Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре тӗлӗнмелле чӗрчуна тупнӑ. Мӗншӗн тӗлӗнмелле-ха? Ара, унашкаллине пирӗн республикӑра кашни кун кураймӑн та. Вӑрманта хир качаки путекне тупнӑ. Иртнӗ эрнере Шупашкар ҫыннисем хурӑн ҫырли пуҫтармашкӑн Муркаш районӗнчи вӑрмана кайнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем путеке, амӑшӗсӗр, юлнӑскере, асӑрханӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхине вӗсем кун пирки Госохотрыбслужбӑна пӗлтернӗ. Ведомство инспекторӗсем вӑрмана ҫитсе чӗрчуна тупнӑ. Специалистсем пӗр вӑхӑт чӗрчуна сӑнанӑ. Анчах унӑн амӑшӗ каялла таврӑнман. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хир качаки путекки выҫса кайнӑ, нӑйкӑшма тытӑннӑ, вӑйсӑрланнӑ. Амӑшӗ ун патне таврӑнманран инспекторсем чӗрчуна Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркри зоокӗтесе пама шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре йӗрке хуралҫисем пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Ахальтен мар. Вӑл йывӑр преступлени тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын йывӑр преступление Улатӑр хулинче тума пултарнӑ. Сӑнӳкерчӗкри арҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнать, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Вӑл хӗвелрен хӳтӗлекен куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳреме пултарать. Ведомство ҫав арҫын ӑҫта пулнине пӗлтерекене укҫан хавхалантарма шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвашстат сайтӗнчи сӑн Чӑвашстат кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл икӗ пайран тӑрать, унта Чӑвашстатӑн ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче мӗнле ӗҫленине ҫутатнӑ. Ведомство ҫак кӗнекене Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Кӗнеке «Чӑваш Ен статистики — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче» ятлӑ. Вӑл кун ҫути курни пирки ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче Чӑваш Республикин вӑрҫӑчченхи, ун вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи экономикӑна тата социаллӑ тытӑма ҫутатнӑ. Документаллӑ материалсене официаллӑ статистика пуххисене, патшалӑх архивӗнчи документсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Кӗнекере ӳкерчӗксем нумай. Сӑнӳкерчӗксене Чӑвашстат ӗҫченӗсен архивӗнчен илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуштӑ конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑсать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун пек тӗв туни – Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ. Монополипе кӗрешекенсем патне Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗри иртнӗ уйӑхра ҫӑхавпа тухнӑ. Вӑл вырӑнти пуштӑ филиалӗ абонент ешчӗкне тытса тӑнишӗн ытлашши хаклӑ ыйтать тесе кӑмӑлсӑрланнӑ. Ку вӑл Конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калкан саккунӑн 10-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать тесе шухӑшланипе монополипе кӗрешекенсем филиал тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ. Ӗҫе ҫитес уйӑхӑн 8-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Маларах ҫӗршывӑн Ҫыхӑну министерстви «Раҫҫей Пуштине» пуштӑ ешчӗкӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ, ыттисене абонентсенчен ҫыру ҫыртарса ирӗк илме хушнӑ. Анчах ҫакӑ пуштӑ ешчӗкӗ «Раҫҫей пуштин» харпӑрлӑхӗ шутланмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗнче чи лайӑх суд приставӗсене палӑртнӑ. Конкурс тӑватӑ енпе иртнӗ: «Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Шырав ирттерекен чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Судра ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», «Чи лайӑх дознаватель». Конкурса хутшӑнакансене 2014 ҫул кӑтартӑвӗ тӑрӑх хакланӑ. Вӗсен ҫулталӑкран кая мар ӗҫ стажӗ кирлӗ пулнӑ. Дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнисен те конкурса хутшӑнма май килмен. Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи суд приставӗсен пайӗн приставӗ Александр Герасимов «Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ» ята тивӗҫнӗ. Улатӑрти Александр Балкаев — «Шырав ирттерекен чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», Комсомольскинчи Владимир Калашников — «Судра ҫирӗплетнӗ йӗркене тытса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ», Улатӑрти Станислав Абаренов — «Чи лайӑх дознаватель». Ҫӗнтерӳҫӗсен Кировра иртекен ҫавӑн евӗр конкурсра Атӑлҫи федераци округра мала тухассишӗн ӑмӑртма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Обществи палати 21 ҫынтан тӑрать. Вӗсенчен ҫиччӗшне Чӑваш Ен Элтеперӗ палӑртать, тепӗр ҫиччӗшне — Патшалӑх Канашӗ, юлнӑ ҫичӗ кандидата халӑх пӗрлешӗвӗсен тата коммерци мар организацисен пайташӗсене маларах асӑннӑ 14 ҫын суйласа илет. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче палатӑна Элтепер тата парламент суйланӑ пайташсен пухӑвӗ иртнӗ, вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе вӗсем йыша тепӗр ҫичӗ ҫынна кӗртнӗ. Ҫапла вара халӑх пӗрлешӗвӗсен тата коммерци мар организацисен йышӗнчен Палатӑна «Аталану» регион аталанӑвӗн фондӗнчен Евгений Бондарев, Чӑваш Енӗн Фитнес-аэробика федерацийӗнчен Оксана Вербина, Православи чиркӗвӗн Шупашкарпа Чӑваш Ен Епархийӗнчен Николай Иванов, Православи чиркӗвӗн Улатӑр Епархийӗнчен Александр Коротин, «Чыслӑх пур» ҫарпа патриот центрӗнчен Николай Плотников, «Чӑвашрессовпроф» профсоюз организацийӗнчен Валентина Рыбкина, Канашри тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗнчен Мансур Хайбуллов лекнӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ суйланӑ пайташсем ҫаксем: Александр Дельман, Анатолий Князев, Светлана Лясина, Николай Паштаев, Алексей Судленков, Михаил Федотов, Олег Широков. ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫирӗплетнисем: Ирина Булыгина, Никита Бурашников, Татьяна Ефимова, Альбина Новикова, Зинаида Паршагина, Анатолий Пукки, Нина Семедова-Полупан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Литература тата ӳнер енӗпе Чӑваш Енӗн Патшалӑх премине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхне Юрий Исаева тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв кафедрин ертӳҫине Юрий Артемьева парас тенӗ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ. Хисепе Юрий Исаев виҫӗ монографирен тӑракан ӗҫшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем пурте — ӳсентӑран терминологине халалланӑскерсем: «Словообразовательный и семантический анализ флористической терминологии языков различных систем», «Флористическая терминология в языках Туранского союза», «Фитонимический концептуарий как словарь нового типа». Юрий Артемьева вара «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем» ярӑмпа «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кӗнеке кӑларнишӗн лауреат ятне парас тенӗ. Естествӑлла тата техника ӑслӑлӑхӗ енӗпе патшалӑх премине тивӗҫлӗ кандидастем тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2014 ҫулхи кӑтартусене шута илсе ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ҫамрӑксен патшалӑх премийӗ пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Камсем ӑна тивӗҫнӗ-ха? Ӑслӑлӑх, техника тата производство тытӑмӗнче «ЧЕТРА — промышленноҫ ураписем» АУО менеджерне Александр Вячеславович Егорова панӑ. Вӗренӳ, воспитани, ҫамрӑксен политикин тытӑмӗнче Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн преподавательне Андрей Витальевич Андрейчука пама йышӑннӑ. Литература, культура тата ӳнер тытӑмӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертсе пыракан мастерне, балет артистне Анастасия Станиславовна Абрамовӑна панӑ. Журналистика тытӑмӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторне Дмитрий Андреевич Моисеева пама йышӑннӑ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗн методист тухтӑрне Алёна Владиславовна Орловӑна пама йышӑннӑ. Тавралӑха сыхлас тытӑмра премие «Карӑш» экологипе биологи центрӗн педагогӗ Евгений Аркадьевич Синичкин тивӗҫнӗ. Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш ятарлӑ спорт шкулӗн тренер преподавательне Никита Валерьевич Васильева панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫлӗх центрӗсем ваканси ярмӑрккисене ирттерессине тахҫанах йӑлана кӗртсе янӑ. Ҫак кунсенче ун пекки Шупашкар районӗнче иртнӗ. Ӗҫлӗх центрӗ хальхинче район территорийӗнче, Толик Хураски ял ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен юсанмалли 6-мӗш колонийӗнче пулнӑ. Колони хӑй те ваканси ярмӑрккисене хӑй патӗнче йӗркелессине йӑлана кӗртнӗ-мӗн. Ара, айӑплава унта ирттерекенсен ирӗке тухсан ӑҫта каясси пирки те шухӑшламалла-ҫке. Судпа айӑпланнӑ ҫынна теприсем йӑпӑр-япӑр ӗҫе илесшӗн марри те вӑрттӑнлӑх мар. Ваканси ярмӑрккисем ӗҫ шыраканпа ӗҫ сӗнекенсене пӗр чӗлхе тупма пулӑшаҫҫӗ темелле-тӗр. «Чӑвашавтодорӑн» вакансийӗсемпе паллашма колонире ларакан 25 ҫынна йыхравланӑ. «Колонире пире патшалӑх тытса тӑрать. Ирӗке тухма вӑхӑт ҫывхарнӑ май укҫа ӑҫтан тупмалли, ӑҫта ӗҫе вырнаҫасси пирки шухӑшлама пуҫлатӑн. Ку ыйтупа пирӗншӗн пур хыпар та питӗ хаклӑ», — тенӗ иккен, сӑмахран, колонире айӑплав вӑхӑтне ирттерекенсенчен пӗри. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчен ретро-урапасем ҫула тухнӑ. Ӑҫта? Севастополе ҫити. Ӑна «ГАЗ 21-Ретро» автоклуб хастарӗсем йӗркеленӗ. Иртнӗ ӗмӗрти 60–70-мӗш ҫулсенчи «Волга» тата «Москвич» урапасем темиҫе ҫухрӑм парӑнтарӗҫ. «Шупашкар – Севастополь» ҫулҫӳреве тухас тесе «ГАЗ 21-Ретро» автоклуб хастарӗсем отпуск та илнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем талӑкне 700–800 ҫухрӑм кайӗҫ. Ҫулҫӳреве Ҫӗнтерӳ 70 тултарнине халаллӗҫ. Ун валли маларах, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, хатӗрленме тытӑннӑ. Хастарсем Крымри чӑваш диаспорипе ҫыхӑннӑ, маршрут хатӗрленӗ, ытти регионти ретро-урапа хуҫисене чӗннӗ. Ҫулҫӳреве Йошкар-Ола, Чулхула, Хусан ҫыннисем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ретро-кортеж Шупашкартан ирхи 6 сехетре тухса кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗсем Севастопольте пуласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |