Республикӑра
![]() Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялне те карантина хупнӑ. Мӗн пулнӑ-ха унта? Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче юнкун, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине Кудеиха ялӗнче тилӗ 14 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ку Кире юханшывӗ хӗрринче пулнӑ. Хӗрача, мӗн пулса иртнине лайах ӑнланса ӗлкӗрейменскер, тилле шывра путарнӑ. Унтан вӑл ӑна пулӑ тытмалли ҫеткӑпа ҫавӑрса илнӗ те ҫыран хӗрринче хӑварнӑ. Ҫав каҫах аллине тилӗ ҫыртна хӗрачана васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Тилӗ виллине вара республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Специалистсем чӗрчун урнӑ чирпе чирлине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Кудеиха ялӗнчи кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫӗрӗ ҫинче карантин пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӗлтернӗччӗ. Паянтан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шӑмӑршӑ районӗнче те инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Вӑл 17 сехетренпе вӑя кӗнӗ. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ. Ку лару-тӑрава районта чылай вӑхӑт ҫумӑр ҫуманнипе палӑртнӑ. Ҫавна пула тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси иккӗленӳллӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, предприятисемпе организацисене кун тӗлӗшпе мӗн те пулин тума хушнӑ. Аса илтерер: Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пушар тухас хӑрушлӑх пулнӑ май ятарлӑ режим палӑртнӑ. Вӑл халӗ те вӑйра-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класне палӑртнӑ. Канаш районӗнче вара — 5-мӗш класс. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, типӗ курӑка чӗртсе яма чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республика кунӗнче муркашсем те хӑйне евӗр мероприяти ирттернӗ. Районти вулавӑшсенче тӗрлӗ ӑрури ҫынсем валли кӗнеке куравӗсене тишкернӗ, таврапӗлӳ сехечӗсем иртнӗ, ачасем валли конкурссем, викторинӑсем йӗркеленӗ. Вулавӑшсем йӗркеленӗ мероприятисем ҫамрӑк ӑрӑва пуян историпе паллашма, чӑваш халӑх йӑли-йӗрки пирки лайӑхрах пӗлме пулӑшать. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсем вулакансем патне урама тухнӑ. Урамри «Ҫӗршывӑм манӑн Чӑваш Ен, сана саватӑп чӗререн!» библиокафе Муркашри ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Унта канакансем Чӑваш Республики пирки кӑларнӑ литературӑпа паллашма, Шупашкар пирки вуласа пӗлме пултарнӑ. Ачасем викторинӑри ыйтусене хуравланӑ, фольклор вӑййине вылянӑ. Ачасем ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран, ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Типӗ ҫанталӑк малалла та тӑсӑлсан районта тыр-пул пӗтме пултарать-мӗн. Режима Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 15 сехетре алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарма 6 техника, 16 ҫын тухнӑ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, вырӑнти организацисемпе предприятисене тыр-пула шӑрӑхра ҫухатасран мӗн те пулин тума сӗннӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Мансур Калмыков каланӑ тӑрӑх, уйсенче тыр-пул типме тытӑннӑ. Ҫулҫисем сарӑхаҫҫӗ, ҫӗрулми вӑхӑтран маларах чечеке ларнӑ. Шӑрӑх тепӗр эрне тӑрсан йӑлтах типӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, районта 40 пин гектар тыр-пул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш Ен, санпа мухтанатӑп!» мероприятисен ярӑмӗпе килӗшӳллӗн Йӗпреҫ районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче уҫа тӳпе айӗнчи этнографи музейне экскурсие кайнӑ. Ӑна Йӗпреҫри тӗп вулавӑш Республика кунне халалласа йӗркеленӗ. Экскурсие «Цветовод», «Поиск» клубсен пайташӗсем, Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлӗхӗн хастарӗсем кайнӑ. Вӗсем XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи тата ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресчен ҫурчӗсене, ҫил арманне, икӗ хутлӑ ампара пӑхса ҫаврӑннӑ, «юрату кӗперне» ҫитнӗ. Музей ӗҫченӗсем «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнчи куҫса ҫӳрекен «Живопиҫӗн ача-пӑча сӑнарӗсем» куравпа паллаштарнӑ. Эскурсантсене уйрӑмах Вӑрнар районӗнчи «Вӗтӗ шӑрҫаран — асамлӑх» курав япалисем килӗшнӗ. Унта Наталия Сергеевӑн ӗҫӗсем пулнӑ. Унӑн ӗҫӗсем чылай ҫынна тыткӑнланӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртрӗ. Канашсем Чӑваш Енӗ ҫуралнӑ кунӗпе пӗрле «Урожай» стадионта, Асхва ялӗ ҫывӑхӗнче, Акатуя та паллӑ тунӑ. Унта ял тӑрӑхӗсем хӑйсен картишӗсене хатӗрленӗ. Уҫырма ял тӑрӑхӗн картишӗнче Надежда Ивановна Александровӑн картинисен куравне йӗркеленӗ. Вӑл Шӑхасанти ӳнер шкулӗнче ачасене вӗрентет. Уҫырмасем картише картинӑсемпе, тӗрӗсемпе, алӑпа тунӑ кавирсемпе, пахчана илемлетмелли кӳлепесемпе хитрелетнӗ. Ӑна Уҫырма ялӗн ҫыннисем хӑйсем хатӗрленӗ. Акӑ Сергей Сергеев йывӑҫран Винни пуха, кӑмпана тата ытти кӳлепене касса кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех куравра пахчана лартмалли сӗтел-пукан, чуччу пулнӑ. Сӑнсем (125) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Свеклов тунӑ сӑн Республика кунӗнче фейерверксен фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та салютсем тӳпене икӗ кун ялкӑштарчӗҫ. Анчах ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, салют палӑртнӑ вӑхӑтран 15 минут маларах пуҫланнӑран чылайӑшӗн унта кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Халӑх, паллах, кӑмӑлсӑрланнӑ… Кӑҫал фестивальте камсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни паллӑ ӗнтӗ. Унта пӗтӗмпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи 5 команда хутшӑннӑ. Шупашкара Сергив Посадри «Пиро-Росс», Болгарири «Энигма фойерверк», Беларуҫри «Кальвин», Мускаври «ГлавСпецСалют» килсе ҫитнӗ. Шупашкар чысне «Пироснаб-Поволжье» хӳтӗленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне жюри куракансен сасӑлавне те шута илнӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев фейерверксен фестивалӗн Гран-прине «Пироснаб-Поволжье» командӑна тыттарнӑ. Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗ «Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен» девизпа иртнӗ. Анчах шоу маларах пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республика кунӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, экономика канашлӑвӗ иртет. Кӑҫал та унта чылаййӑн пухӑннӑ. Унта Чӑваш Енӗн логотипне хӑтланӑ. Логотипа республика ҫыннисем, тӗрлӗ специалистсем (тӗслӗхрен, дизайн, этнографи, истори тытӑмӗнчисем) хатӗрленӗ. Логотип ҫаврашка евӗр. Мӗне пӗлтерет-ха ҫав ҫаврашка? Вӑл — пӗрлӗх, вӗҫӗ-хӗррисӗрлӗх. Ҫаврашка тӗрлӗ тӗслӗ. Кӑвакки шывпа ҫыхӑннӑ. Шыв Чӑваш Ен ландшафчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӑлах тасалӑха палӑртакан тӳпене кӑтартать. Симӗс тӗс республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхне уҫса парать. Логотипӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешмесен те вӑл пӗрлӗхе кӑтартать. Ҫак элементсем — чӑваш орнаменчӗн паллисем. Ҫаврашка варринчи хӗвел вӑя, ӗмӗрлӗх ҫамрӑклӑха, пурнӑҫ вӑйне кӑтартать. Логотипа Finjecto команин генеральнӑй директорӗ Антон Хреков кӑтартнӑ. Ку паллӑ Чӑваш Ене инвесторсене илӗртмелли май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарӑн Калинин районӗнче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрекен чи пысӑк центр ҫӗклесе лартмалла. Унӑн пӗрремӗш чулне паян хунӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Федераци Канашӗн Тӗнчери ӗҫӗсемпе тимлекен комитечӗн ертӳҫи Константин Косачев, РФ экономика министрӗн ҫумӗ — статс-ҫыруҫи Олег Фомичев хутшӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ҫав центрта ҫынсене 32 чӳрече йышӑнма пуҫлӗ. Ун чухлӗ май туса пани нумай ӗҫ тӑвакан центрсенчи черете чакарма май парасса шанаҫҫӗ. Тата ӑна уҫсан ҫынсен 90 проценчӗ асӑннӑ центрсем урлӑ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне илме тытӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Раҫҫей Президенчӗ те ҫав цифрӑна ҫитме регионсен пуҫлӑхӗсем умӗнче тӗллев лартнӑ иккен. Халӗ Чӑваш Енре 27 ҫавӑн пек центр ӗҫлет. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа экономика форумӗ иртмелле. Ӑна Республика кунне халаллаҫҫӗ. Форума Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнӑ. Мероприятие регионсенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисемпе тата хастарӗсене тата xaмӑp тӑрӑхри ӗҫлӗ ҫынсене кӗтеҫҫӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулу 17 сехетре Шупашкар хула администрацийӗнче пуҫланать. Форум тӗллевӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарнӑ: «xaмӑp республикӑна экономика, наука тата культура тӗлӗшӗнчен лайӑхрах аталантарас, ҫӗpшывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ӗҫлӗ чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗp-пӗрне пулӑшса ӗҫлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ». Кунсӑр пуҫне «ку ҫыхӑну Чӑваш наци конгресӗн шайне ӳстерме, хамӑрӑн культурӑпа йӑла-йӗркене анлӑрах аталантарма» май пapасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |