Республикӑра
![]() Полицейскисем ҫуран ҫӳрекен ҫынна таптаса кайма пултарнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Йӗрке хуралӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Йӗпреҫре ҫынна таптаса кайнӑ. Полицейскисем шыракан ҫын Виктор Николаевич Григорьев ятлӑ. Вӑл 1981 ҫулта ҫуралнӑ. Полицейскисен версийӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Йӗпреҫри Интернационалист салтаксен урамӗнчи 12-мӗш ҫурт умӗнче ҫынна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн урапине хӑварнӑ та хӑй тарнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 18 сехет ҫурӑра пулнӑ. Суранланнӑ ҫынна пульницӑна ӑсатнӑ. Виктор Григорьев ӑҫта пулнине пӗлекенсене полицейскисем 8 (83538) 2-12-83 е 020 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ урапа туянать. Ӑна илме вӑл электрон меслетпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Урапана Тӗп суйлав комиссийӗ 1,6 миллион тенкӗпе илме шухӑшлать. Урапана илме республика тата федераци хыснисенчен укҫа уйӑрмалла. 180 лаша вӑйӗллӗ урапана Тӗп суйлав комиссийӗ ют ҫӗршывра кӑларнине илесшӗн. Хӑватсӑр пуҫне урапа илемлӗ те, хӑтлӑ та пултӑр тени сисӗнет. Урапан ларкӑчне сӑрантан тунине кӑмӑл тунине палӑртнӑ. Урапан компьютер та пулмалла. Аудиотытӑм епли те пӗлтерӗшлӗ: хайхине ултӑ динамиклине суйлӗҫ. Машинӑра ларса пынӑ чух вулама меллӗ пултӑр тесе малти тата кайри ретре ларса пынӑ чух ҫутӑ уйрӑм ҫутатаканнине илӗҫ. Нумай ӗҫ пурнӑҫлама пултаракан сенсор дисплейӗ, Bluetooth тытӑмӗ, тӗрлӗ датчик пултӑр тенӗ. Урапана сутакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ҫул-йӗр фирмин акцийӗсене каллех аукциона сутма лартнӑ. Сӑмах — «Чӑвашавтодор» АУО пирки. Аукциона «Чӑвашавтодорӑн» 75 процент акцине кӑларӗҫ. ЧР Пурлӑх патшалӑх комитечӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, аукцион кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулӗ. Унччен аукцион ҫурлан 21-мӗшӗнче иртнӗ. Акци пакечӗсен малтанхи хакӗ — 179 281 293 тенкӗ. Аукциона хутшӑнмашкӑн заявкӑсене 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. «Чӑвашавтодор» организаци йышне 14 филиал, ҫул-йӗр юсакан 8 управлени, кӗпер юсакан управлени, проектпа смета бюровӗ, техникӑпа тивӗҫтерекен управлени кӗреҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн пурлӑхне 48 ҫӗр лаптӑкӗ, 200 ытла ҫуртпа сооружени кӗреҫҫӗ. Аса илтерер: «Чӑвашавтодорӑн» экс-директорне Александр Волкова укҫа-тенкӗ йӑкӑртнӑшӑн пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ тата 900 пин тенкӗлӗх штраф панӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӗ ӗлӗкхи пек мар: 5 ачаран ытларах ҫуратса ӳстерекен ҫемьесем — сайра тӗслӗх. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара нумаях пулмасть Милена ятла хӗрача кун ҫути курнӑ. Вӑл ҫемьери 9-мӗш ача. Павловсен ҫемйинче пиллӗкмӗш хӗрача ҫуралнӑ. Ыттисем — арҫын ачасем. Милена иртнӗ эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Милена 5 килограма яхан ҫуралнӑ. 57 сантиметр ҫӳллӗш пулнӑ вӑл — чӑн-чӑн пӑхаттир. ЗАГС ӗҫченӗсем Герман Германовичпа Лариса Леонидовнӑна ачасене воспитани парас ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ. Ашшӗ вара ыттисен вӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫурт Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ял тӑрӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемье валли ҫурт хӑпартма тытӑннӑ. Ку тӑрӑхра пӗрремӗш пулаканскере Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи тивӗҫӗ. Черетре тепӗр икӗ ҫемье тӑрать. Ҫӗнӗ ҫурта «Нива» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ тӑвать. Пӳрт 60 тӑваткал метрлӑ пулӗ. Унта газ кӗртӗҫ, ҫутӑ тӑвӗҫ, канализаципе шыв та пулӗҫ. Пӗр сӑмахпа, Ивановсем хулари пекех пурӑнӗҫ. Ивановсем пилӗк ачана ура ҫине тӑратаҫҫӗ: икӗ хӗр тата виҫӗ ывӑл. Асли Настя медколледжра вӗренет, Нелли — педагогика колледжӗнче. Арҫын ачасем хальлӗхе шкула ҫӳреҫҫӗ. Ҫемье хальлӗхе ҫемье пуҫӗн Андрейӑн ашшӗ-амӑшӗ патӗнче пурӑнать. Кӗҫех вӗсем ҫӗннине куҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере «СмартВтормет» ТМЯП лаптӑкӗнче саккунсӑр вырнаҫтарнӑ 44 вӑйӑ хатӗрне тӗп тунӑ. Пресс айне 15 вӑйӑ автомачӗ тата 29 вӑйӑ хатӗрӗ лакнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтерет. Ку пӗтӗм хатӗрсене суд йышӑнӑвӗпе маларах харпӑр ҫын харпӑрлӑхӗнчен илсе патшалӑхӑн пурлӑхне куҫарнӑ. Саккун чаракан вӑйӑсем йӗркелекенсене вара судпа явап тыттарнӑ. Вӑйӑ аппарачӗсене тӗп тунине Росимущество элчисем тата полици ӗҫченӗсем тӗрӗслесе пӑхса тӑнӑ. Кӑҫал, 2015 ҫулта, астаракан вӑйӑсем ирттерессипе йӗркеленине Чӑваш Енре пурӗ 11 хут палӑртнӑ. Шыравра пурӗ 800 ытла вӑйӑ хатӗрӗ тупнӑ. Тӑватӑ факт тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Галина Вронская юрист Галина Вронская юрист хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ Михаил Вансяцкие судра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн гражданла ӗҫсемпе ӗҫлекен суд коллегийӗ Михаил Вансяцкий ыйтӑвне тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Ҫапла майпа икӗ ҫул судлашни тӳре-шара пулнӑ ҫыншӑн выляса янипе вӗҫленнине интернет-кӑларӑма хӳтӗленӗ юрист тӗлӗнсе йышӑнман. Юрист ҫырнӑ тӑрӑх, суд маларах тавӑҫа пӑхса тухма пачах килӗшмен. Суд килӗшменнипе М. Вансяцкий килӗшмен (тавталогипе юри усӑ курнине вулакан ӑнланчӗ-тӗр). Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ ҫын Аслӑ суда евитленӗ. Унта вара судлашас текен ҫынна чарас темен пулать. Галина Вронская ӗнентернӗ тӑрӑх, суд тӑрӑх ҫӳресе Михаил Вансяцкий самай шар курать. Ваккат тытса тӑкакланнипех вӗҫленмест ҫавӑ. Суя сӑмах сарать тесе В. Гуськов ятлӑ ҫын унран 70 пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Николай Федоровпа пӗрле И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсемпе тӗлпулу ирттернӗ. Икӗ политик юридици факультечӗн ҫамрӑкӗсемпе курнӑҫнӑ. Тӗлпулу юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов тата ЧПУ ректорӗ Андрей Александров хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев ЧПУ тухӑҫлӑ аслӑ шкул йышне кӗнине аса илтернӗ. Вӑл паян та Чӑваш Енри вӗренӳ тӗп центрӗсенчен пӗри шутланать. Николай Федоров ҫак сӑмахсемпе килӗшнӗ. ЧПУ ректорӗ Андрей Александров аслӑ шкулӑн ҫитӗнӗвӗсем тата студентсем пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗлпулура политиксем студентсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӗсене ытларах ҫамрӑксен политики, ҫарпа патриотлӑх воспитанийӗ, ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсене пулӑшас ыйту кӑсӑклантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпан 19-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Павлӑ районӗнчи Потап-Тӑмпӑрлӑра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫи Алексей Афанасьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ. Алексей Андриянович учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл колхоз ҫамрӑкӗсене шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. 1942 ҫулта удмурт чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ. 1943 ҫулта Алексей Афанасьев Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Вӑл Карелие нимӗҫсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхӗшӗн вӑл III степень Мухтав орденне тата медальсене тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкулта вӗрентнӗ. Унтан район хаҫатӗнче редакторта тӑрӑшнӑ. «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» хайлавне чылайӑшӗ пӗлет. Ку кӗнекене икӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Алексей Афанасьев 1985 ҫулта вилнӗ. Вӑл 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗлкӗреймен. Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, тусӗсем, писатель пултарулӑхне хисеплекенсем пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Питӗрте темӗнле арҫынна тупнӑ. Вӑл Шупашкартан пулнине ӗнентерет. Унта ӗҫлеме кайнӑ та халӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнаймасть-мӗн. Арҫынна ҫынсем подъездра асӑрханӑ. Вӑл кӑштах аташать те теҫҫӗ. Тупнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ та вӑл халь киле каяймасть. Александра Богданова арҫын пирки тӗнче тетелӗнче пӗрремӗш пӗлтернӗ. Унпа вӑл калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Милова тӗнче тетелӗнче ҫак информацие курсан арҫыннӑн тӑванӗсене шыраса тупма шутланӑ. Арҫын кашни виҫӗ минутран мӗн каланине урӑхла пӗлтернӗ. Анчах вӑл Шупашкарта Ленин урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннине тӑтӑшах каланӑ. Унӑн тӑванӗсене пӗлекенсене 77-81-12, 640-610, 36-52-62 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |