Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫре нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Вырӑна ветеринари специалисчӗсем ҫитнӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, тилӗ вилли унта авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнченех выртнӑ.
Специалистсем контейнер ҫывӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ. Тилӗ виллине перӗннӗ ҫынсене, чӗрчунсене тупман. Унтан вилене республикӑри ветеринари лабораторине илсе кайнӑ. Вӑл урнӑ чирпе чирлени палӑрнӑ.
Ҫакна пула Йӗпреҫ поселокӗнче карантин палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Урнӑ чире тата тупса палӑртмасан карантин икӗ уйӑха тӑсӑлӗ.