Аслӑ Ҫӗнтерӳ умӗн республикӑра ветерансене, вӑрҫӑра вилнисене халалланӑ палӑка ишсе антарнӑ. Ун вырӑнне фельдшерпа акушер пункчӗ лартасшӑн.
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗн ҫыннисене ку пӑшӑрхантарать. Халӑх вырӑнти влаҫ хӑтланӑвне сивлесе РФ культура министрӗ патне ҫыру янӑ. Администраци вара ку йышӑнӑва халӑх тунине ҫирӗплетет. Ял палӑксӑр юлмассине калать. Ҫӗннине ҫӗнӗ вырӑнта тӑвӗҫ-мӗн.
Халӗ Ҫӗне Эйпеҫре икӗ вырӑнта ӗҫ хӗрӳ пырать: пӗринче ФАП ҫӗклеҫҫӗ, тепринче палӑк тӑваҫҫӗ.
Кивӗ палӑк ҫав вырӑнта 35 ҫул ытла тӑнӑ. Вӑл кивелнӗ. Ӑна йӑтса антарасси пирки ял пухӑвӗнче калаҫнӑ-мӗн, 30 ытла ҫын ку шухӑша ырланӑ.
Ҫӗннине хӑпартмашкӑн 85 пин тенкӗ ытла кирлӗ. Ӑна нимелле тӑвасшӑн, ҫынсенчен укҫа пухасшӑн. Хальлӗхе палӑк вырӑнӗнче йывӑҫсене каснӑ, никӗсне янӑ. Ҫӗнӗ палӑк клубпа юнашар пулӗ. Ӑна культӗҫченсем пӑхса тӑрӗҫ.