Кӑҫӑл ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Алена Кириллова пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑри Кирилл тата тин ҫуралнӑ йӗкӗреш Кристинӑпа Вероника амӑшӗсӗр тӑрса юлчӗҫ.
«Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ӗҫтешӗ пирки манмаҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть ачисене кайса курнӑ, Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласа парне панӑ. Канфет, памперс, кӗнекесем, фломастерсем тата кӑштах укҫа илсе килнӗ журналистсем. Ку — пӗчӗк те пулин пулӑшу. Ачасемшӗн вара — уяв.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче Кирилл 3 ҫул тултарнӑ. Амӑшӗ ӑҫта ҫухалине вӑл ӑнланса юлман. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл таҫта кайнӑ, кӗҫех таврӑнать… Пӗррехинче ача пахчине кайнӑ чухне Кирилл хӗрарӑма курнӑ та «Анне!» тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах вӑл мар…
Кирилл Ҫӗнӗ ҫула юратать. Алена ывӑлне яланах парнесемпе савӑнтарнӑ. Пӗчӗк Кирилл йӑмӑкӗсене те пӑхать. Кристинӑпа Вероника — ҫичӗ уйӑхра. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем чирлемеҫҫӗ, лайӑх ӳсеҫҫӗ.
Алена пурнӑҫран уйрӑлни ҫичӗ уйӑх ҫитрӗ, вӑл ҫукки халӗ те ҫывӑх ҫыннисен чунне ыраттарать. Ҫапах пуҫ усмаҫҫӗ вӗсем, пӗчӗк ачасене ура ҫине тӑратасшӑн талпӑнаҫҫӗ.