Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Вӑрнар районӗн хаҫӑчӗ юбилейне паллӑ тунӑ. 85 ҫул каялла, 1930 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑ. Вӑл ун чухне «Социализм ҫулӗпе» ятлӑ пулнӑ.

Халӗ хаҫат чӑвашла тухса тӑрать. Тӗп редактор тивӗҫне Вячеслав Николаев пурнӑҫлать. Унӑн тиражӗ — 4250 экземпляр. Хаҫат обществӑпа политика, социаллӑ экономика ыйтӑвӗсене ҫутатать.

Район хаҫатӗнче малтанах Мӗтри Кипекӑн, Иван Ивникӑн, Григорий Лучӑн, Виталий Родионовӑн, Анатолий Емельяновӑн тата ыттисен статйисем пичетленнӗ. Кайран вӗсем литературӑра, ӑслӑлӑхра палӑрнӑ.

Ку таранччен редакторта 23 ҫын ӗҫленӗ. Хаҫат чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Пӗрремӗшӗсенчен пӗрине 1939 ҫулта панӑ. Хаҫат халӗ те ҫулсерен иртекен конкурссенче ҫӗнтерет. Унта ӗҫлекенсем ҫамрӑк. Тиражӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать.

Хаҫат тӑватӑ ҫул «Раҫҫей прессин ылтӑн фончӗ» палла тивӗҫнӗ. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ грантсене те ҫӗнсе илнӗ вӑл. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Раҫҫейри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ хаҫатсен йышне кӗртнӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре те, Раҫҫейре те пултаруллӑ та пуҫаруллӑ ҫамрӑксене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Ҫулсерен 15–25 ҫулсенчи яш-хӗре «Вӗренӳ» наци программипе килӗшӳллӗн преми параҫҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта ирттернӗ мероприятисен пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри 34 ҫамрӑка РФ Президенчӗн премине пама йышӑннӑ. Вӗсенчен 12-шӗ — 60-шер пин, 22-шӗ 30-шар пин тенкӗ илӗҫ.

Лауреатсен йышне Раҫҫей шайӗнче иртнӗ олимпиадӑсен, республика конкурсӗсенче ҫӗнтернисене кӗртнӗ. Кӑҫал премие тивӗҫнисенчен ытларахӑшӗ — Шупашкартан. Муркаш районӗнчен — 3 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 2 ҫын. Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ районӗсенчен пӗрер ҫын.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 28–29-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫыравҫӑ, журналист, кинокритик, сценарист, наци кухнин тӗпчевҫи Ольга Лаптева ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.

Мускав хӑни пирӗн пата пӗрремӗш хут кӑна килмест. Ольга Александровна кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ кинофестивале хутшӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара «Ҫамрӑксен хули» вӗренӳ канашлӑвӗнче эксперт пулнӑ.

Хальхинче Ольга Лаптевӑна Альбир Крганов муфтий чӗннӗ. Ольга Александровна Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче юпан 28-мӗшӗнче иртнӗ экономика канашлӑвне хутшӑннӑ.

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара Ольга Лаптева культура тата ӳнер учрежденийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӗсем ҫӗнӗ проектсене сӳтсе явнӑ. Ольга Лаптевӑна Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче иртекен «Истоки» канашлӑва та чӗннӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри географи диктантне ҫырнӑ. Акци ҫӗршывра пӗрремӗш хут иртнӗ.

Пӗрремӗш хут иртнӗ пулсан та унта чылай ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 781 ҫын парта хушшине ларса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.

ЧР влаҫӗсен порталӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта хутшӑннӑ чи кӗҫӗн ҫын 2-мӗш класс ачи пулнӑ. Чи асли вара — 79 ҫулти ҫын.

Географи диктанчӗ «Манӑн ҫӗршыв — Раҫҫей» темӑпа иртнӗ. Заданире 25 ыйту пулнӑ. Диктанта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ҫырнӑ.

Акци йӗркелӳҫисем географи диктанчӗ ҫынсен пӗлӳ шайне тӗрӗслеме май панине шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79936
 

Республикӑра

ЧР влаҫӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ Леонид Якубович тата Раҫҫей Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов килсе кайнӑ. Икӗ тус пирӗн республикӑна час-часах пӗрле килсе ҫӳреҫҫӗ.

Николай Гавриловпа Леонид Якубович Етӗрне хулинче пулса курнӑ. Вӗсем летчика халалланӑ стела патӗнче чарӑннӑ.

Ку юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. Хисеплӗ хӑнасем стела патне чечексем хунӑ. Тӗлпулӑва Етӗрне ҫыннисем те пухӑннӑ. Вӗсем Леонид Якубовичпа сӑн ӳкерӗннӗ, автограф ҫыртарнӑ.

Николай Гаврилов Етӗрнене яланах савӑнса килнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл етӗрнесем хӑйсен хулине юратнине, уншӑн тӑрӑшнине каланӑ.

Етӗрнесем хисеплӗ хӑнасене — Николай Гаврилова тата Леонид Якубовича — тулли кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79934
 

Республикӑра Вячеслав Рафинов
Вячеслав Рафинов

Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра Этем правине, Ачасен правине тата Усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйсем ӗҫлеҫҫӗ. Халӑхӑн пӗр-пӗр уйрӑм сийӗн интересне мала кӑларакан ҫак органсене пуҫарса яни ытлашши нумаях та мар, ытлашши сахалах та мар.

