Республикӑра
![]() ЧР МЧСӗ Чӑваш Ен правительствипе пӗрле ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ. Вӗсем Донбассри тата Луганск облаҫӗнчи ачасем валли пылак парнесем пухнӑ. Акци вӑхӑтӗнче 1 миллион ытла тенкӗ пухнӑ. Ҫав укҫапа канфет туяннӑ, вӗсене хутаҫа хурса парне хатӗрленӗ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче кондитер ҫимӗҫ тултарнӑ урапа Шупашкартан Самара тухса кайнӑ. Унта гуманитари пулӑшӑвӗн конвойӗ палӑртнӑ вырӑна ҫула тухнӑ. Конвой Дон ҫинчи Ростов хулине раштавӑн 16-мӗшӗнче ҫитмелле. Пылак парнесем вара ачасен аллине 20-мӗшсем хыҫҫӑн лекмелле. Унччен ЧР Сывлӑх министерстви «Чӑрӑш — Ҫӗнӗ Раҫҫее!» акци ирттернӗ. Республика Мускава, Донецк тата Луганск облаҫӗнчи ҫынсем валли, тумтир, пушмак, тетте, канцтавар, пылак ҫимӗҫ тултарнӑ 27 курупка ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кадастр инженерӗ пуласшӑннисем йышлӑ иккен. Квалификаци экзаменне ӑнӑҫлӑ тытакансен йышӗ ӳссе пырать — хальлӗхе пирӗн республикӑра 286 кадастр инженерӗ ӗҫлет иккен. Кадастр инженерӗсем ҫинчен калакан саккун ӗҫлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн аттестат илме пирӗн республикӑра 482 заявлени панӑ иккен. Экзамен тытма 478 ҫынна ирӗк панӑ, вӗсенчен 286-шӗ тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Аса илтеретпӗр, пурлӑха харпӑрлӑх куҫариччен малтан ӑна кадастр учетне тӑратнӑ. Ун валли вара чылай чухне ҫӗр лаптӑкне виҫмелле, техника планӗ хатӗрлемелле. Кадастр ӗҫне тутарма инженер шыранӑ чух хайхисен аттестат пуррипе ҫукки пирки кӑсӑкланмалла. Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама аттестатлисен кӑна ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Украинӑран тарса килнӗ Зарайскисен Чӑваш Енре тӑван та, тус-юлташ та ҫук-мӗн. Апла пулин те вӗсене Хӗрлӗ Чутай районӗнче лайӑх йышӑннӑ иккен. Валентинӑпа Владимир Зарайскисем Донбасри Лисичанск ятлӑ промышленность хулинче пурӑннӑ. Владимир Иванович хӑй вӑхӑтӗнче шахтӑра, Валентина Васильевна хулари резинӑпа техника заводӗнче ӗҫленӗ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Асар-писер самана пуҫлансан вӗсем пурӑннӑ вырӑна малтан пӗр снаряд, унтан тепри килсе ҫуртсене аркатма пуҫласан ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлесе тунӑ пурлӑх пирки мар, ҫемьене, ачисене ҫӑлмалли пирки хыпӑнса ỹкнӗ. Зарайскисен хӗрӗ хӑйсен хуйхине Мускавра пурӑнакан палланӑ чӑваш хӗрарӑмне каласа панӑ. Уҫӑ та ырӑ чӗреллӗ хӗрарӑм пулӑшма хатӗррине, чӑваш ялӗнче тӑватӑ ҫул каялла вилнӗ ашшӗн ҫурчӗ пушӑ ларнине пӗлтерсе унта кайма сӗннӗ. Мӗнпе пулнӑ — ҫавӑнпах тухнӑ иккен ҫемье. Украинӑра вӗсен виҫӗ пỹлӗмлӗ икӗ хваттер, машина, гараж юлнӑ. Халӗ вӗсем Чӑвашри ҫӗнӗ кӳршисене тав тӑваҫҫӗ икен. Пускил лайӑх пулсан ҫук пурнӑҫ та сисӗнмест тесе каланӑ-ҫке ваттисем. Украинӑра лару-тӑру лӑплансан ҫемье тӑван килне таврӑнма ӗмӗтленет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Игорь Савченко Паян «Про Город» редакцин порталӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Павлова пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ темиҫе кун каялла килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн таврӑнманнине каласа кӑтартнӑ. 