

Концертра Раҫҫей эстрада юрӑҫи юрланисӗр пуҫне ташӑсем, шоу пулнӑ. Мероприятие ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Вӑл департамент директорӗпе Зденек Петраспа килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79369
 

Республикӑра

Республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗн хатӗрленӳ тапхӑрӗ авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Регистраторсем ҫыравӑн суйласа илнӗ обьекчӗсен списокӗсене тишкерсе пӗтернӗ.

Аса илтерер, ял хуҫалӑх ҫыравӗ килес ҫулхи утӑн 1 - ҫурлан 15-мӗшӗсенче иртӗ. Аякри вырӑнсенче ӑна каярах йӗркелӗҫ: ун пеккисенче ҫырав авӑнӑн 15 – чӳкӗн 15-мӗшӗсенче пулмалла.

Ятарласа суйласа илнӗ 107 ҫын хулара пурӑнакансен хуҫалӑхӗсенчи кӑтартусене тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен ҫӗр лаптӑкӗ пурри, пур пулсна мӗн чухлӗ лаптӑк пирки, выльӑх-чӗрлӗх тытнипе тытманнине ыйтса пӗлнӗ. Ҫырса ҫӳрекенсем садсенче, пахчасенче, дачӑсенче те пулнӑ.

Ҫырав объекчӗсен регистраторсем хатӗрленӗ списокӗсене тӗпе хурса кашни муниципалитетра шутлав тата инструктор участокӗсен шутне палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/spisoksem-hater
 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Раҫҫейре тата ют ҫӗршывра палӑрнӑ ӑсчаха, педагога, этнопедагогика шкулне йӗркелекене, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне, профессора, ҫыравҫа, куҫаруҫа, критика Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫма палӑртнӑ.

Унӑн бюстне шкул умне вырнаҫтарӗҫ. Аслӑ Елчӗк шкулӗ унӑн ячӗпе хисепленет. Скульптурӑна тумашкӑн халӑхран, районти ҫынсенчен укҫа пухнӑ. Палӑкӑн авторӗ — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Вячеслав Немцев скульптор. Вӑл хӑй те Аслӑ Елчӗкре ҫуралса ӳснӗ.

Халӗ бюста вырнаҫтарма хатӗрленеҫҫӗ. Постамент лартаҫҫӗ, ҫывӑхри территорие хӑтлӑлатаҫҫӗ.

Авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Аслӑ Елчӗк уявӗнче, бюста лартӗҫ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Геннадий Никандрович патӗнче вӗреннисем, Шупашкар хӑнисем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килӗҫ. Пысӑк концерт йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав кунах Аслӑ Елчӗкре футбол енӗпе район турнирӗ иртӗ.

Сӑнсем (7)

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пӗр санатори тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Шупашкарти шыв управне вараланӑшӑн явап тыттарасшӑн. Кун пирки ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Ен санаторийӗ» Атӑла сиенлӗ япаласемпе вараласран сыхланман.

2015 ҫулта санатори Шупашкарти шыв управне сиенлӗ япаласем кӑларнӑ. Вӑл йышра аммоний, нитрит-анион, фосфатсем пулнӑ. Ҫавна май «Чӑваш Ен санаторийӗ» акционерлӑ уҫӑ общество тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе ӗҫ пуҫарнӑ. Директор тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Унӑн ҫак ҫитменлӗхе пӗтерме тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79337
 

Республикӑра

Чӑваш Ен полицейскийӗсем 30 хӗрарӑма вӗлернӗ ҫынна шыраса тупма пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Хӑрушӑ преступнике шырани пирки ЧР Следстви комитечӗ пӗлтерет.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Удмурт, Тутар, Чӑваш республикисенче тата ытти регионта 2011–2012 ҫулсенче хӗрарӑмсене вӗлернӗ. Икӗ тӗслӗхӗ Шупашкарта пулнӑ.

Преступник 75–90 ҫулсенчи ватӑсем патне ТСЖ е социаллӑ служба ӗҫченӗ евӗр пырса кӗнӗ те хӗрарӑмсене пӑвнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫак преступленисене пӗр ҫын тунӑ.

Ҫав арҫын 20–35 ҫулсенче, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ те ҫутӑ. Хура тӗслӗ куртка тӑхӑнма пултарнӑ, шӑлаварӗ хура, калпакӗ те ҫавӑн тӗслех.

Ун пирки пӗлекенсене 8 (8352) 66-24-31 е 66-24-88, 24-14-25 е 8 (831) 419-82-08 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79303
 

Страницӑсем: 1 ... 554, 555, 556, 557, 558, 559, 560, 561, 562, 563, [564], 565, 566, 567, 568, 569, 570, 571, 572, 573, 574, ...640
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 16

1926
99
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ.
1937
88
Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1946
79
Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1962
63
Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1993
32
Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та