Республикӑри ачасен правине хӳтӗлеме Чӑваш Енре Вячеслав Рафинова лартнӑччӗ. Вӑл — Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра чылай ҫул тӗп тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа Вячеслав Викторович — анестизиолог.

Маларах ачасен хӳтлӗхҫин аппарачӗ Правительство ҫуртӗнче ларатчӗ. Халӗ ӗҫ вырӑнӗ улшӑннӑ. Ачасен хӳтлӗхҫи патне йышӑнӑва каяс тесен Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 84-мӗш ҫурта ҫитмелле. Телефон номерӗ — 58-41-01. Электрон адрес ылмашман: ombudsman@cap.ru.

 

Республикӑра

Шупашкарта ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. «Ҫамрӑк поэтсем — Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ» конкурса чылаййӑн хутшӑннӑ.

Жюри умне Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкартан килнӗ ачасем тухса сӑвӑ вуланӑ.

Конкурса Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне халалласа ирттернӗ. Ҫавна май сӑвӑ темисем те унпа килӗшсе тӑнӑ: туслӑх, пӗрлӗх, Тӑван ҫӗршыва юратни.

Ачасем конкурсра хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсене ҫеҫ вуланӑ. Сӑвӑсем чӑвашла та, вырӑсла та янӑранӑ. Чылайӑшӗ поэзи кружокне ҫӳрет-мӗн. Сӑмах май, кунашкал кружоксем халӗ чылай шкулта, пултарулӑх центрӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.

Жюри паташӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасен сӑвӑ ҫырас ӑсталӑхӗ ӳснӗ. Альбина Юрату ҫапла палӑртнӑ: поэзи пур пулсан пуласлӑх та пур.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей патриочӗсем» патриотлӑх канашлӑвӗ иртнӗ. Унта Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти 9 ача, пурте 9–17 ҫулсенчисем, хутшӑннӑ.

Канашлу Анапа хулинче иртнӗ. Пӗтӗмпе 18 регионтан 14–18 ҫулсенчи 200 ытла ача килнӗ унта. Канашлу юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланса 29-мӗшӗнче вӗҫленнӗ.

Чӑваш ачисем Чӑваш Ене тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Гражданпа патриотлӑх воспитанине парас тытӑмри социаллӑ проектсен конкурсӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2-мӗш вырӑна — Севастополь, 3-мӗшне Удмурт Республики тивӗҫнӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта 10-мӗш класра вӗренекен Анастасия Зотовӑна РФ Ҫамрӑксен пӗрлӗхне йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, 2016 ҫулта Республика кунне Элӗк районӗнче паллӑ тӑвӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунне Шупашкарта тата пӗр районта ирттереҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи уява паллӑ тума Элӗк районӗ тивӗҫнӗ.

Михаил Игнатьев Элӗк районӗ хӑнасене йышӑнма хатӗррине ҫирӗппӗн пӗлтернӗ. Ҫавна май ЧР Министрсен Кабинетне вӑл мероприятисен планне хатӗрлеме, ӑна ҫирӗплетме хушнӑ.

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхсене Элтепер чӑвашсен наци уявне «Акатуя» тата культурӑпа спорт мероприятийӗсене йӗркелеме сӗннӗ.

Аса илтерер: Республика кунне ирттермешкӗн районсене конкурс ирттерсе суйлаҫҫӗ. Ҫак хисеплӗ уява ирттерме тивӗҫнисене ЧР Элтеперӗн грантне те параҫҫӗ. Ӑна ялсенчи инфратытӑма аталантарас ҫӗре яраҫҫӗ. Михаил Игнатьев 2013 ҫулта алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, грант 10 миллион тенкӗпе танлашать.

 

Республикӑра

Пӗрле нумай-нумай ҫул пурӑнакансенчен тӗслӗх илмелле ҫамрӑксен. Улатӑрта пурӑнакан Геннадий Ильичпа Таисия Петровна Ликачковсем яш-хӗршӗн чӑннипех те тӗслӗх пулаяҫҫӗ.

Мӑшӑр «Чукун ҫул ӗҫченӗсен клубӗнче» паллашнӑ. Вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул хыҫа юлнӑ. Ликачковсем ывӑлпа хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсем икӗ мӑнукӗпе тата вӗсен ачипе савӑнаҫҫӗ.

Геннадий Ильич 1940 ҫулта Кӑркӑсстанра ҫуралнӑ. 1952 ҫулта ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Улатӑр хулине куҫса килнӗ. 1964–1994 ҫулсенче вӑл «Электроавтомат» савутра ӗҫленӗ.

Таисия Петровна Улатӑр хулинчех ҫуралса ӳснӗ. Шкул пӗтерсен вӑл, 1963 ҫулта, «Электроприбор» савута ӗҫе вырнаҫнӑ. Унта Таисия Петровна 30 ытла ҫул ӗҫленӗ.

Мӑшӑр Кантемиров дивизийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ мӑнукӗпе Ильяпа мухтанать. Вӑл 2013 ҫулта Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ.

Ликачковсене «Ҫемьесен юбилейлӑ кӗнекине» кӗртнӗ. Мӑшӑр унта алӑ пуснӑ. 50-мӗш туй кунхине вӗсем ҫӗрӗсемпе ылмашӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 564, 565, 566, 567, 568, 569, 570, 571, 572, 573, [574], 575, 576, 577, 578, 579, 580, 581, 582, 583, 584, ...654
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 05

1921
105
Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ.
1932
94
«Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