20 ҫулти Игорь Савченко раштавӑн 8-мӗшӗнче ҫар комиссариатне кайса шута тӑнӑ. Ҫав кун 16 сехет те 40 минутра ӑна «Неон» клуб умӗнче юлашки хут курнӑ. Анастасия каланӑ тӑрӑх, Игорӗн савнӑ хӗрӗ пур. Игорь лӑпкӑ ҫын. Унпа ҫумӑн паспорт тата ҫар билечӗ пулмалла. Игорь ҫартан раштавӑн 6-мӗшӗнче ҫеҫ таврӑннӑ. Каччӑ килтен никама каламасӑр нихӑҫан та тухса кайман. Тӑванӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл юлташӗпе Муркаш районне кайма пултарнӑ. Игоре курнӑ ҫынсене 8-902-240-81-14 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен федераци программи ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫсем тӑвать. Кӑҫал Чӑваш Енре социаллӑ тытӑмри 27 объекта сусӑрсене кӗрсе ҫӳремелле меллӗ майсем тунӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — Патӑрьел районӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем. Акӑ инженер-радиотехник специальноҫӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑк каччӑ сусӑр кӳмипе ҫӳреме пултарасса шухӑшламан та. Анчах чир шала кайса вӑл сусӑрланнӑ. Темиҫӗ ҫул каялла Сергея ӗҫпе тивӗҫтерекен центра шута тӑратнӑ. Халӗ унта улшӑнусем пулнине вӑл та сиснӗ: кӳмепе кӗрсе ҫӳреме меллӗ. Пандус пур, чӗнмелли пускӑч та кунтах. Алӑксем те сарлака. Пӳлӗм планӗсене сусӑрсен обществисемпе канашласа тунӑ. Шупашкарта кӑна 30 пин ытла сусӑр пурӑнать. Центр директорӗ Анатолий Малов каланӑ тӑрӑх, ҫурта ятарласа центр валли туман. Вӑл ача пахчи пулнӑ. Халӗ пандуса кирлӗ пек тунӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 537 сусӑр килнӗ, вӗсенчен 60 процентне ӗҫ тупса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем Австрири консалтинг компанийӗн элчисемпе тӗлпулса хулари туризма аталантарасси пирки калаҫнӑ. Хулари тӳре-шарапа Австрири компани ертӳҫи Кристофер Хинтереггер тӗл пулнӑ. Ют ҫӗршыв специалисчӗн шухӑшӗпе, Шупашкарта ытларах юханшыв туризмне аталантармалла. Ҫавӑн пекех кӳлмеке тата Атӑл леш енне тимлӗх уйӑрмалла. Кристофер Хинтереггер шухӑшӗпе, Атӑл леш ӗнӗ Чӑвашри халӑх канмалли вырӑн пулмалла. Анчах Шупашкарти туризм сферине тӗплӗн тишкермелле, приоритечӗсемпе стратегие палӑртмалла. Кун валли 4-6 уйӑха яхӑн кирлӗ. Малашне хула чиновникӗсем Австри специалисчӗ сӗнӗвне тӗплӗн тишкерме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр клубра «Мисс бикини» конкурс иртнӗ. Ун пирки республикипех калаҫмӗччӗҫ-и тен… Анчах унта шкул ачи ҫӗнтерни шӑв-шав ҫӗкленӗ. Ҫитменнине, 18 ҫул тултарман пике пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку конкурса иккӗмӗш хут хутшӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ вара ӑна пулӑшнӑ, ҫӗнтерме хавхалантарнӑ-мӗн. Тӳлевсӗр саланакан пӗр хаҫатра ун пирки 14 ҫулта тесе ҫырнӑ, унтан ку хисепе 17-пе тӳрлетнӗ. ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, мораль тӗлӗшӗнчен ку чылай ыйту ҫуратать. Анчах шкул ачисене кунашкал конкурса хутшӑнтарма чаракан саккун ҫук-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗн килӗшӗвӗ ҫеҫ кирлӗ. 18 ҫул тултарманнисене кун пек конкурса хутшӑнтарма чарас ыйтӑва кӑҫал нарӑс уйӑхӗнчех ҫӗкленӗ. Раштав уйӑхӗнче Патшалӑх Думи ку проекта пӑхса тухӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна пӑснӑшӑн ашшӗ-амӑшне 5 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ, юридици сӑпачӗсене — 1 миллион тенкӗлӗх. «Раҫҫей хаҫӑчӗ» кун пек конкурссем ачасен психикине сиенлетни пирки ҫырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш наци музейӗнче интерактивлӑ курав уҫӑлнӑ. Музей пурне те Европӑна «курма» чӗнет. Курав пулӑшнипе пӗр кунта хӗвеллӗ Италире, тӗтреллӗ Альбионра пулма, Санта-Клаусӑн телейлӗ тӳммине сӑтӑрма, тӗрлӗ ҫӗршывра Хӗл мучи еплерех пулнине курма май пур. Ҫӗнӗ ҫул пирки шухӑшлама тытӑннӑ пӗрремӗш ҫӗршыв — Лапланди, Санта-Клаусӑн тӑван кӗтесӗ. Анчах Финляндире Йоулупукки ятлӑ Хӗл мучи пуррине пурте пӗлеҫҫӗ-и? Аслӑ Британире Раштав тата Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче чӑрӑша тата пӳрте омела чечек ҫыххипе илемлетме йышӑннӑ. Кашни ҫӗршывӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки пур. Вӗсемпе паллашас тесен Чӑваш наци музейӗнчи «Ҫӗнӗ ҫулхи экспресс» курава ҫитмелле. Унта ачасем валли вӑйӑсем ирттереҫҫӗ. Курав кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре республика историйӗн кӗнекине хатӗрлемешкӗн ЧР грантне тума йышӑннӑ. Ку Хушӑва Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Гранта йышӑнасси ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх воспитанийӗ парас, ҫамрӑксене истори тата культура еткерӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫыхӑннӑ. Михаил Игнатьев документа йышӑннӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне яна Ҫырӑва тата Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлассине шута илнӗ. Грант конкурсӗ 2015 ҫулта пулӗ. ЧР Министрсен Кабинетне грант калӑпӑшне тата унӑн положенине ҫирӗплетме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пысӑках мар Сӗнтӗрвӑрри хулинче тӗлӗнмелле пулӑм пулнӑ. Унта пысӑках мар ҫӳлевӗҫе тытнӑ. Ҫакскер хулари кушаксене хӑваласа тытнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцин эксперчӗсем ӑна ятарлӑ вырӑна хупнӑ. Мӗншӗн тесен унӑн урнӑ чир пуррипе ҫуккине палӑртмалла. Хальлӗхе ҫӳлевӗҫӗн урнӑ чир пуррин палли палӑрман-ха. Чӗрчун хӑйне лайӑх туять, панӑ апата кӑмӑлпах ҫиет. Ҫӳлевӗҫе карантинран кӑларсан ӑна вӑрмана каялла ярӗҫ. «Про Город» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан Олимпиада Семенова урамри кушаксене тӑрантарнӑ. Анчах пӗррехинчи вӗсем килме пӑрахнӑ. Хӗрарӑм урама тухсан ҫӳп-ҫап контейнерӗ хыҫӗнче хӑрушӑ сасӑ илтнӗ, унтан вӑл кушак виллине тата ун умӗнчи ҫӳлевӗҫе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |