Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе канӑва кайнӑ. Черетлине мар. Шалусӑррине. Пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан тулли мар ӗҫ графикӗпе ӗҫлекенсен тата ӗҫ паракан пуҫарнипе шалусӑр канӑва каякансен шучӗ йышланнӑ. Ака–утӑ уйӑхӗсенче тулли мар ӗҫ кунӗпе 6494 ҫын ӗҫленӗ. Ҫакӑ — ӗҫ паракансем пуҫарнипе тунӑ утӑм. Кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче те кӗскетнӗ ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем пулнӑ-ха. Анчах ку цифра ун чух иккӗмӗш кварталтинчен виҫӗ хут пӗчӗкрех шутланнӑ. Енсем килӗшнипе тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансен шучӗ 13 процент сахалланса 5641 ҫынпа танлашнӑ. Ӗҫ паракан айӑпӗпе 2653 ҫын ӗҫсӗр ларнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 33 процент пӗчӗкрех-мӗн. Ҫапах та кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе шалусӑр канӑва кайнине маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Ку йыш пӗрремӗш кварталтинчен виҫӗ хут ытла нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен скверӗ пулӗ. Ӑна хула 90 ҫул тултарнӑ чух, юбилее ҫурла уйӑхӗнче уявлама палӑртнӑ, уҫмалла. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене халалласа пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче хулара пушар машинин стелин никӗсне асӑну чулӗ хунӑччӗ. Ҫӑлавҫӑсен ведомствин ветеранӗсен канашӗн членӗ Василий Нягин ун чух Канаш чукун ҫул ҫинче тӑрӑшакансен хули кӑна мар, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен те тесе палӑртнӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен скверне уҫассине Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Тӗп управленийӗ пуҫарнӑ, вырӑнти депутатсем шухӑша ырласа йышӑннӑ. Сквер Карл Маркс урамӗпе Пушкин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте пулӗ. Пулас аллея проектне ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗ Ирина Петрова хатӗрленӗ. Унӑн варринче постамент вырнаҫтарӗҫ, постамент ҫине — пушар сӳнтерекен «Урал» машина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 27–31-мӗшӗсенче «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» марафон иртет. Ӑна Афган вӑрҫин сусӑрӗсен тата вӑрҫа пула суранланнисен пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗ тата Вӑрҫӑ сусӑрӗсен реабилитаципе интеграци центрӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администраицйӗ пулӑшнипе йӗркелет. Марафона хутшӑнакансем «Етӗрне–Ҫӗмӗрле–Канаш–Шупашкар» маршрутпа иртмелле. Ҫул тӑршшӗ 400 километрпа танлашӗ. Кашни хуларах марафона хутшӑнакансем валли мероприятисем палӑртнӑ. Ҫав шутра сусӑрсем влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ, хӑйсен ыйтӑвӗсене вӗсемпе калаҫнӑ хускатӗҫ. «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» социаллӑ-патриотла марафона предприяти-организацисене, учрежденисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, ҫынсене чӗнсе калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 32 ача вилнӗ, 2014 ҫулта — 76. Черетлӗ инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хальхинче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял пӗвине 3 тата 5 ҫулхи икӗ арҫын ача путса вилнӗ. Шӑпӑрлансем пӗве патне выляма кайнӑ, хӑйсем ӑҫта ҫул тытассине ачасем аслисене пӗлтермен. Ачасем инкеке лекнине паян республикӑн правительство ларӑвӗнче хускатнӑ. Правӑна сыхлакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑра ултӑ ача шыва путнӑ. Пӗр хӗрача Шупашкарти Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра шар курнӑ, ыттисем — ялсенче. Шывра путнисенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Тӗпчевҫӗсем ачасене пӗчӗкрен ишме вӗрентме сӗнеҫҫӗ тата куҫран вӗҫертмелле марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Республикӑн тӳре-шари те ашшӗ-амӑшӗн яваплӑрах пулма кирлине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьев Ку шухӑша паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ. Ларура республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ пирки хатӗрленӗ прогноза тишкернӗ. Михаил Васильевич Экономика министерстви тата Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ план пирки иккӗленнине палӑртнӑ. Цифрӑсене вӑл пӗчӗк тесе хурланӑ. Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана промышленноҫ, ял хуҫалӑх аталанӑвӗн кӑҫалхи кӑтартӑвӗсем тата инфляци шайӗ пирки палӑртни уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. — Эсир ӗҫлесшӗн-и? — ыйтнӑ иккен Михаил Игнатьев. — Ӗҫлетпӗр, — хуравланӑ Владимир Аврелькин министр. «Кам тӗрӗсрех прогноз парать, правительствӑн ҫӗнӗ йышӗнче ӗҫлеме ҫавӑн министрта ӗҫлеме ирӗк пулӗ», — тесе асӑрхаттарнӑ Михаил Васильевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, утӑн 21-мӗшӗнче, ҫӗрле Чӑваш Енри чӑх-чӗп фабрикинче инкек пулнӑ. Ку Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» фабрикӑра пулнӑ. «Ҫыхӑнура» канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, унта электропитани сӳннӗ, автоматика пӗр цехри вентиляцие сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 13–15 пин чӑх вилнӗ. Ҫакна предприяти ӗҫченӗсем ҫирӗплетсе каланӑ. Инкек чӑнах та ҫӗрле пулнӑ. Анчах вилнӗ чӑхсен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине тата электроэнерги мӗншӗн сӳннине вӗсем калайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене «Этносла Чӑваш Ен» турист кластерне туса федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенке усӑ курассипе кая юлса пынишӗн ят лекнӗ иккен. Ҫавна кура-тӑр иртнӗ эрнере республикӑн Правительство ҫуртне «ТРИ групп» акционерсен уҫӑ обществине йыхравланӑ. Шӑпах ӑна ӗҫе генподрядчик пулса тума шаннӑ. 7,6 миллиард тӑракан проекта пурнӑҫлама федераци хыснинчен 1,7 миллиард тенкӗ ытларах килмелле пулсан, 550 миллионне уйӑрнӑ. Анчах ӗҫӗ вырӑнта кал-кал пыни сисӗнмест иккен. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ростуризм комиссийӗ ӗҫ-пуҫ епле пынине вырӑна ҫитсе тӗрӗслемелле. Генподрядчик хӑй майӗпен ӗҫленине кризиспа тата патшалӑх подрядчикӗсемпе сӑлтавлама пӑхать имӗш. Хайхи проекта тата ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивет тесе ӗнентересшӗн иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев кун пек тӳрре тухма пӑхнине, айӑплисене шыраса ларнине ӑнланманнине пӗлтернӗ. Таса чунпа ӗҫлемесен следовательсем патне те ҫул такӑрлатма тивме лекесси пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславкка районӗнчи шыв тасатакан сооруженисем таса шыв вырӑнне сиенлӗ концентратсем кӑларнӑ-мӗн. Нефтепродукт, сульфатсем, хлоридсем… Ку концентратсен тулли мар списокӗ-ха. Ҫакна вырӑнти прокуратура пӗтӗмлетнӗ. Концентратсем нормативран ытларах тухнӑ-мӗн. Фосфат, тӗслӗхрен, 100 хут нумайрах. Нитратсем вара — икӗ хут. Ытти япаласен тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫакӑн пекех. Пӗлтӗр кӑна унта 200 кубла метр хура шыв тухнӑ. Ку йӑлтах Шурӑ Воложка юханшывне кайнӑ. Вӑл вара Куйбышев шыв управне кӗрет. Унтан вара чылай хулана шывпа тивӗҫтереҫҫӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, сооруженире хӑй вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсем туман. Ҫавна май унта кислород сахал лекет. Вӑл шыв тасатакан микроорганизмсем валли ҫитмест-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи вулавӑшра кӗнеке-билигвсем пур-мӗн. Вырӑссен тата ют ҫӗршыври паллӑ классиксен кӑларӑмӗсене, икӗ чӗлхепе тухнӑскерсене, вулавӑша парнеленӗ. Тӑвайри тӗп вулавӑша кунашкал 69 кӗнеке килсе ҫитнӗ. Вулавӑш Анна Ахматовӑн вырӑсла тата итальянла тухнӑ сӑвӑсене пуххипе, Михаил Лермонтовӑн вырӑсла, пӑлхарла, венгрла, грекла, испанла, итальянла тата ытти чӗлхепе пичетланнӗ «Демон» кӗнекипе пуянланнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӳлӗксем ҫинче Австри, Германи, Швейцари ҫыравҫисен хайлавӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене Михаил Рудницкий куҫарнӑ. Икӗ чӗлхеллӗ кӗнекесене ҫӗртме уйӑхӗнчех парнеленӗ. Унпа ытларах шкулта вӗренекенсем усӑ кураҫҫӗ. Акӑлчанла ытларах вулаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӗсемсӗр пуҫне монтажниксене, слесарьсене, электричество машинисемпе аппаратсене пухакансене, программа управлениллӗ станоксен операторӗсене. Конкурс «Промтрактор» акционерсен обществинче, Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче тата Шупашкарти электромеханика колледжӗн ресурс центрӗсенче иртнӗ. Республика шайӗнче ун пек мероприятире юлашки вунӑ ҫулта пуҫласа ирттернӗ-мӗн. Профессире чи лайӑххисене палӑртмалли ӑмӑртӑва республикӑри 19 предприятире ӗҫлекен вуншар специалист хутшӑннӑ. Конкурса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ чух республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов та пулнӑ. Вӑл ун йышши конкурссем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата ытти тӳре шара пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич рабочи пулма кӑмӑл тӑвакан ҫамрӑксене ырласа мухтанӑ май кун пек специальноҫа илессишӗн вӗренме кӗрес текенсен конкурсӗ 1,5 хута яхӑн ӳснине пӗлтернӗ. Конкурсра чи лайӑх сварщик «Ремхимпромстрой» предприятири Алексей Трофимов тесе палӑртнӑ, станокпа ӗҫлекен чи лайӑх оператор – Шупашкарти агрегат савутӗнчи Сергей Воробьев, чи лайӑх монтажник – «ЭЛАРА» общетсвӑри Елена Иванова, чи лайӑх слесарь – Ҫӗмӗрлери ятарлӑ урапасен савучӗнчи Александр Семин, электричество машинисене тата аппаратсене чи лайӑх пухаканни – Шупашкарти электроаппаратура савутӗнчи Эльвира Васильева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |