Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 85 ҫул тултарчӗ. Уява унта ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑсчахсене уявпа саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ.

— Ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗре эпир сумлӑ ӗҫсемпе кӗтӗмӗр. Пирӗн наука ӗҫченӗсем ӑслӑлӑх ҫӳпҫине капашсӑр пуянлатрӗҫ, чылай тӗпчев туса ирттерчӗҫ, хӑйсен пӗтӗмлетӗвне тӗрлӗ энциклопедипе кӗнекере ҫырса кӑтартрӗҫ. Пирӗн ӗҫсемпе паллашма ют ҫӗршывсенчен те килсе ҫӳреҫҫӗ, — тенӗ институт ертӳҫи Юрий Исаев.

Ӑсчахсене саламлакансем нумай пулнӑ. Ҫав шутра — тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсем те. Унта 1969-мӗш ҫултанпа вӑй хуракан, чылай вӑхӑт институт пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ искусствоведени докторне Александр Трофимова тата ытти хастар ӑсчаха, сӑмахран, ЧР Вӗренӳ министерстви чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/447.html
 

Республикӑра

Саккун — саккунах. Ӑна пӑхӑнмасан явапа тытмалла. Урӑх ҫӗршывран Раҫҫее килекенсен те йӗркене пӑхӑнмалла. Анчах миграци сакунне пӑсакансем, шел те, тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ.

Халӗ те, ав, Чӑваш Республикинче пӗр автобуса чарнӑ. Миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ют ҫӗршывран килнӗ 6 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсен, Раҫҫее килнӗскерсен, кирлӗ документсем пулман.

Тытса чарна автобус Бишкекран Мускава ҫула тухнӑ. Ӑна Чӑваш Енре ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чарнӑ. Унта ют ҫӗршыври 19 ҫын пулнӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсенчен улттӑшӗн документсем пулманни ҫиеле тухнӑ.

Халӗ йӗркене пӑсакансен кашнин 2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Вӗсене Раҫҫейрен кӑларса ярӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79003
 

Республикӑра

Ыран, Пӗлӳ кунӗнче, республикӑри йӗрке хуралҫисем пур ачана та пиллӗклӗ тӑвӗҫ. Анчах кунта дневника лартакан паллӑ пирки сӑмах пымасть. Пӗлӳ кунӗнче йӗрке хуралҫисем шкул ачисене «Твоя пятерка безопасности» (чӑв. «Санӑн хӑрушсӑрлӑх пиллӗкӗ») буклет валеҫсе пама палӑртнӑ.

Ку акци ҫӗршывӗпех иртмелле. Буклета ачасене кӑна мар, вӗсен ашшӗ-амӑшне те тыттарма палӑртнӑ. Кун пирки РФ Шалти ӗҫсен министерствин официаллӑ пайташӗ Елена Алексеева пӗлтерни тӑрӑх республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ.

Хӑрушсӑрлӑх правилисене аса илтерекен кӑларӑм ҫул ҫинче епле тытмаллине, хӑрушлӑха кӗрсе ӳкес мар тесен мӗн тумаллине, ытах лекес патен ҫитсен унран епле пӑрӑнмаллине тата ытти ҫавӑн пек саманта ҫутатнӑ.

 

Республикӑра «Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре урамра тупна ача пирки нумай калаҫрӗҫ-ҫырчӗҫ. Ачан амӑшӗ тупӑннӑ-ха, анчах ӑна вӑл халӗ те пульницӑран илсе кайман.

Пӗр ҫулти арҫын ачана иртнӗ эрнере Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче ҫӗрле тупнӑ. Ҫӗрлехи 1 сехетре вӑл иккӗмӗш сыпӑкри 7 ҫулти аппӑшӗпе пулнӑ.

Ӗнер Артем пульницӑрах пулнӑ-ха. Амӑшӗ Анастасия Назарова ачине илсе кайма шантарнӑ, анчах килсе курӑнман. Пульницӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче Артем патне тӑванӗ килсе кайнӑ. Унӑн хальлӗхе памперссем тата ҫимелли пур. Хальлӗхе ӑна хӑҫан кӑларасси паллӑ мар.

«Про Город» журналисчӗ Артемӑн амӑшӗпе ҫыхӑнма тӑнӑ. Анчах телефонне сӳнтернӗ вӑл. Халӑх тетелӗнчи статусра «Йошкӑра» тесе ҫырнӑ.

Урамра тупӑннӑ ача пирки республика тулашӗнче те пӗлеҫҫӗ. Халӗ ав унӑн шӑпипе федераци телеканалӗ кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1513
 

Республикӑра

Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Ачасем сумкӑсем йӑтса шкул сукмакне такӑрлатма тытӑнчӗҫ. Чӑваш Енре ҫак ҫулсенче ырӑ йӑла пуҫарчӗҫ — пӗлтерӗшлӗ уявсенче лавккасенче эрех-сӑра сутма чарчӗҫ.

Ыран та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенче алкоголь продукцине сутма чарӗҫ. Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн.

Шупашкар хула администрацийӗ алкоголь продукцине ваккӑн сутакансем ҫак йӗркене пӑснӑшӑн мӗнле яваплӑх пулнине аса илтерет.

Должноҫри ҫынсем йӗркене пӑссан 5–10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Ку кӑна мар: алкоголь продукцине туртса илӗҫ.

Юридици сӑпачӗсен вара ҫак йӗркене пӑснӑшӑн 50–100 пин тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Вӗсенне те алкоголь продукцине туртса илӗҫ.

 

Республикӑра Старостӑсен пухӑвӗ
Старостӑсен пухӑвӗ

Шупашкар районӗнче шӑматкун пулнине пӑхмасӑрах паян пӗр мероприяти хыҫҫӑн тепри иртнӗ. Янӑшра шкул уҫнине эпир пӗлтертӗмӗр-ха.

Район центрӗнче паян старостӑсемпе черетлӗ хут пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе тӗлпулассине Шупашкар район администрацине Георгий Егоров ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн йӗркелесе янӑччӗ. Черетлӗ тӗлпулӑва паян кунӗпех ӗҫпе тӑван районӗнче пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пуннӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев (унччен вӑл «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне ертсе пынӑччӗ), Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑннӑ.

Паянах Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Энтимӗркасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Пуҫлӑхсем кунсӑр пуҫне «Приволжское» вӗренӳ хуҫалӑхӗнче, Кӳкеҫ поселокӗн уявӗнче пулнӑ.

Сӑнсем (44)

 

Республикӑра Семен Лаврентьев
Семен Лаврентьев

Чӑваш Енре ҫухалнӑ старике шыраҫҫӗ. Вӑл килтен ҫулла пуҫламӑшӗнчех тухса кайнӑ та таврӑнман.

77 ҫулти Семен Лаврентьев Ҫӗрпӳ хулинче Шоссе урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннӑ. Хӑй вара Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман.

Семен Лаврентьев 170 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй имшер, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ тӗттӗм тӗслӗ. Уйрӑм паллӑ та пур. Сулахай е сылтӑм алли ҫинче икӗ пӳрни ҫук. Вӑл хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ ҫыхнӑ кофта тӑхӑннӑ пулнӑ. Уринче — калуш.

Семен Лаврентьева курнисене 8 (835-45) 2-12-40 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 20–22-мӗшӗсенче республикӑра ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен слечӗ иртнӗ. Ӑна «Эткер» йӗркелесе пырать.

Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнчи хастарсем те слета хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Наталия Андреева, Ольга Евдокимова, Юлия Кузьмина, Ирина Шишкалова, Станислав Петров, Яков Макаров «Таврапӗлӳҫӗсем» командӑна пӗрлешсе Каҫал тӑрӑхӗн чысне хӳтӗленӗ.

Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен тӑван тӑрӑх историне тӗпчеме, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнма тивнӗ. Слет ансат пулман, унта конкурссем нумай ирттернӗ. Ачасен 8 конкурсра тупӑшма тивнӗ. Каҫал маттурӗсем вӗсенче кашнинче малти вырӑнсене йышӑнма пултарнӑ.

«Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки», «Халӑх вӑййи» конкурссем уйрӑмах интереслӗ иртнӗ. Каҫал ачисем унта «Выртмара» сценка кӑтартнӑ. Унтан «13 патакла» наци вӑййине кӑтартса панӑ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, 5 команда хушшинче Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗн хастарӗсем мала тухнӑ.

 

Республикӑра

Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче пурӑнакан Волковсем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсен хӑнасене кӗтмелли сӑлтавӗ те пулнӑ. Любовь Филипповнӑпа Александр Егорович пӗрле 61 ҫул килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Волковсене ялта хисеплеҫҫӗ. Любовь Филипповна шкулта ӗҫленӗ. Александр Егорович вара пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл ыттисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Унтан ҫар ретне тӑнӑ. Унӑн награда нумай.

Александр Егоровичӑн амӑшӗ Анна Кирилловна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн чи ҫывӑх тусӗ пулнӑ. Эппин, Любовь Филипповна каярахпа Украинӑна поэтӑн вилтӑпри ҫине кайнинчен тӗлӗнмелли ҫук.

Волковсем виҫӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫитӗнтернӗ. Халӗ вӗсен 8 мӑнук, вӗсен 4 ачи пур. Волковсен ҫемйи туслӑ, хисепе тивӗҫ вӗсем. Ҫавна кура мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшн» орден панӑ.

Сӑнсем (40)

 

Республикӑра

Кӑҫал Элӗк 320 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май элӗксем юбилее анлӑн паллӑ тунӑ.

Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗвеллӗ кун Элӗке ҫын нумай пухӑннӑ. Унта «Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм» литература салонӗ ӗҫленӗ. Ӑна Элӗкри тӗп вулавӑш хатӗрленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем Элӗк историне пухнӑ, паллӑ ентешӗсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Пухнӑ материала «Элӗк: паян тата ӗнер. 320 ҫул» кӗнекене кӗртнӗ.

Кӗнеке куравне Элӗк районӗ пирки тухнӑ кӑларӑмсене кӗртнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем буклетсем, летопиҫсем, дайджестсем хатӗрлеме те ӳркенмен. Унтах вулавӑшри «Аста алӑ» кружока ҫӳрекенсен ӗҫӗсене кӑларса хунӑ.

Стенд ҫине Элӗк аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсем пирки ҫырса хунӑ. Вӗсен йышне район ертӳҫисем, тухтӑрсем, культура ӗҫченӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, спортсменсем, ҫыравҫӑсем кӗнӗ.

Ҫав кун элӗксем литература салонне ҫитсе курса Элӗк тата ун ҫыннисем пирки чылай интереслине пӗлнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 543, 544, 545, 546, 547, 548, 549, 550, 551, 552, [553], 554, 555, 556, 557, 558, 559, 560, 561, 562, 563, ...626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть