Республикӑра
![]() «Гражданские силы.ру» сайтри сӑн Чӑваш Республикинче ҫутӑпа чи лайӑх илемлетнӗ ял-хуласен конкурсне пуҫарнӑ. Правительство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри ҫутӑпа чи илемлӗ хитрелетнӗ хуласемпе поселоксене палӑртӗҫ. Конкурс пилӗк ушкӑнпа иртӗ: район тата республика пӗлтерӗшлӗ хуласем, хула евӗр поселоксем, администраци центрӗ пулакан ялсем, администраци центрӗ пулман ялсем. Хуласемпе поселоксене, ялсене ҫута композицийӗпе мӗнле уса курнине, объектсене епле хитрелетнине хаклӗҫ. «Чӑваш Ен ҫутти» конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑна 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен памалла. Конкурса кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Акцие хутшӑннӑ ачасем вулавӑш ӗҫченӗпе Ҫӗнӗ ҫул умӗн Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул парни — ача-пӑча вулавӑшне» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсем, Етӗрнери 3-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекенсем, «Ылтӑн уҫӑ» ача пахчин шӑпӑрланӗсем вулавӑша пӗр уйӑхра 200 ытла кӗнеке-журнал, 14 сӗтелҫи вӑййи парнеленӗ. Акци вулавӑшӑн мӗн чухлӗ нумай тус пулнине кӑтартнӑ. Милена Журавлева тата Нина Петрова 16 кӗнеке парнеленӗ. Егорпа Вадим Дербеневсем ачасем валли 52 кӗнеке тата сӗтелҫи вӑййи йӑтса килнӗ. 1, 4-мӗш классенче вӗренекенсем тата ача пахчинчи шӑпӑрлансем те интереслӗ кӗнекесем парнеленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Акцие хутшӑннисене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Сӑмах май, вулавӑша сахал укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вулакансем парнеленӗ кӗнекесем темрен те хаклӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче халӑха мӗнле ыйту ытларах канӑҫ памасть? Паллах, общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ. Ытларах чухне ӑна ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче хӑпартаҫҫӗ те нумайӑшӗ кун пирки халех пӑшӑрханать. Чӑваш Республикинчи конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва хальлӗхе пӑхса тухса пӑнчӑ лартман. Ӑна ҫитес ҫул пӑхса тухӗҫ. ЧР Транспорт министерствин ҫӑлкуҫӗсем вара хаксем 2015 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ҫавӑн пекех пуласса пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗн кавалерӗ Евгений Карпеев Ку шухӑша Ҫӗнӗ ҫула патшалӑх наградипе кӗтсе илекенсенчен пӗри палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вара республикӑри 46 ӗҫчене хисеп тунӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене Раҫҫей шайӗнчисемпе, теприсене республикӑрисемпе чысланӑ. Наградӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тыттарнӑ. Хисепе тивӗҫнисем хушшинче культурӑра, ӑслӑлӑхпа ӳнерте, ял хуҫалӑхӗпе промышленноҫра, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем, нумай ачаллисем пур. Чи малтан сцена ҫине Комсомольски район пуҫлӑхӗ — унти Депутатсен пухӑвӗн председателӗ, вырӑнти райпо ертӳҫи Евгений Карпеев хӑпарнӑ. Ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе хакланӑ. Чыслава хутшӑннӑ Зинаида Паршагина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек пысӑк шая мӗншӗн тивӗҫни пирки ыйтсан Евгений Иванович хуравлама тӑхтаса тӑнӑ иккен, унтан хӑй кампа ӗҫленисене аса илме тытӑннӑ-мӗн. «Ҫынсем тӑрӑшнине кура. Награди мана тивӗҫрӗ», — тенӗ иккен сӑпайлӑ пуҫлӑх. Карпеев евӗр наградӑпа ҫавӑн пекех Алла Стальскаяна чысланӑ. Раҫҫей Президенчӗ Тав ҫырӑвӗсем те пулнӑ. Вӑл Олимп объекчӗсене хатӗрленӗшӗн Римма Салантаевапа Константин Долгашев доцента палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн сирена сассине илтсен пӑшӑрханса, хӑраса ӳкмелле маррине пӗлтерет. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре халӑха электрон мелпе пӗлтермелли тытӑма тӗрӗслеҫҫӗ. Тӗрӗлев пуҫланасси пирки урамра лартнӑ сиренӑсемпе громкоговорительсем пӗлтерӗҫ. Кун пирки радиопа телекурав та хыпарлӗҫ. Раштавӑн 30-мӗшӗнче, эппин, сирена сассине илтсен хӑраса ӳкмелле мар, малалла ӗҫлемелле. Чӑннипе, ытти чухне сирена сасси авари, катастрофа, тӑшман тапӑнни пирки пӗлтерет. Ҫавӑнпа кун пек чухне родиоприемника, телевизора ямалла, унта мӗн хыпарланине итлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача пособийӗ илекенсен йышӗ республикӑра килес ҫул ӳсмелле. Ҫакӑн пирки «Чебоксарские новости» хаҫат пӗлтерет. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен тӳлекен пособие тивӗҫес тесен мӗн чухлӗ тупӑш кирлине палӑртнӑ. Кӑҫал ҫав сумма ҫемьери кашни ҫын пуҫне вӑтамран 15 пин те 309 тенкӗ ларнӑ пулсан, килес ҫултан унӑн виҫи 16 пин те 481 тенкӗрен иртмесен виҫҫӗмӗш е ытларах ача ҫуралсан уйӑхсерен пособи парса тӑрӗҫ. Уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне вӑтамран ҫавӑн чухлӗ тенкӗ лартма чылайӑшне йывӑррине шута илсен, пособи илекенсен шучӗ, чӑн та, ӳсесси куҫкӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паллӑ мар ҫынсене тата килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсен виллисене пытармалли укҫа-тенкӗ виҫине палӑртнӑ, кун пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, пӗр ҫынна пытарма организаци 4882,54 тенкӗ илӗ. 130,87 тенки документсене хатӗрлеме кайӗ. Постановленире палӑртнӑ тӑрӑх, ку пурнӑҫланассишӗн Шупашкар хула администрацийӗн ҫумӗ Максим Семенов яваплӑ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштавӑн 24-мӗшӗнче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнчен 46 ача Мускава ҫула тухнӑ. Паллӑ ӗнтӗ унта Ҫӗнӗ ҫул умӗн мӗн тума кайни — ёлкӑна! Кӑҫал раштавӑн 26-мӗшӗнче пулакан Президент чӑрӑшне 46 ача кайнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова ачасене уявра хастартарах пулма суннӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ наци пухӑнать-ҫке-ха. Шӑпӑрлансем ҫула тухас умӗн уявран мӗн кӗтнине каласа кӑтартнӑ. Хӑшӗ-пӗри ёлкӑра юрлама ӗметленет, теприсем — ташлама. Виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ калама шухӑшлаҫҫӗ. Раштавӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енрен тепӗр делегаци кайӗ. Вӗсем Чулхулари чӑрӑша ҫула тухӗҫ. Унта РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич уяв ирттерӗ. Чулхулана Чӑваш Енри 30 ача кайӗ. Вӗсем — ача ҫурчӗн воспитанникӗсем, нумай ачаллӑ ҫемьерисем, вӗренӳре палӑрнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗнче «Музей тата ачасем» вӗренӳ программипе килӗшӳллӗн «Музейри шкул» проект старт илнӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти 49-мӗш шкул ачисем Культура тата Литература ҫулталӑкӗсене халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑ. Ачасем Чӑваш наци музейӗнчи тата унӑн филиалӗнчи экспонатсемпе паллашнӑ. 2-мӗш класра вӗренекенсем валли «Ҫутҫанталӑкри улшӑнусем. Хӗлле» заняти ирттернӗ. Вӗсем чӗрчунсем хӗле мӗнле хатӗрленнине аса илнӗ. 5-мӗш класра вӗренекенсем Ҫар мухтавӗн музейӗнче «Салют, Ҫӗнтерӳ!» акцие старт панӑ. Акципе килӗшӳллӗн сӑвӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. 8-мӗш классем «Ҫӗнӗ ҫул экспресӗпе» ҫула тухнӑ. 5 минутра вӗсем Италие, Альбиона ҫитсе курнӑ, ӑсталӑх класӗсене хутшӑннӑ. Литература музейӗнче 6-мӗш классем валли экскурси ирттернӗ. Вӗсем «Чӗрӗ театр» интерактивлӑ занятие хутшӑннӑ. 3-мӗш классем «Асанне арчинчен» занятие хутшӑннӑ. Вӗсем пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсемпе, чӑваш халӑх юмахӗсемпе, савӑт-сапапа паллашнӑ. «Тӗрӗ паллисем» ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ, ачасем хӑйсем те тӗрленӗ. Ытти классем те тӗрлӗ занятисене хутшӑнса тавракурӑмне анлӑлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ҫулталӑк кӗнекине суйла» акци иртнӗ. Акцие районти пур вулавӑш та хутшӑннӑ. Вулакансене 2014 ҫулта вуланӑ чи килӗшнӗ кӗнеке ятне аса илме, уншӑн сасӑлама ыйтнӑ. Ангелина Павловская ҫырнӑ «Вӗрене шывӗ те пылак» кӗнекешӗн чи нумаййӑн сасӑланӑ. Вӑл 234 ҫынна килӗшнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вулакансене кӗнекере ҫивӗч сюжет чӑваш хресченӗсен пурнӑҫӗнчи ҫутӑ самантсем пӗрлешни, кун пирки епле ҫырса кӑтартни килӗшнӗ. Пӗтӗмпе вулавӑша ҫӳрекенсем чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв авторӗсене 100 ытла кӗнекине палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ М.Самарскин «Радуга для друга», М.Стедманӑн «Свет в океане», Е.Вильмонтӑн «Трепетный трепач», О.Ройӑн «Шаль», Г.Максимовӑн «Вӑхӑта парӑнман юрату», Д.Мойесӑн «До встречи с тобой», Д.Лондонӑн «Белый клык», У.Эьменьӑн «Упраймарӑм сана» кӗнекисене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |