Республикӑра
![]() Вӑхӑт пулсан Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнӗ. Кун пирки вӑл ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче журналистсене пӗлтернӗ. Пресс-конференцире Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, акцие хӑй хутшӑнаймасан та унӑн ывӑлӗ тухатех. Ҫакна Элтепер вӗсен ҫемйи патриотизм туйӑмӗллӗ пулнипе, Раҫҫей Федерацине, Чӑваш Республикине юратнипе сӑлтавланӑ. Аса илтеретпӗр, Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта иртекен «Вилӗмсӗр полк» акцие тӗп хулара пурӑнакан 10 пин ытла ҫын хутшӑнма палӑртнӑ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче ҫынсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӗсен транспаранчӗсене йӑтса утӗҫ. Акцие кашниех хутшӑнма пултарать. Кун валли штендер, салтакӑн сӑнӳкерчӗкне хатӗрлемелле. Сӑнӳкерчӗке Шупашкарти «Гранит» типографире тӳлевсӗрех пичетлеҫҫӗ. Акци Республика тӳремӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Колонна тӳремрен Президент бульварне тухӗ. Пӗлтӗр акцие 10 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата нумайланасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |